Спорт
![]() Чире парӑнмасӑр ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлакансем Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗрев-куҫав аппарачӗ аманнисен ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейри ӑмӑрту пуҫланнӑ. Ун пек ӑмӑрту Олимп резервӗн республикӑри 3-мӗш спорт шкулӗн манежӗнче кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут иртет. Виҫӗ кунлӑх ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 39 регионӗнчи 350-а яхӑн спортсмен пуҫтарӑннӑ. Республикӑри тӳре-шара вӗсене ӑнӑҫу суннӑ. Чире парӑнмасӑр ҫитӗнӳ патне талпӑнакансене хамӑр ҫӗршыври пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ Олегг Костюченко та хавхалантарнӑ. «Пӗтӗм тӗнчери паралимпиада комитечӗ пирӗн ҫӗршывӑн паралимпиада комитетне кӗртмест пулин те эпир шанӑҫа ҫухатмастпӑр, малаллах ӑнтӑлатпӑр», — тенӗ вӑл. Ҫӗнӗ Шупашкарта иртекен ӑмӑртура мала тухнисем пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене хутшӑнӗҫ. Спортсменсем 60, 400, 800, 1500, 3000 метра тупӑшӗҫ, техника дисциплинисенче хайсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |