Хӗсмет
![]() Чӑваш Енрен Президент полкне кашни ҫулах каяҫҫӗ. Кӑҫал унта чи лайӑх 10 призывник ҫар тивӗҫне пурнӑҫлӗ. Вӗсем Мускаври Кремле сыхлӗҫ, патшалӑх шайӗнче ирттерекен мероприятисене хутшӑнӗ, Сӳнмен ҫулӑм патӗнче хисеплӗ караула тӑрӗҫ. Чӑваш Енри 10 призывника Президент полкне чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канашри призыв пунктӗнчен ӑсатӗҫ. Унта вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫула кӑларӗҫ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие призвниксем, вӗсен ҫемйисем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин, Афганистанпа Чечня вӑрҫисен ветеранӗсем, кадетсем, Президент полкӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ 15 ҫын хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш наци музейӗнче «Финн-угорсен пурлӑхӗ» курав уҫӑлнӑ. Шупашкарти Ленин район администрацийӗн пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Чӑваш Енре II-XX ӗмӗрсенче тупнӑ хӑйне евӗр артефактсене курма пулать. Куравра Мӑкшӑ тата Мари республикисенчи ӗлӗкхи масарсенче тупнӑ япаласем, Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче пурӑннӑ финн-угорсен XIX–XX ӗмӗрсенчи костюмӗсем вырӑн тупнӑ. Унтах ҫар ҫыннин хӗҫ-пӑшалӗ, капӑр таврашӗ, ӗҫ хатӗрӗсем пур. Унччен ку экспонатсене ниҫта та кӑтартман. Ҫавӑнпа пурне те курав ҫитме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӗ ҫамрӑксем кальян туртма юратаҫҫӗ. Анчах вӗсем унӑн сиенӗ пирки лайӑх пӗлмеҫҫӗ. Яш-хӗре, халӑха унӑн сиенӗ пирки пӗлтермелле. Шӑпах ҫак тӗллевпе пирӗн республикӑра халӑхӑн сывлӑхне кальян сиенӗнчен упрас енӗпе уйӑхлӑх иртет. Уйӑхлӑх чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Вӑл раштавӑн 10-мӗшӗччен пырӗ. Акци вӑхӑтӗнче информаци материалӗсем салатӗҫ, спорт енӗпе массӑллӑ мероприятисем ирттерӗҫ, «хӗрӳ линисем» йӗркелӗҫ, ҫамрӑксем канакан вырӑнсене тӗрӗслӗҫ. Палӑртар: кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирус туртасси, сутасси енӗпе саккуна пӑснине 759 тӗслӗхре палӑртнӑ. 114 ҫынна административлӑ явап тыттарнӑ, пӗтӗмпе 950 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Фурӑсене ҫулпа ҫӳренӗшӗн тӳлемелли хака ӳстерни пирки калаҫма пуҫласан дальнобойщиксем кӑмӑлсӑрланма тытӑннӑ. Нумаях пулмасть вӗсем ҫакна хирӗҫ акци те ирттернӗ. Паян, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Хыркасси тӗлӗнче 100 яхӑн фура пухӑннӑ. Пурте 12 тоннӑран ытларах таяканнисем. Дальнобойщиксем ҫапла майпа тӳлеве хирӗҫ пулнине палӑртнӑ. Фурӑсем колоннӑпа федераци ҫулӗпе кайнӑ. Алексей Осипов, йывӑр тиевлӗ урапа водителӗ, тӳлеве ӳстерсен апат-ҫимӗҫпе топливо хакӗ те хӑпарассине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, юлашки 10 ҫулта дальнобойщиксен шалӑвӗ ӳсмен, конкуренци пысӑк. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, фурӑсене ҫула сиен кӳнӗшӗн чӳкӗн 15-мӗшӗнчен тӳлеттерме пуҫлӗҫ. 1 ҫухрӑмшӑн 3,73 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Патӑрьел районӗнчи икӗ фермер пахча ҫимӗҫ упрамалли вырӑн хута янӑ. Уйра пуҫтарнӑ ҫӗрумине, хӗрлӗ кӑшмана, кишӗре унта хунӑ вӗсем. Унти условисем пахча ҫимӗҫе ҫуркуннечченех лайӑх упрама май параҫҫӗ. Пӗри — Ҫӗнӗ Ахпӳртре. Унта 450 тонна упрама май пур. Унта кондиционер, вентилятор, термометр вырнаҫтарнӑ. Людмила Краснова кун ҫине 3 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Анчах ку тупӑш кӳрессе шанать вӑл. Ятарлӑ программӑпа усӑ курнӑран вӑл тӑкакланӑ укҫан 20 процентне каялла тавӑрӗ. Тепри — Патӑрьелте. Петр Ялуков фермер кӑҫал ҫӗрулми лайӑх туса илнӗ. Унччен вӑл пахча ҫимӗҫе тӳрех сутнӑ. Халӗ хранилище тусан вӑл 2000 тонна ҫӗрулмине унта упрӗ. Фермерсем ҫӗрулмине хӗлле тата ҫуркунне сутӗҫ. Ун чухне хак хӑпарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ял пурнӑҫӗ
Ку статьяна Египетра Раҫҫей самолечӗ ӳкнӗ хыҫҫӑн ҫырма шухӑш ҫуралчӗ. Чӑннипе, ку ыйту тавра нумаях пулмасть ҫеҫ шутлама тытӑннӑччӗ. Акӑ халь самолетри пассажирсен тӑванӗсене компенсаци тӳлемелли пирки пӗлтерчӗҫ. Раҫҫей ертӳлӗхӗ яланах ҫапла тӑвать-ха: инкеке лекнисене, хур курнисене яланах укҫан пулӑшма тӑрӑшать. Ҫук, темӗн ан шухӑшлӑр. Ҫакна хирӗҫ пӗр сӑмах та каламастӑп. Хирӗҫ мар эпӗ. Пӗр япала ҫеҫ шухӑша ярать. Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче пулса куртӑмӑр. Унта 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче шкул ҫунса кайни пирки, унта 110 ҫын вилни ҫинчен халӗ пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑл вӑхӑтра вара ку пушар пирки калаҫма чарнӑ, вӑрттӑн япала пулнӑ вӑл. Хуракассинче пурӑнакан Аркадий Гаврилов, «Тӗрӗслӑхшӗн Раҫҫей» партин вырӑнти депутачӗ, тӗлӗнмелле нумай япала пирки каласа кӑтартрӗ. Куҫ умне хӑрушӑ ӳкерчӗк тухса тӑчӗ. Аркадий Гаврилов шкул ҫуннӑ чухне 6-мӗш класра вӗреннӗ. Ун чухне пӗр вӑхӑт чирлесе выртнӑскер шкула кайнӑ, хӑйне япӑхрах туйнӑран киле кайма тухнӑ. Анчах пӗр вӗрентекен ӑна тытса чарнӑ та концерта пыма хушнӑ. |
Культура
![]() «Туризм индустрийӗнчи профессийӗпе чи лайӑххи» ятпа пӗтӗм Раҫҫейри конкурс иртнӗ. Ӑна малтан регионсен шайӗнче пӗтӗмлетнӗ, кайран ҫӗнтерӳҫӗсем ҫӗршывра тупӑшнӑ. Регионти тапхӑра республикӑн Культура министерстви ҫӗртмен 18-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ирттернӗ. Номинацийӗсем тӗрлӗрен пулнӑ: «Хӑна ҫурчӗсене чи лайӑх йышӑнакан тата вырнаҫтаракан ӗҫчен», «Шалти тата тулашри туризмри чи лайӑх менеджер», «Чи лайӑх экскурсовод (гид), гид-тӑлмачӑ». Регионсенче ҫӗнтернисем федераци шайӗнчи тупӑшура хӑйсене кӑтартнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ӗнер чысланӑ. Йышра Чӑваш Енрен те лекнӗ ҫын пулнӑ. «Чи лайӑх экскурсовод (гид), гид-тӑлмачӑ» номинацире Светлана Николаева ҫӗнтернӗ. Вӑл «Экскурси тӗнчи» компанире гид-экскурсоводра ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӗрмере ӗҫлекенсем те вӑрлаҫҫӗ. Ҫапла тӑвассишӗн вӗсем аякка каймаҫҫӗ — хӑйсем ӗҫлекен вырӑнтанах ҫаклатса тухма хӑтланаҫҫӗ. 1-мӗш номерлӗ юсанмалли колонире ӗҫлекен 29 ҫулти арҫын кабель вӑрлас тенӗ. 21 метр тӑршшӗскере вӑл колонири мунчари шӑратмалли аппаратран татса илнӗ. Хӑй мар. Унта ӗҫлекен икӗ ҫынна ыйтнӑ. Уншӑн сигарет тата чей пама шантарнӑ. Лешсем айӑплава тӗрмере ирттерекенскерсем пулнӑ. Татса панӑ кабеле арҫын йӑлари каяшпа илсе тухма тӑнӑ. Анчах алӑк патӗнче ӑна колонин оперативлӑ пайӗн ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Хайхисене тӗрмере лараканнисем, кабель татса панисем, систернӗ. Тӗрмере ӗҫленӗ ҫынна халӗ вӑрлама хӑтланнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗпе айӑплӗҫ. Тӗпчев материалӗсене суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Республикӑри культура ӗҫченӗсемпе вӗрентӳре тӑрӑшакансем ҫӗн кун поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 116 ҫул ҫитнине епле уявлассине палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 6-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне чечек кӑшӑлӗ хума шухӑшлаҫҫӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗ министерстви, Шупашкар хула администрацийӗ тата Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе иртет. Чечек хума аслӑ шкулсенче вӗренекенсем, тӗп хуламӑрти шкулсенче ӑс пухакансем, поэтсем, писательсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ пухӑнмалла. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ ялта — Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗлте тата вӑл районти Шӑхасанта та (унта Ҫеҫпӗл Мишши вӗреннӗ) уяв мероприятийӗсем ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ку усал ӗҫ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти Эгер бульварӗнчи скверта пулса иртнӗ. Каҫхи тӑхӑр сехет ҫурӑсенче унта сак ҫинче ҫывӑракан ҫынна вӗлернӗ. Усал ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тунӑ. Ҫывӑракан ҫынна вӑл пуртӑпа темиҫе хутчен ҫапнӑ. Хӑйӗн тыткаларӑшне хайхи этем хӑйне евӗр ӑнлантарнӑ. Хӑйӗнчен шар тӳснӗ ҫынна вӑл темиҫе кун маларах пӗр кафере курнӑ иккен. Лешӗ унран ӗҫмелли тата ҫимелли илсе пама ыйтнӑ, хӑй ниҫта пурӑнма ҫуккине пӗлтернӗ. Йывӑрлӑхри 46 ҫулти арҫынна 33 ҫулти этем шелленӗ, ҫавӑнпа ӑна хайхине шыраса тупса вӗлерес тенӗ. Ҫынна вӗлерекене психиатри тӗпчевӗ витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн вӑл чирлине палӑртнӑ. Чирлӗ ҫынна суд тухтӑр патӗнче ирӗксӗр юсанмалла йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |