Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.0 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Вӑрнар районӗнчи ЯХПКсем автопарка ҫӗнетеҫҫӗ

Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Софья Савнеш 11.03.2017 20:22 | 649 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Вӑрнар районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем тата хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем машинӑпа трактор паркне ҫӗнетес енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Пӗлтӗр район автопаркӗ 28 техникӑпа пуянланнӑ. Пӗтӗмпе 60 миллион тенкӗлӗх туяннӑ.

Кӑҫал вӑрнарсем ял хуҫалӑх техникине 10 миллион та 195 пин тенкӗлӗх илнӗ. К.Маркс ячӗллӗ ЯХПК АКМ-9 кормораздатчик туяннӑ. «Янгорчино» ЯХПК культиватор тата кормодробилка илнӗ. «Победа» ЯХПК тата «Броневик» ЯХПК та парка ҫӗнӗ техникӑпа пуянлатнӑ.

Нумаях пулмасть «Мураты» ЯХПК ҫӗнӗ трактор туяннӑ. Джон-Дир 6150 М трактора вӗсем хӑйсен укҫипе илнӗ. Уншӑн ЯХПК 6 миллион та 322 пин тенкӗ кӑларса хунӑ. Ҫӗнӗ трактор акана кӗҫех тухӗ.

«Мураты» ЯХПК аталансах пырать. Унӑн ертӳҫи Геннадий Спиридонов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ техника ӗҫе хӑвӑртрах пурнӑҫлама пулӑшать.

#Вӑрнар районӗ, #укҫа-тенкӗ, #фермерсем, #ял хуҫалӑхӗ, #техника

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вӑрмар районӗнчи фермерсене пулӑшасшӑн
2016, 03, 19
Шупашкар районӗнче хресчен тухӑҫлӑрах ӗҫлет
2016, 05, 09
Ҫӗрулмине алӑпа та пуҫтараҫҫӗ
2016, 10, 02
Ял ҫынни кредит илме шикленмест
2016, 10, 27
Чӑваш бройлерӗ тутарсене кирлӗ мар
2017, 03, 04

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org