Шупашкарта республикӑри пултаруллӑ ачасене чысланӑ. Конкурс Чӑваш Енре 4-мӗш хут иртнӗ. Унта ҫамрӑк мусӑкҫӑсем, юрӑҫсем, ӳнерҫӗсем, фотографсем, дизайнерсем хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал форума республикӑри 140 ытла ача хутшӑннӑ. Унта чи пултаруллисем, хӑйсен маттурлӑхне кӑтартнисем ҫеҫ лекме пултарнӑ. Пурте — Пӗтӗм Раҫҫейри, тӗнчери конкурссен лауреачӗсем. Вӗсем музыка тата ӳнер шкулӗсенче вӗренеҫҫӗ.
Конкурсра номинацисем нумай пулнӑ: ӳнер, халӑх пултарулӑхӗ, ӳнер сӑнӳкерчӗкӗ, костюм моделированийӗ… Ӳнер номинацийӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Оля Максимова ҫӗнтернӗ. Вӑл Ӗсмелти (Октябрьскинчи) ӳнер шкулне ҫӳрет. Оля 11 ҫулта. Вӑл 5-ре чухнех ӳнерпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Оля ытларах портрет ӳкерме кӑмӑллать. Вӑл ӳссен ӳнерҫӗ е дизайнер пуласшӑн.
Ҫӗнтерӳҫӗсем чыславра хӑйсен чи лайӑх номерӗсене кӑтартнӑ. Ӳнер музейӗн залӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Чӑваш Енри лауреатсем халӗ ҫӗнӗ конкурса хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Пултаруллӑ ачасем — Раҫҫей пуласлӑхӗ» форума хутшӑнӗҫ.