Спорт
![]() Татьяна Акимова биатлонистка Ҫак уйӑхӑн 22—28-мӗшӗнче Сочире Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи виҫҫӗмӗш ҫар вӑййи иртет. Паян биатлонистсем: арҫынсем те, хӗрарӑмсем те — спринтра старта тӑчӗҫ. Арҫынсенчен пӗрремӗш вырӑна Раҫҫей спортсменӗ Максим Цветков тухрӗ. Раҫҫей биатлонисткисенчен пиллӗккӗн ӑмӑртрӗҫ. Ҫав шутра Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Татьяна Акимова та пулчӗ. Спринтра вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Бронза медале те, сӑмах май, Раҫҫей спортсменки — Ульяна Кайшева — йышӑнчӗ. Татьяна Акимова икӗ хутчен те мишене тӗл лектерчӗ. Анчах хӑвӑртлӑхпа вӑл Словени спортсменкине Тея Грегорина ҫитеймерӗ. Тӑрса пенӗ чухне Тея Грегорин васкамасӑр тӗллерӗ пулин те чупассипе чи вӑйли пулчӗ, ҫавна май вӑл финиша хӑвӑрт ҫитсе ылтӑн медале тивӗҫрӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |