Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: 105 ҫул тултарнӑ ятпа

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 15.12.2014 11:29 | 1345 хут пӑхнӑ
Культура Элле Николай Алексеевич
Элле Николай Алексеевич

Раштавӑн 12-мӗшӗнче «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӗнер ӗҫченӗ» тата «РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ, республика пӗлтерӗшлӗ персональнӑй пенсионер Николай Алексеевич Элле (12.12.1909 — 14.01.1982) ҫуралнӑранпа 105 ҫул тултарчӗ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашра ҫуралса Ӳснӗ. Унӑн ашшӗ вырӑнти чиркӳре псаломщик ӗҫӗпе тимленӗ, амӑшӗ — Штанашри вырӑс хӗрарӑмӗ — кил таврашӗнче тӑрмашнӑ. Иккӗшне те Штанаш ҫӑви ҫине пытарнӑ. Ҫак кунсенче Николай Эллен тӑван ялӗнче шкул ачисемпе ятарлӑ урок ирттерчӗҫ, паллӑ ентешӗ пирки каласа пачӗҫ.

Николай 8 ҫул тултарсан Штанашри удельный училищӗре вӗренме пуҫлать, ун хыҫҫӑн Чӗмпӗрпе Шупашкар педтехникумсенчен (1928) вӗренсе тухать. Ҫулталӑк хушши Штанашри шкулта ӗҫлет (1928-1929).

1929 ҫулхи майӑн 11-мӗшӗнче Штанашри 22 хуҫалӑхран «Капкӑн» колхоз йӗркеленӗ, ку ӗҫре Эллен тӳпи те пур. Унтан ӑна Хӗрлӗ Чутайри профсоюз райкомӗн председателӗ пулма шаннӑ (1929-1930). Вӑл пуҫарнипе районта 1930 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче «Коллективист» ятлӑ хаҫат тухма тытӑнать. Часах Элле «Красная Чувашия» хаҫат редакцин ял хуҫалӑх пайне вырнаҫать. Ҫулталӑк ҫурӑран Эллене Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Ҫарта 7 ҫула яхӑн пулнӑ (1931-1939). Ҫартан таврӑнсан Чӑваш радиокомитетӗнче редактор, ответлӑ редактор пулса 2 ҫул хушши ӗҫленӗ. Унтан пултаруллӑ ҫамрӑка чӑваш драма театрӗн директорӗ пулма уйӑрса лартаҫҫӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче унӑн мӗнпур совет халӑхӗпе танах тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫма ҫар ретне тӑма тивет. Капитан, комбат, авторота командирӗ Воронежпа Калинин, 1-мӗш Белоруҫпа Украин тата Хӗвеланӑҫ фрончӗсен танк ҫарӗсенче хӑюлӑх кӑтартнӑ, Берлина ҫитнӗ, вӑрҫӑ хыҫҫӑн татах та ҫулталӑк хушши Германири Дрезден хулинче хӗсметре тӑнӑ. Ӑна темиҫе орденпе тата медальсемпе наградӑланӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Николай Алексеевич Элле каллех драма театрне васкать. 1954 ҫулта Ленинградри театр институчӗ ҫумӗнчи курсан вӗренсе тухнӑ (1954).

1952–1959 ҫулсенче чӑваш тата вырӑс драма театрӗсен ертӳҫи пулса ӗҫленӗ (ун чухне икӗ театр пӗр ҫуртра вырнаҫнӑ). 1959-1971 ҫулсенче ӑна музыка театрне ертсе пыма шанаҫҫӗ. Партипе правительство Николай Эллен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ.

Штанашри шкул ачисем хӑйсен пултаруллӑ ентешӗн пурнӑҫӗпе хаваспах паллашрӗҫ.

#шкулсем, #ачасем, #юбилейсем, #Штанаш, #Хӗрлӗ Чутай районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем