Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: Пушкӑртсен википедийӗ 10 ҫул тултарнине анлӑ паллӑ тӑвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.12.2014 13:56 | 1758 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ

Ҫитес ҫул, ака уйӑхӗн 24–26-мӗшӗсенче, Википедин пушкӑрт уйрӑмӗ 10 ҫул тултарнине паллӑ туса «Вики-сабантуй 2015» мероприяти ирттерес шухӑшлӑ. Вӑл тӗрлӗ конкурссенчен тата конференцирен тӑрӗ. Тӗп вырӑнта «Википеди тата информаци обществи» ятлӑ Пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх уҫӑ конференцийӗ пулӗ. Ӑна Пушкӑрт патшалӑх университечӗ, Ӗпхӳри истори, чӗлхе тата литература институчӗ, «Викимедия РУ» пӗрлӗх йӗркелеҫҫӗ. Пушкӑртсем ҫак конференцие пурне те хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.

Сӑмах май логотипсен конкурсӗсем пуҫланнӑ та. Хутшӑнакансем пӗр 20 яхӑн тӗрлӗ ӗҫ тӑратнӑ. Ҫавӑн пекех ҫак паллӑ куна халалласа пушкӑртла калаҫма вӗренмелли текстсем хатӗрлеме тытӑннӑ.

Пушкӑртсен пайӗ 2002 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Анчах ун чухне статьясем пулман-ха. Пӗрремӗш статья вара 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӗсен уйрӑмӗнче 33 пин те 319 статья шутланать. Танлаштарма: пирӗн чӑваш уйрӑменче — 30 244 кӑна-ха. Пирӗн чӑваш уйрӑмӗн ҫуралнӑ кунӗ 2004 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ шутланать.

#Ӗпхӳ, #тӗнче тетелӗ, #пушкӑрт чӗлхи, #Пушкӑртстан, #Википеди, #конференцисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем