Чӑваш Енре виҫӗ сунарҫӑ вӑрманта хир сыснипе унӑн ҫурисене пенӗ. Вӗсем куншӑн йӗплӗ пралук леш енче 2 ҫул таран ларма пултарӗҫ.
ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 5-мӗшӗнче полицирен Муркаш районӗн ҫыннисем пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем палламан сунарҫӑсене курнине пӗлтернӗ. Вӗсемех хир сыснипе ҫурисене пенӗ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх, полицейскисем айӑплӑ тесе шухӑшлакан пӗр ҫынна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шатракасси ялӗ ҫывӑхӗнче тытса чарнӑ. 21 ҫулти арҫын ҫумӗнче хир сыснин тушкине тупнӑ.
Тепӗртакран унпа пӗр шухӑшлисене тупса палӑртнӑ. Вӗсем — Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенчен. Халӗ вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.