Раштавӑн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ГЭСстрой ҫурчӗ умӗнче ача пахчисенче ӗҫлекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ тата КПРФӑн Чӑвашри уйрӑмӗн элчисем митинга пухӑннӑ.
100 ытла ҫын митинга чиновниксене хулари ача пахчисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатмаллине калас тесе тухнӑ. Анчах тӳре-шара вӗсем чӗнсе каланине хӑлхана чикмен, мероприятие чӗннӗ пулсан та килмен. Мероприятие килнисенчен пӗри митинг мар (тӳре-шара унта ҫавах килмест-мӗн), забастовка тума сӗннӗ.
Ача пахчинче ӗҫлекенсем ӗҫ укҫине пысӑклатма ыйтнӑ, митинг йӗркелӳҫисенчен пӗри Александр Филиппов тухса калаҫнине халӑх хапӑлласа йышӑннӑ.
Пухӑннӑ халӑх каланӑ тӑрӑх, ача пахчисенче вӑй хуракансем икӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ, темиҫе ушкӑна сӑнаҫҫӗ, уйӑхне 5 пине яхӑн тенкӗ укҫа илеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем валли апата тӳлевсӗр тума ыйтнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ вара ача пахчишӗн тӳлекен укҫана ҫӗнӗрен пӑхса тухма ыйтнӑ. Халӑх умне КПРФ элчисем тухса калаҫнӑ. «25 ҫулта хулара 2 ача пахчи хута янӑ, республикӑра — 7. Эпир тунӑ тесе калаҫҫӗ тата. Намӑс!» — тенӗ Анатолий Никонов.