Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Паян Чӑваш Республикинче терроризма хирӗҫ кӗрешекен комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ.

Михаил Игнатьев шучӗпе террорла идеологи сарӑлни йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултарать. «Чӑваш Ен пӗр тан лайӑх аталанса пыракан тӑнӑҫлӑ регион, анчах та ҫакӑ пире лӑпланса лармаллине пӗлтермест, ыйтӑва пурпӗрех ҫивӗч тӗрӗслесе тӑмалла», — тенӗ Элтепер. Михаил Васильевич терроризма хирӗҫ кӗрешессипе тухӑҫлӑрах ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.

Ларура пухӑннисем Раҫҫей Федерацийӗнче терроризма хирӗҫ кӗрешессипе 2013–2018-мӗш ҫулсем валли йышӑннӑ плана епле пурнӑҫласа пынине тишкернӗ. «Пирӗн тӗп тӗллев — терроризмран хӳтӗленессине ӳстересси, профилактика ӗҫӗсене ытларах йӗркелесси, ҫамрӑксем хушшинче усал ӗҫе сирсе ярасси, ютран килнисене асӑрхаса тӑрасси», — тенӗ Михаил Игнатьев.

Сӑнсем (7)

 

Экономика Михаил Игнатьев Элтеперпе ЧР Арбитраж сучӗн ертӳҫи Олег Бойко
Михаил Игнатьев Элтеперпе ЧР Арбитраж сучӗн ертӳҫи Олег Бойко

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗн ертӳҫипе Олег Бойкӑпа тӗл пулнӑ.

Олег Бойко Арбитраж сучӗ епле ӗслесе пыни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл Элтепере пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 10 пин ытла тавӑҫ ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан, ҫак хисеп унчченхинчен 700–800 тавӑҫ нумайраххине пӗлтерет.

Арбитраж сучӗн ертӳҫи республикӑра панкрута тухакансен шучӗ куҫкӗретех ӳссе кайнине пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи 9 уйӑхра пункрута тухнисене 240 тӗслӗх шута илнӗ. Кӑҫал ун пеккисен йышӗ 350-а яхӑн ҫитсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах лайӑххине те палӑртмалла. Олег Бойко республика Элтеперне пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ право йӗркине пӑсакан предприяти-организацисен шучӗ чакнӑ.

Сӑнсем (4)

 

Политика

Ҫак кунсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци паракан комиссийӗн ҫӗнӗ тытӑмне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ хыпарлать.

Консультаци комиссийӗн йышне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй ҫирӗплетнӗ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ хӑйӗн хушӑвӗнче маларах асӑннӑ ҫав йыш ҫӗршыври субъектсен 20 ертӳҫине кӗртессине палӑртнӑ.

Сӑмах май каласан, Атӑлҫи федераци округӗнчен икӗ регион ертӳҫи ҫав списока лекнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуррине палӑртма кӑмӑллӑ. Унсӑр пуҫне Атӑлҫи федераци округӗнчен Тутарстан Президентне Рустам Минниханова кӗртнӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци комиссине президиумӑн ӗҫ планне кӗртнӗ ыйтусемпе пулӑшу парас тӗллевпе йӗркеленӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Вӗренӳ

Шупашкар районӗнчи Анат Кӗнер вӑтам шкулӗнче кунта халиччен нихҫан та пулман уяв — ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсен пӗрлехи «Ӑсталӑх арчисен кунӗ» пулса иртрӗ. Вӑл кун вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, кукашшӗ-кукамӑшсем, аслашшӗ-асламӑшсем шкула чӑваш тумӗпе пухӑнчӗҫ. Пурте тӑван чӗлхепе калаҫрӗҫ, пиллерӗҫ, сӑмах каларӗҫ, юрларӗҫ, ташларӗҫ. Уява Шупашкартан пынӑ хӑнасене (Чӑваш наци конгресӗнчен Герольд Никифорова, Вӗрентӳ институтӗнчен Юрий Виноградова, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗнчен Сергей Сорокина, «Сувар» фондран Тимӗр Тяпкина тата ыттисене) шкул директорӗ Татьяна Майоровапа вӗренекенсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, кашни класс пӗр-пӗринпе ӑмӑртса уйрӑммӑн хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗ, тӗрӗ-эрешпе, тум-юм кӑтартӑвӗпе савӑнтарчӗ. Уява хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн Татьяна Михайловна республикипе паллӑ Эдуард Бахмисов культуролога чӗререн тав турӗ.

 

«Арчасен вӑчӑрине» ача пахчинчи пукане пек чиперккесем пуҫларӗҫ, вӗсем выляса кӑтартни ял халӑхне тӳрех ҫӗклентерсе ячӗ. Пӳрнескесен ҫӳпҫи тӗлӗнмелле пуян.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӗҫченне Тутарстанри чӑвашсем Хисеп грамотипе чысланӑ. Ҫак хисепе Елена Федотова тивӗҫнӗ. Тутар Республикинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн чыславӗ Елена Владимировнӑна кӳршӗллӗ ҫав регионти Нурлат районӗнче чӑваш фольклорне упраса хӑварассипе ҫине тӑнишӗн лекнӗ.

Елена Федотова — филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари инстиутӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшать. Нурлат районӗнче пурӑнакан чӑвашсен фольклорне пухассипе тата ӑна упраса хӑварассипе вӑл темиҫе ҫул ӗнтӗ ӗҫлет.

Чӑваш патшалӑх гуманитари инстиутчӗ хӑйӗн ӗҫченне Тутар Республикинче пурӑнакансен чӑвашсен автономийӗн чыславне тивӗҫнӗ ятпа саламланине, малашне те ӑнӑҫу суннине пӗлтерет.

 

Культура

Патӑрьелти «Ҫӑкӑр» историпе этнографи музейӗнче «Искусствӑсен каҫӗ» культурӑпа ӑс-хакӑл акцийӗ пулнӑ. Вырӑнтисем ун пирки йӑлана кӗнӗ мероприяти тесе хыпарлаҫҫӗ.

Кӑҫал ӑна «Ӳнер пӗрлештерет» девизпа ирттернӗ.

Аваллӑх управҫинче литература вулавӗсем, «ҫавра сӗтелсем», ӑсталӑх сехечӗсем йӗркеленӗ. Уява Патӑрьелти 4–8-мӗш классем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнинчен пуҫланӑ. Ачасем Тӑван ҫӗршыв, туслӑх, тӑнӑҫлӑх ҫинчен сӑвӑсем вуланӑ. «Ҫавра сӗтел» хушшинче музейпе куракан хушшинчи туслӑха ҫирӗплетесси пирки калаҫнӑ.

«Сӑвӑ ҫырасси» ӑсталӑх сехетӗнче кашниех сӑвӑ хайласа пӑхнӑ. Патӑрьелти тӗп вулавӑш пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валентина Маллинан тата 1-мӗш шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен Марина Федоровӑн сӑввисене итленӗ.

 

Ҫул-йӗр

Хыркасси патӗнче фурӑсем ҫул ҫинчи тӳлеве ӳстерме хатӗрленнине хирӗҫлесе колоннӑпа кайни пирки тин кӑна пӗлтернӗччӗ. РФ Правительстви 12 тонна ытларах таякан урапасене чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен ытларах тӳлеттересшӗн пулнӑ.

Халӗ дальнобойщиксемшӗн ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Правительство ку тӳлеве икӗ хут чакарма йышӑннӑ. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен дальнобойщиксем 1 ҫухрӑмшӑн 1,5 тенкӗ тӳлеме пуҫлӗҫ.

Анчах ытлах та савӑнмалла мар-ши фура водителӗсен? 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хак каллех ӳсет. Икӗ хут хӑпарасси пирки калаҫаҫҫӗ. Ҫак укҫапа ҫулсене лайӑхлатӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66163
 

Ҫурт-йӗр

Кӳкеҫрисем Кӳкеҫех юлӗҫ. Ҫакӑн ятпа маларах эпир хыпар пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, унта сӑмах асӑннӑ район центрӗнчи Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ ҫуртра (вӑл ишӗлекен ҫурт шутланать) пурӑнакансене Ишлее куҫарасси пирки пыратчӗ. Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев пуҫарнипе Кӳкеҫ поселокӗн Халӑх канашӗ Шупашкар район администрацине ҫак ыйтупа маларах ҫыру та ҫырнӑччӗ.

Кайран ку ыйтупа район прокуратури те кӑсӑкланма тытӑннӑччӗ. Халӗ, ав, республикӑн Ҫурт-йӗр, строительство тата архитектура министерствинчен Кӳкеҫе хурав килнӗ. Унта ҫынсене Ишлее ирӗксӗр куҫармассине, район администрацийӗнче Кӳкеҫрех вырӑн тупса пама пулнине пӗлтернӗ.

 

Статистика

Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне пирӗн республикӑраӗҫ укҫи парӑмӗ ӳссе кайнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл 48,9 миллион тенкӗпе танлашать. Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне те парӑм пулнӑ-ха. Анчах хальхилле капашсӑр пысӑк пухӑнман: ун чух парӑм виҫи 2,7 хут пӗчӗкрех пулнӑ.

Экспертсен шучӗпе кунта пуринчен пуринчен шухӑшлаттараканни - пӗчӗк усламҫӑсем патӗнчи лару-тӑру. Мӗншӗн тесен маларах илсе кӑтартнӑ цифрӑсем пӗчӗк усламҫӑ шутне кӗмен организацисене пырса тивеҫҫӗ. Пӗчӗк усламҫӑсем тата мӗнле-ши?

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 310 ҫын ӗҫ укҫине вӑхӑтра илеймен пулсан, чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне кун пеккисен хисепӗ 2224-а ҫитсе кайнӑ. Юлашкинчен асӑннинчен ҫурри — Шупашкарта ӗҫлекенсем.

Шалӑва вӑхӑтра тӳлейменнине предприяти-организацисем укҫа ҫуккипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Уйрӑмах парӑмлисем — тирпейлекен хуҫалӑхсем. Строительсемпе те вӑхӑтра татӑлмаҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх

Ку хаклав иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех пулнӑ-ха. Ҫапах та пӗлтернине тивӗҫӗх пек туйӑнать.

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче сӑвар-пӑлхар культурипе ҫыхӑннӑ кӗнекесене хӑтланӑ. Вӗсенчен пӗри — Владимир Алмантайӑн «Сувар-пулкар культури: ятсем авалхи тата вӗсен пӗлтерӗшӗ» ятлӑ, тепри — Юрийпе Сергей Ювенальевсен «Сувар-пулкар культури: ҫaпӑҫy хатӗрӗсем пуҫланса кайни».

Кӗнеке-альбомсене хаклама халӑх йышлӑ пухӑнни пикри Римма Прокопьева журналист пӗлтерет. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев кӗнекесем ҫӗнӗ шухӑш пуррипе паха пулнине палӑртнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ В.П. Иванов профессор «Сувар-пулкар культури» ярӑмпа тухнӑ кӗнеке-альбомсене пысӑка хурса хакласа авторӗсене К.В.Иванов ячӗллӗ фондӑн Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2859, 2860, 2861, 2862, 2863, 2864, 2865, 2866, 2867, 2868, [2869], 2870, 2871, 2872, 2873, 2874, 2875, 2876, 2877, 2878, 2879, ... 3875
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...