Спорт
![]() Сосновкӑри ухӑҫӑ Европӑри чемпионатра тата ӑмӑртура пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Юниорсем хушшинчи ӑмӑрту Францири Виттель хулинче иртнӗ. Унта пирӗн республикӑран 17 ҫулти Роман Ефремов хутшӑннӑ. ЧР Физкультура тата спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк ухӑҫӑсен чемпионачӗ пирӗн ҫӗршыв командине ӑнӑҫу кӳнӗ. Раҫҫей спортсменӗсем Францирен 11 медальпе таврӑннӑ. Сосновкӑри ачасемпе ҫамрӑксен 10-мӗш спорт шкулне ҫӳрекен Роман Ефремов Мускав каччипе Дмитрий Степановпа тата Калининград яшӗпе Евгений Соколпа команда ӑмӑртӑвне хутшӑнса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Бронза медале тивӗҫнӗ спортсмен ӑсталӑха тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Ухӑран перекенсен республикӑри федерацийӗн президенчӗ Максим Яриков патӗнче туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |