Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнче тӗрлӗ канаш ӗҫлет. Вӗсенчен пӗри — Ваттисен канашӗ. Иртнӗ эрнере шурсухалсем Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашӗн черетлӗ ларӑвне пухӑннӑ. Унта, ЧНКн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем тӑватӑ ыйту пӑxca тухнӑ. Пӗрремӗшӗ — чӑваш халӑхӗн историне кӗнекесенче тата ытти ҫӗрте тӗрӗс ҫутатасси, иккӗмӗшӗ — чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас енӗпе тӗрлӗ мел шырасси, виҫҫӗмӗшӗ — ҫамрӑксене халӑх йӑли-йӗркипе сӑпайлӑха вӗрентесси, тӑваттӑмӗшӗ — чӑваш наци кадрӗсене хатӗрлесси. Ларӑва Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Василий Шадриков ертсе пынӑ. Ӗҫлӗ калаҫӑва ЧНК президенчӗн пӗрремӗш ҫyмӗ Валерий Клементьев та хутшӑннӑ. Канашлура палӑрнӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ май вӗсене ҫитес вӑхӑтра Республика Элтеперӗпе тӗл пулса сӳтсе явма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта Турци хӑнисем пулнӑ. Вӗсене «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗ ача-пӑча вӑййисен композицийӗпе кӗтсе илнӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологипе культурин доценчӗ Оксана Сорокина, Турци ҫӗршывӗнчи Тракия Университечӗн ассистенчӗ Джемалеттин Явуз анатри чӑвашсен йӑли-йӗркине, фольклорне тӗпчес тӗллевпе ҫула тухнӑ. Ҫавра сӗтел хушшинче хӑнасемпе пӗрле Елена Ефремова, Зинаида Антонова, Мелания Андреева, Владимир Ильин, Зоя Акчурина, Елизавета Михайлова, Людмила Клементьева пулнӑ. Валерий Софронов шкул ертӳҫи, Николай Федоров вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ хӑнасене Пучинке тӑрӑхӗнчи ӗлӗкхи йӑла-йӗркесемпе паллаштарнӑ, паянхи куна мӗнле йӑласем упранса юлни пикри каласа кӑтартнӑ. Джемалеттин Явуз калаҫӑвне чӑвашла пуҫланӑ. Вӑл Турцири аливи халӑхӗпе чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркисенче пӗрпеклӗх нумаййине асӑрхани ҫинчен каланӑ. Ҫак икӗ халӑхӑн пӗрпеклӗ мӗнрен килнине лайӑхрах та тарӑнрах пӗлес тӗллевпе тӗпчев ирттерет иккен вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Андрей Николаенко тата Михаил Игнатьев Кун пирки Мускаври патшалӑхӑн машинӑсем тӑвакан университетӑн ректорӗ, экономика ӑслӑлӑхӗн докторӗ Андрей Николаенко пирӗн республика ертӳҫине Михаил Игнатьева пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев унпа иртнӗ эрне вӗҫӗнче ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Калаҫӑва Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов та хутшӑннӑ. Чӑваш Ен ертӳҫисене Андрей Николаенко Шупашкарти политехника институтне пулӑшса пынишӗн тав тунӑ. «Хӑш-пӗр регионта пирӗн филиалсене вырӑнти ертӳҫӗсем витӗм кӳмеҫҫӗ, вӑл субъектсенче филиалсене хупасси пирки ыйту тӑрать. Чӑваш Енре эсир тата Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пысӑк тимлӗх уйӑрнине куратпӑр», — пӗлтернӗ савӑнӑҫне ректор. «Шупашкарти политехника институтӗнче пурӗ 2700 ҫын вӗренет. Филиалта Раҫҫейри 36 регионтан студентсем пӗлӳ илеҫҫӗ, вӗренсе тухакансем ӗҫе кулленех вырнаҫаҫҫӗ. Пуласлӑхра республикӑра пысӑк технологиллӗ производствӑсем хута каясси паллӑ. Ҫавӑнпа та асӑннӑ аслӑ шкултан вӗренсе тухакан специалистсем малашне те ӗҫ рынокӗнче питӗ кирлӗ. Шупашкарти институт регионти шкулсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Республикӑн правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи республика хыснине пӑхса тухнӑ. Мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Канашлура республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Халӑх фрончӗн регионти штабӗн, Общество палатин пайташӗсем, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев кӑҫалхи хысна экономикӑн кӑткӑс условийӗсенче пурнӑҫа кӗрсе пынине палӑртнӑ. «Йывӑрлӑха пӑхмасӑрах республика хыснин виҫисене виҫҫӗмӗш хут тӳрлетнӗ май пӗрлештернӗ тупӑшӑн суммине 359 млн тенкӗлӗх пысӑклатма май килет», — тенӗ. Тӗп калаҫу республикӑра сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне лайӑхлатасси, ҫӗнӗ шкулсем тӑвасси, ҫынсене ишӗлес патнех ҫитнӗ ҫуртсенчен куҫарасси пирки пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи Трактор тӑвакансен культура керменӗнче шкул ачисемпе вӗрентекенсен «Шкул шӑпчӑкӗ» республика конкурсӗ иртнӗ. Конкурса йӗркелекенсем шутӗнче Чӑваш наци конгресӗпе Чӑваш Республикинчи учительсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ те пулнӑ. Чӑваш халӑх юррисене юрлакансен ӑмӑртӑвне Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Муркаш, Елчӗк районӗсенчен, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар тата шкул Ҫӗpпӳ хулисенчен ачасен 11 фольклор ушкӑнӗ, 28 солист, учительсен 6 фольклор ушкӑнӗпе 9 солист хутшӑннӑ. Солистсемпе фольклор ушкӑнӗсем чӑваш халӑхӗн хӑна, салтак, вӑйӑ, ӗҫ, лирика юррисене шӑрантарнӑ. Уяв каҫӗнче сюжетлӑ вӑйӑсемпе юрӑсем, такмаксемпе ташӑсем пӗp-пӗринпе ылмашса пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков Мускав облаҫӗнчи Одинцово хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Одинцовӑпа курса калаҫнӑ. Леонид Волков Татьяна Одинцовӑна Канаш районӗнчи Шӑхасанта ҫуралса ӳснӗ Виктор Михайлович Михайлова тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунӑ. Виктор Михайлович — Канаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Халӗ вӑл Одинцово хулинче пурӑнать. Тӗлпулура Одинцово хулинче тата облаҫӗнче Чӑваш Республикинчи ял хуҫалӑх таварӗсен ярмӑрккине ирттересси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех Одинцово районӗнче ҫитес ҫул чӑваш наци уявне — Акатуя — паллӑ тӑвас ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, уяв Захарово ялӗнче иртме пултарӗ. Унта Александр Пушкинӑн ачалӑхӗ иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Архипова Иртнӗ эрнере Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетҫӑсене тӗнче шайӗнче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнма чарнӑ. Ҫакна пулах чӑваш спортсменӗсем тупӑшусене сиктернӗ. Акӑ Татьяна Архиповӑна Японире иртекен марафона хутшӑнма ирӗк паман. Ӑмӑрту канмалли кунсенче иртнӗ. Чӑваш Енӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе пӗрлештернӗ командин тренерӗ Николай Панфилов каланӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗнче Наталья Пучкова марафонка та ӑмӑртӑва сиктерме пултарӗ. Алина Прокопьева тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнасси те иккӗленӳллӗ. 2016 ҫулта Шупашкарта хӑвӑрт утас енӗпе Тӗнче кубокӗ иртмеллеччӗ. Ӑна ирттерме те чарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе официаллӑ хутсем килмен, ҫавӑнпа турнира хатӗрленес ӗҫе хальлӗхе чарса лартман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паянтан, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев отпуска кайнӑ. Нумайлӑха мар, икӗ эрнелӗхе кӑна. Вӑл вӑхӑтра Элтепер тивӗҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин пурнӑҫлӗ. Михаил Васильевич отпускра чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен пулӗ. Михаил Игнатьев хӑйӗн отпускне ӑҫта ирттересси паллӑ мар. Пӗлтӗр вара Михаил Васильевич Алтай республикинче пулнӑ. Унта вӑл ҫӗнӗ сезона хатӗрленекен чӑваш биатлонисчӗсемпе тӗл пулнӑ. Хальхинче Михаил Игнатьев ӑҫта канасси пирки пӗлтермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Мускав тата пӗтӗм Руҫӗн патриархӗ Кирилл Байкал кӳлле сӑваплама шутлать. Ку сӗнӳпе ун патне Раҫҫейӗн Аслӑ арбитраж сучӗн председателӗн ҫумӗн вырӑнне йышӑннӑ Владимир Исайчев ҫулҫӳревҫӗ тухнӑ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх патриарх унӑн шухӑшӗпе килӗшнӗ. «Байкал авалтанпах сӑваплӑ кӳлӗ шутланать. Вырӑнтисем ӑна тинӗс тесех калаҫҫӗ. Вӑл тӑрӑхра шамансемпе буддистсен йӑли-йӗркисем вӑйлӑ. Патриарх ҫакна ӑнланать, анчах та ун шучӗпе ку йывӑрлӑх кӑларса тӑратмӗ. Байкала сӑваплани кӳлӗне сыхласа хӑварма хавал парӗ кӑна», — тенӗ ҫулҫӳревҫӗ. Кӳлле сӑваплассине патриарх Тухӑҫ Ҫӗпӗре ӗҫпе тухсан пурнӑҫлӗҫ. Байкал — тӗнчери чи тарӑн кӳлӗ. Чӑвашла ун ячӗ «пуян кӳлӗ» пек куҫать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ют ҫӗршывран килнӗ студентсем вӗренеҫҫӗ. Нумаях пулмасть, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, вӗсем Чӑваш наци музейӗнче пулса курнӑ. Музей ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем Эльмира Васильева тата Руслан Петров студентсемпе залсем тӑрӑх экскурси ирттернӗ. Студентсем тепӗр икӗ залӗпе хӑйсем тӗллӗн паллашнӑ. Хӑнасем уйрӑмах чӑваш костюмӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Студентсем чӑваш халӑх инструменчӗсем мӗнле сасӑ кӑларнине те киленсе итленӗ. Сӑмах май, Чӑваш наци музейӗнче ют ҫӗршыв студенчӗсен кунӗ виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Ҫак акципе килӗшӳллӗн музее ют ҫӗршывран килнӗ 300 ытла студент ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |