Кӳршӗре
Кӳршӗри Тутарстанра ҫурлан 12-мӗшӗнче виҫӗ хура тӗп туни пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Россельхознадзор вара вӑл инспектора выговор тунӑ — кӳрсе килме юраман хурсене вӑл тӗрӗс мар юрӑхсӑрлатнӑ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх хурсене тракторпа таптамалла пулман, вӗсене ҫунтарса ямалла пулнӑ. Аш таврашне тӗрлӗ чир-чӗр ан сарӑлтӑр тесене ҫулӑмпа пӗтерме хушаҫҫӗ. «Калӑпӑшӗ пысӑках мар, пурӗ те виҫӗ хур. Пӗтӗм йывӑрӑшӗ 10 килограмм. Унти каяш купи валли вара ку тинӗсри тумлам евӗрех. Енчен те калӑпӑшӗ пысӑк пулсан чир-чӗр ерес хӑрушлӑх пур», — тенӗ Россельхознадзорӑн Тутарстанри управлени ертӳҫин ҫумми Евгений Иванов. Сӑмах май Тутарстанра нумай пулмасть кӳрсе килме юраман 2 килограмм помидор тупнӑ. Вӗсене вара — ҫунтарса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Кӑҫалхи ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне илсен, хуласемпе районсен пӗтӗмӗшле хыснине пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен тупӑш сахалтарах кӗнине Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерет. Пӗтӗмпе 10,8 миллиард тенкӗ кӗнӗ, ку вӑл 600 миллион тенкӗ сахалрах е 5,3 процент. Тупӑш шайне ӳстернисем те пур. Ҫӗнӗ Шупашкарта унӑн хисепӗ 38 процент нумайланнӑ, Шупашкар районӗнче — 8,5 процент, Канаш хулипе Йӗпреҫ районӗнче — 5,1 процент, Пӑрачкав районӗнче — 5 процент, Улатӑр районӗнче — 1,7 процент, Комсомольски районӗнче — 1,4 процент. Хӑйсен тупӑшӗ 18 муниципалитетра чакнӑ. Чи нумай чакни — Ҫӗмӗрле районӗнче (пӗлтӗрхипе танлаштарсан унта тупӑш 80,6 процент кӑна кӗнӗ), Тӑвай районӗ (83,7 процент), Шупашкарта (82,5 процент). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Вӗршӗнсене» уҫма «Вӗршӗнсем» те хутшӑннӑ Вырӑссем кун пек самантсене «нӗрсӗрлӗх саккунӗ» теҫҫӗ. Ятарласа шухӑшласа кӑлараймӑн тени те кунта вырӑнлӑ пулӗ. Ӗнер Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗнсем») ача пахчи уҫасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ӑна уҫма «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗ (ача пахчине ҫавсен ячӗпе панӑ-мӗн) хутшӑнасси ҫинчен те унта каланӑччӗ. Ача пахчи чаплӑ тесе ҫырать унта пулса курнӑ Андрей Иванов журналист. Анчах элита районта ача пахчи уҫнӑ вӑхӑтра кӗтменлӗх ҫумӑр ҫума пуҫлани уяв программине пӑсса хунӑ. Урамра ташлама хатӗрленӗ ачасене шала илсе кӗртнӗ. Программӑна ертсе пыракан вӑхӑта хавас ирттерме пулӑшас тесе тӑрӑшнӑ-мӗн. 10 сехет ҫитес умӗн вӑл: «Ачасем! Пирӗн пата уява хӑнасем — пирӗн ҫӗршыври мульфильмсенчи ҫемҫе теттесем — Кот Матроскин, Шарик, Мишка, пурте юратакан Фиксиксем, тата, паллах, Машӑпа Упа!» — тесе каланӑ вӑхӑтра ача пахчине Чӑваш Ен Элтеперӗн твиӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Николай Малов, вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата ыттисем пырса кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 25 ҫулти арҫын арӑмне япӑх вӗреннӗшӗн хӗненӗ. Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче сиксе тухнӑ. Республикӑри аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрарӑм упӑшкине сесси тытайманни пирки пӗлтернӗ. Ҫакӑншӑн арҫын хытах тарӑхнӑ курӑнать — каҫхине арӑмне чышкӑпа хӗнесе пӗтернӗ, унтан 2 сехетлӗхе коридора кӑларса тӑратнӑ. Пӗрре кӑна хӗнемен-ха вӑл ӑна. Виҫҫӗмӗш хут «тытса юсанӑ» хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Студентка-хӗрарӑм кӑвак питпе ҫӳренине унпа пӗрле вӗренекенсем те асӑрханӑ. Хӗрарӑм пичӗ, хӑлхи патӗнчи юнӑхса ларнӑ вырӑнсене ҫӳҫпе пытарма тӑрӑшнӑ. Тусне шелленипе ӑна вӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтерме сӗннӗ. Арҫын тӗлӗшпе кӗҫех ӗҫ суда ҫитнӗ. Анчах нумаях пулмасть пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ача пӗрле ӳстермелле тесе хӗрарӑм упӑшкине каҫарнӑ тесе пӗлтерчӗ Шупашкар районӗн прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Ҫак вӑхӑтра тӳре-шара Раҫҫей йышӑннӑ апат-ҫимӗҫ эмбаргине лекекен тавара пӗтерессипе ӗҫлет. Ак, кӳршӗлле Тутарстанра та Владимир Путин иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче алӑ пуснӑ хушӑва пурнӑҫа кӗртес тесе ҫурлан 12-мӗшӗнче Апасри «Алсу» пӗчӗк лавккара Венгрире туса кӑларнӑ виҫӗ хур тушкине тупса палӑртнӑ. Белгород облаҫӗнче кӳрсе килме чарнӑ апат-ҫимӗҫе тонни-тоннипех палӑртаҫҫӗ пулсан чикӗрен инҫерех вырнаҫнӑ Тутарстанра патшалӑх ертӳҫин хушӑвне пурнӑҫлама ҫак виҫӗ пакетри хур ашӗ те ҫитнӗ. Тутарстан тӳри-шари инҫетри хур ашне гусиницӑллӑ тракторпа таптанӑ. Апата юрӑхлӑ ан пултӑр тесе хурҫӑ ут вӗсем урлӑ пӗрре мар каҫса кайнӑ. Ҫапла асап кӑтартнӑ хыҫҫӑн трактор Венгри хурӗсене ҫӗрпе хупланӑ. Ку ӗҫе тӳре-шара пунеттейсене явӑҫтарса акт ҫырса ирттернӗ, видео ҫине ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Мускавран Хусана уҫма палӑртакан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс Чӑваш Енре Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗ патӗнче чарӑнма пултарать. Ыйту ҫурлан 18-мӗшӗнче татӑлмалла. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистрале тӑвассине Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ техника канашӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Унта пуҫтарӑннӑ сӑнавҫӑсен шучӗпе унта чарӑнмалла тусан Шупашкара ҫитме аван. Ҫапах та асӑннӑ районти Мӑнал ялӗ ҫывӑхӗнчи чарӑнӑва та кун йӗркинчен кӑларса пӑрахман-ха. Унтан Шупашкара килме ҫул тикӗссине кура ҫул сарма йывӑр мар. Анчах вӑл шухӑшпа пурте килӗшмен. Магистрале Шупашкар витӗр яма сӗнекен те тупӑннӑ. Анчах ҫакӑ проекта хаклатса ярать. Татӑклӑ йышӑну тӑвиччен укҫа ҫине хурса шутласа пӑхмалла. Ҫурлан 18-мӗшӗнче ыйтӑва татса памалла. Сӑмах май, магистраль Етӗрне патӗнчен иртмӗ, вӑл тӑрӑхри Никольски ял ҫывӑхӗнчен кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкарта 33 ҫулти арҫын халӑха турттаракан транспорт кӗтекен арҫынтан укҫа ыйтнӑ. «Ыйтма аван мар, 19 текнӗ ҫук-ши?» — тесе тӑман-ха, тӳрех ҫӗҫӗ туртса кӑларнӑ. Памасан вӗлерессипе хӑратнӑ. Ҫӗҫӗпе хӑмсарса 19 тенкӗ тапӑнакана лешӗ хӑйӗн ӗҫ удостоверенине кӑларса кӑтартнӑ. Арҫын ахаль-махаль ҫын пулман, йӗрке хуралҫинче тӑрӑшать-мӗн. Ҫак хута курсан вӑрӑ-хурах тарма пикеннӗ, анчах инҫе каяйман, йӗрке хуралҫи ӑна ярса илсе хӑйӗн ӗҫтешӗсен аллине панӑ. Ҫӗҫӗпе хӑратса 19 тенкӗ тапӑнакан хурах тӗлӗшпе халӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Пуҫтахланнӑшӑн вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ. Хӑратса укҫа тапӑнакана пуҫран шӑласси иккӗленӳллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Леонид Волков ентешсемпе калаҫать Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи стройкӑсенче Чӑваш Енри ҫынсем сахал маррӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ҫынсем хушшинче Мускаври строительство организацийӗсене ертсе пыракансем те пур. Вӗсемпе нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тӗлпулнӑ. Чӑваш Енре ҫуралса ӳссе Мускавра хӑйсен вырӑнне тупнӑ строительсене Леонид Волков Строительсен уявӗпе (ӑна иртнӗ канмалли кун палӑртрӗҫ) саламланӑ. Строительство экономикӑнпӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗри пулни пирки калаҫнипе пӗрлех Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхпе чӑвашсен тӗп хулари ентешлӗхӗпе тата Чӑвашран тухнӑ, строительство бизнесӗнче тимлекенсемпе туслӑ ҫыхӑну тытас ыйтӑва та хускатнӑ. Икӗ енлӗ хутшӑнӑва йӗркелени хӑйсемшӗн те усӑллӑ пулассипе строительство предприятийӗсен ертӳҫисем те килӗшнине палӑртнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Сӑнӳкерчӗк варринче — Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннисем Республикӑн тӗп хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ тӗлӗнче тӗрлӗ социаллӑ объект уҫма кӑна мар, мухтава тивӗҫ тесе шутлакан ҫынсене те чыслать. Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни ята ӗнер икӗ ҫынна панӑ. Муниципалитет шайӗнче палӑртакан чи пысӑк хаклава тивӗҫнисенчен пӗри — Флота аталантарассипе ӗҫлекен пӗтӗм Раҫҫейри халӑх юхӑмӗн регионти уйрӑмӗн, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн тата Шупашкар хула пухӑвӗн Ваттисен канашӗн пайташӗ Роберт Ильяной. Роберт Анатольевич 1975–1982-мӗш ҫулсенче Шупашкар хула ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн хирурги чирӗсен кафедрин заведующийӗ Владимир Волков та малашне — Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни. Вӑл — профессор, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ тата СССР АСлӑ Канашӗн X-XI созывӗсенчи депутачӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Шӑнкӑртамри министр вертолет Шӑнкӑртама Раҫҫей паттӑрӗпе хӳтӗленӳ министрӗн парнисем килсе ҫитнӗ. Юлашки ҫулсенче республикӑри тӗрлӗ районпа хулара ҫар техникине палӑк евӗр кӑтартма тытӑнчӗҫ. Патӑрьел районӗнчи Шӑкӑртам ял тӑрӑхӗ те ыттисенчен юласшӑн мар. Унта ҫурлан 13-мӗшӗнче вертолет тиенӗ пысӑк урапа пырса чарӑннӑ. Ӑна, вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Геройӗ Николай Гаврилов парнеленӗ. Вертолета Шӑнкӑртамри Паттӑрсен аллейинче вырнаҫтармалла. Хальхи вӑхӑтра вӑл лаптӑка юсаса ҫӗнетессипе тимленине пӗлтереҫҫӗ. «МИ-2» вертолет лартма вырӑн хатӗрленисӗр пуҫне «М-30» гаубица валли те пӑхса хӑварнӑ. Гаубицине ҫӗршывӑн хӳтӗленӳ министрӗ Сергей Шойгу парнеленӗ тесе ҫырнӑ Шӑнкӑртам ял тӑрӑхӗн сайтӗнче. Ҫарпа ҫыхӑннӑ сооруженисене ҫурлан 18-мӗшӗнче уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |