Паян Патшалӑх Думин ларӑвӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Владимир Жириновские (ЛДПР парти ертӳҫи) сӑмах парсан вӑл Мускав облаҫӗнчи «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсене хурласа пӗтернӗ. Микрофон умӗнчен каяс умӗн вара ҫитес ҫулхи суйлавра ҫӗнтерес пулсан «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсене ҫакма тата персе пӑрахма хатӗр пулни ҫинсен каланӑ.
«Вӑрӑ-хурахла ӗҫсем сирӗн унта, Мускав облаҫӗнче! Вӑл чи криминаллӑ, чи преступлӑ область. Малтанхи Громов кӗпернаттӑр мӗнле апла пулнӑ, паян та ҫаплах... Куратӑр-и, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» мӗн хӑтланать? Акӑ вӗсем — сутӑннӑ депутатсем, ҫӗр хут сутӑннӑскерсем. Вӑрӑ-хурахсене тата мафине хӳтӗленӗшӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейе» кӑларса ҫапмалла, депутат мандачӗсене туртса илмелле! Ҫитес ҫулта ак Кремле кӗрсе ларӑп, вара пурсӑра та сире персе пӑрахӑп, ҫакӑп» — тенӗ ЛДПР ертӳҫи.
Ытти фракцисен депутачӗсем Владимир Жириновские хӑйӗн сӑмахӗсемшӗн каҫару ыйтма каланӑ.