Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Асӑну хӑмисем уҫрӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 12.05.2015 21:08 | 1372 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Етӗрне районӗнчи Андрей Михайлович Иванов ертсе пыракан Кӑкшӑмри шкул коллективӗ вӗренекенсен патриотизм туйӑмне ҫирӗплетес енӗпе чылай тӑрӑшать. Шкулта вырӑнти колхоз тата шкул историне халалланӑ музей пур. Ун ӗҫне шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Александрова йӗркелесе ертсе пырать. Шкул колективӗ Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн тата «Заветы Ильича» колхоз администраципе туслӑ ҫыхӑну тытать. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн шкул территорийӗнче вырнаҫнӑ чӑрӑш умне асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ку чӑрӑша 1967 ҫулхи Ҫӗнтерӳ кунӗнче шкул ачисемпе вӑрҫӑ ветеранӗсем малтанхи обелиск вырӑнне лартнӑ. Ҫӗнӗ Культура ҫуртне хута ярсан ун умне палӑкне те ҫӗнӗрен ҫӗклесе лартнӑ.

Шкул директорӗ А.М. Иванов вӗренекенсене чӑрӑш историйӗпе паллаштарчӗ, ӑна упрама чӗнсе каларӗ. Шкулти учительсем тата вӗренекенсем пурте «Вилӗмсӗр полк» акцине хастар хутшӑнчӗҫ. Кашниех вӑрҫа хутшӑннӑ хӑйӗн тӑванӗн сӑнӳкерчӗкне йӑтса ял урамӗ тӑрӑх палӑк патне ҫывхарчӗҫ, ҫула май вӗсем ҫумне таврари ял халӑхӗ хутшӑнчӗ. Хӑшӗ-пӗрин аллинче темиҫе сӑн. Митинг хыҫҫӑн мӗнпур сӑнӳкерчӗкрен альбом йӗркелесе шкул музейне вырнаҫтарӗҫ.

Ҫӗнтерӳ уявӗ тепӗр паллӑ пулӑмпа асра юлчӗ. «Заветы Ильича» колхоз правленийӗ Культура ҫурчӗн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна хута яма колхозра ӗмӗр тӑршшӗпе ӗҫленӗ Чӑваш АССР тата РСФСР Тава тивӗҫлӗ агрономӗ, 16 ҫул хушши колхоз ертӳҫинче кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр тӑрӑшнӑ Хисеплӗ председатель Александров Вячеслав Александрович чылай вӑй хунӑ. Культура ҫурчӗ умне хисеплӗ ҫынна халалласа ятарлӑ асӑну хӑми уҫрӗҫ.

Малтанах пухӑннисем вӑрҫӑран киле таврӑнайманнисене, ҫавӑн пекех вӑрҫӑ хыҫҫӑн вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Уявра Кӑкшӑм ял администраци ертӳҫи Константин Михайлов, Етӗрне администрацин ялхуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен пӗрремӗш ҫумӗ Семенов В.П., «Заветы Ильича» колхоз ертӳҫи, район Совечӗн депутачӗ Иванов В.И, вырӑнти ветерансен ертӳҫи Афанасьев А.А., уява ятарласа ҫитнӗ паллӑ ҫынсем ветерансене Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламларӗҫ. Митинга Вячеслав Александрович Александровӑн йышлӑ ҫемьи: ачисемпе мӑнукӗсем, кӗрӗвӗсемпе кинӗсем, шкул коллективӗ, ял-йыш, вӑрҫӑ ветеранӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ял тата район администрацине, ял халӑхне, спонсорсене хӑйсен ашшӗне сума сунӑшӑн тав турӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнче 4 вӑрҫӑ ветеранӗ пурӑнать, уява Кӑкшӑмри Гурий Петрович Петров ҫеҫ килме пултарнӑ. (Ытисене уяв ячӗпе килӗсене кайса саламланӑ). Ӑна ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Константин Михайлов парнепе чысларӗ. Ветеранпа салтак арӑмӗ палӑк умне чечек кӑшӑлӗ кайса хучӗҫ.

Малтанах пухӑннисем умӗнче «Вилӗмсӗр полк» парада хутшӑнакансем концерт лартса пачӗҫ, вӑрҫа хирӗҫ чӗнекен, паттӑрсене халалланӑ сӑвӑ-юрӑ янраттарчӗҫ. Ачасем ватӑсене чечексем парнелеме те манмарӗҫ. Митингра Кӑкшӑмри Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи артистсем Александр Шаров ертсе пынипе чуна тивекен юрӑсемпе куракансене паллаштарчӗҫ. Ача пахчине ҫӳрекенсем те вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗпе илемлӗ сӑвӑсемпе юрӑсем хатӗрленӗ.

Пухӑннисем салтак пӑтти ас тивме пултарчӗҫ. Палӑк умӗнче Кӑкшӑм шкулӗн вӗренекенӗсем асӑну вахтинче тӑчӗҫ.

Сӑнсем (28)

#Ҫӗнтерӳ кунӗ, #уявсем, #Кӑкшӑм, #Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ, #Етӗрне районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем