Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Паян ирхине Шупашкарта вырнаҫнӑ «Елена» ярмӑрккӑра пушар тухни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Шупашкарти пушар сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ, мӗне кура «хӗрлӗ автан» алхасма тытӑннине палӑртӗҫ-ха. Ҫулӑм никама та тиркемест ҫав. Вӑрнар районӗнче вара Рункӑ ялӗнче уйрӑм ҫын ухҫалӑхӗнче пушар тухнӑ. Инкек чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 54-ри ҫулти хӗрарӑм 200 пин тенкӗлӗх шар курнӑ. Инкек кӑтартаканни юсавсӑр электропӑралук е мӑрье мар. Ҫав ялта пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Хайхискер теприне юратман пулать. Курайманнипе кинеми хӑйӗнчен кӑшт кӗҫӗнреххи патне кайнӑ та унӑн пуянлӑхне кӗллентерме шут тытнӑ. Шар куракан хӗрарӑмӑн пӳрчӗ те, хуралтисем те йӑлт ҫунса кайса ҫӗрпе танлашнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентнӗ учителе суд тенкелӗ ҫине лартасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ .

Аса илтеретпӗр, 51 ҫулти хӗрарӑм-вӗрентекен пӗрремӗш класс ачине урокра кӳрентернӗ-мӗн. Ӑна вӑл указкӑпа ҫапнӑ. Уҫӑпа та, алӑпа та пуҫран ҫапнӑ пулать. Ҫакна класрисем телефон ҫине ӳкерсе илнӗ те видео тӗнче тетелне лекнӗ. Ку факт пирки йӗрке хуралҫисем кӑсӑкланма пуҫласанах вӗрентекене ҫийӗнчех шкултан кӑларса янӑ.

Халӗ суд пулнӑ. Хӗрарӑм-вӗрентекене 3 ҫул та 7 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпласа сӑнамалли вӑхӑта 2,5 ҫуллӑха панӑ.

Маларах Комсомольски тӑрӑхӗнчи вӑтӑра та ҫитмен вӗрентекене ачасем ҫине ал ҫӗкленӗшӗн айӑпланӑччӗ. Ӑна ҫамрӑк, опыт ҫук текелерӗҫ.

 

Республикӑра Сергей Димитриев министр
Сергей Димитриев министр

Республикӑра пурӑнакан ӗҫсӗр ҫынсене «Работа в России» (чӑв. Раҫҫейри ӗҫ) ваканси бази пулӑшать. Ку шухӑша Чӑваш Республикин правительствин эрнесерен иртекен планеркинче республикӑн ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев палӑртса хӑварнӑ.

Ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерме республикӑра патшалӑх программи йышӑннӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме пурӗ 494,4 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, вӗсенчен 271 миллионне — федераци хыснинчен. Кӑҫалхи вунӑ уйӑхра 349 миллион тенкӗпе усӑ курнӑ.

Программӑна кӑҫал 81 пин ҫын хутшӑнмалла. Паянхи кун тӗлне илес пулсан, 94,9 проценчӗ ку майпа усӑ курнӑ.

Программӑн тӗп тӗллевӗ — ӗҫсӗррисене вырӑн тупса парасси. Паянхи куна 39 пин ҫынна ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Кӑтарту пӗлтӗрхипе танлаштарсан пысӑкрах пулнине Сергей Димитриев «Работа в России» ваканси базине йӗркелесе янинче те курать-мӗн.

 

Республикӑра

Инҫе ҫула йывӑр тиевлӗ урапасемпе ҫӳрекенсем паян Шупашкарта митинга пухӑннӑ.

Водительсем тӗп хуламӑрти Чапаев палӑкӗ патне федераци ҫулӗпе ҫӳренишӗн укҫа тӳлеттерессине хирӗҫҫине палӑртма пуҫтарӑннӑ. Федераци правительствин йышӑнӑвӗпе килӗшменнине кӑтартас шухӑшлӑ ҫынсем 100 ҫынна яхӑн пухӑннӑ.

Инҫе ҫула йывӑр тиевлӗ урапапа ҫӳрекенсене малашне укҫа тӳлеттерме тытӑнасшӑн. Миҫе ҫухрӑм кайнине «Платон» ятлӑ тытӑм шутласа пырӗ. Водительсем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсенчен укҫа илме тытӑнсан апат-ҫимӗҫ, стройматериал, ытти тавар 12 процент хакланса кайӗ.

Инҫе ҫула йывӑр тиевлӗ урапасемпе ҫӳрекенсен митингне йӗркелесе ирттерме Раҫҫей Федерацийӗнчи Коммунистсен партийӗ регионти уйрӑмӗ пулӑшнӑ. Асӑннӑ партин ЧР Патшалӑх Канашӗнчи фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев та ҫавсене ҫул укҫи тӳлеттернине хирӗҫ-мӗн.

 

Хулара

Ҫитес уйӑхран, раштавӑн 1-мӗшӗнчен, Шупашкарта ҫӗнӗ маршрут уҫӑлӗ. Вӑл Геннадий Айхин проспектне («Садовый» микрорайон) Старт урамӗпе («Ҫӗнӗ хула» микрорайон) ҫыхӑнтарӗ.

65-мӗш маршрутлӑ автобус Айхи проспекчӗпе, Дементьев, Богдан Хмельницкий, Юлиус Фучик, Калинин урамӗсемпе, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗпе кайса Старт урамне ҫитӗ. Каялла та ҫав маршрутпах ҫаврӑнса ҫитӗ.

Кунсӑр пуҫне маршрут ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 5 сехетчен Чапаев, Николаев урамӗсемпе ҫӳрӗ. Ку маршрута Шупашкарти пӗр усламҫа шаннӑ.

 

Республикӑра

Паян республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин туризма аталантарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвне ирттернӗ.

ЧР культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов Чӑваш Енри туризм рынокӗ лайӑх кӑтартусемпе палӑрнине асӑннӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ҫитӗнӳ 25 процент пулнине каланӑ. Туризма аталантарассипе ӗҫлекен организацисем 110 пин ҫынна пулӑшу кӳнӗ. Тӑвайӗнче, Йӗпреҫре, Елчӗкре туризм кирлӗ пек шайра йӗркеленсе аталанса пырать.

Ӗҫлесе ҫитерейменни те пур. Чӑваш Енре 40 ытла турфирма, анчах та вӗсем Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ базинче ҫук-мӗн. Иван Моторин Чӑваш Ен Культура тата Экономика министерствисене маршрутне йӗркене кӗртме хушнӑ.

Ларӑва пухӑннисем ҫавӑн пекех ҫитес, 2016-мӗш ҫул, валли тӗрлӗ курав планне те ҫирӗплетнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян «Елена» пасарта ҫулӑм алхаснӑран ҫур хула «пӑкӑпа» тулнӑ, чылай ҫын кирлӗ ҫӗре питӗ кая юлса ҫитнӗ.

Пушар ирхи 7 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Малтанах тавар контейнерӗсем ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм самаях алхаснӑ. Пасарта пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ҫыннӑнах ултӑ контейнер ҫунса кайнӑ. Унта пралук, лак, сӑрӑ сутнӑ вӑл. Тӗнче тетелӗнче хӑш-пӗр ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, контейнерсен ҫав хуҫине васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ имӗш вӑл.

Пасар ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫулӑм кайран обой сутӑнакан палаткӑна куҫнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралука пула тухнӑ.

Пасарта ӗҫлекенсен пӗри тӗнче тетелӗнчи хыпар айне комментари хӑварнӑ: «Ҫак пасарта ӗҫлетӗп. Хуҫи ирех килчӗ. Контейнера уҫрӗ, ҫутӑ ҫутрӗ те кофе е чей илме кайрӗ. Унтан килсен иккӗмӗш контейнерне уҫрӗ, унтан ҫулӑм тӑрук тухрӗ. Ахӑртнех, пралука пула пушар тухнӑ».

«Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх вара, ҫав хуҫа пульницӑра мар, ӑна пасар администрацийӗнче курнӑ.

Пушара 10 сехет тӗлне ҫеҫ сӳнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80241
 

Республикӑра

Нумаях пулмасть республикӑра виҫӗ ҫын ром ӗҫнӗ хыҫҫӑн вилни пирки чылай калаҫрӗҫ. Халӑхра сас-хура тухнӑ тӑрӑх, хӗрпе каччӑ реанимацире вилнӗ. Ишлейре хӑнара пулнӑ хӗрарӑм вара Кӳкеҫ пульницинче куҫне хупнӑ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӑватӑ ҫынна айӑплӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсене аслӑ суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тытса чарнӑ.

Ҫакна тума пултарнӑ тӑватӑ ҫынна кӗске вӑхӑтрах тытса чарнӑ. Вӗсен йышӗнче — коммерци организацийӗн тӗп директорӗ, унӑн амӑшӗ, еркӗнӗ тата вӗсен пӗлӗшӗ.

Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене Пуҫиле кодексӑн 238-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн 10 ҫул таранах йӗплӗ пралук леш енне ӑсатма пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра

«Ирӗклӗх» общество организацийӗ влаҫа Чӑваш Енре Улӑп скульптурине лартма сӗнсе ҫыру янӑ пулнӑ. Ӑна Етӗрне районӗнчи М-7 ҫул хӗррине лартма сӗннӗ.

Нумаях пулмасть ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫырӑва хуравланӑ. Чӳкӗн 23-мӗшӗнче янӑ ҫырура ЧР Правительствин председателӗн ҫумӗ Алла Салаева алӑ пуснӑ.

«ЧР Правительстви мифологи сӑнарӗсен палӑкӗсене лартма хирӗҫ мар. вӗсем халӑх историне кӑтартаҫҫӗ пулсан кирлӗ. Анчах, пирӗн шухӑшпа, сӑнарсен пӗлтерӗшӗ Чӑваш Ен шайӗнче кӑна мар, Раҫҫей шайӗнче те пултӑр», — тенӗ унта. Вырӑсла вариантне те илсе кӑтартар. «Правительство ЧР не против установки на территории ЧР новых памятников значимым мифологическим персонажам прошлого. Памятники нужны, если они отражают важную страницу истории народа. Однако в выборе персонажей для памятника нужно, на наш взгляд, руководствоваться значимостью героя в масштабах не только Чувашии, но и страны (как бы она ни называлась в разные времена), а также необходимостью увековечения имен людей, которые жили на нашей земле, прославляли наш чувашский край. Безусловно, это воины, защищавшие нашу страну в разные времена от захватчиков; это наши деды и прадеды, возрождавшие нашу страну из руин Великой Отечественной войны».

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Паян ирхине Шупашкарта вырнаҫнӑ «Елена» ярмӑрккӑра пушар тухнӑ. Ҫулӑм контейнерсемлӗ пайра алхаснӑ. Халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх хура тӗтӗм хулан чылай пайӗнче курӑннӑ.

Пушар сӳнтерекенсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ, пушара алхасма паман. Ҫавах та темиҫе контейнерти пурлӑх ҫулӑма пула сиенленнӗ. Пушара сӳнтернӗ май Фёдор Гладков урамне хупӑрласа хунӑ пулнӑ, вӑл микрорайонтан ӗҫ вырӑнне ҫитме палӑртакансене урӑх маршрутсем суйлама сӗннӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2862, 2863, 2864, 2865, 2866, 2867, 2868, 2869, 2870, 2871, [2872], 2873, 2874, 2875, 2876, 2877, 2878, 2879, 2880, 2881, 2882, ... 3890
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 11

1931
94
Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ.
1943
82
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1966
59
Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...