Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлассипе ӗҫлекен патшалӑх корпорацийӗн фончӗн правленийӗн председателӗпе — генеральнӑй директорӗпе Константин Цицинпа тӗлпулнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, граждансене пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенчен хӑтлӑ хваттере куҫарассипе йышӑннӑ программӑри ыйтусене сӳтсе явас ӗҫе ҫавӑн пекех ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатас ыйтупа патшалӑх корпорацийӗ регионпа тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫле. 2008-мӗш ҫултанпа фонд республикӑра пурӑнакансен ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсене татса пама пӗтӗмпе 10 млрд тенкӗ куҫарса панӑ. «Регионти хӑш-пӗр муниципалитетра программӑна туллин пурнӑҫласа та ӗлкӗрнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗмӗрлере тата Шупашкарта ыйтӑва туллин татса паманни сисӗнет. Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне программӑна вӗҫне- хӗрне ҫитерме тӗллев лартнӑ. Ку енӗпе никамӑн та иккӗленӳ пулмалла мар», — тенӗ Михаил Игнатьев.