Улатӑр районӗнче хӗвелҫаврӑнӑш ҫулма тытӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ муниципалитетӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Хӗвелҫаврӑнӑша Улатӑр районӗнче 3643 гектар акнӑ. Ку культурӑпа ӗҫлекенсем районта виҫӗ хуҫалӑх: «НДН Агро» тулли мар яваплӑ обществӑн Тӑвайӗнчи филиалӗ 3193 гектар акнӑ, «Родина» общество — 350 га, «Авангард» общество — 100 га.
Асӑннӑ тӑрӑхшӑн ку культура ҫӗнӗ темелле. Ӑна туса илме тытӑнни ытла нумаях пулмасть. Маларах ку культурӑна «НДН Агро» акса пӑхнӑ. Халӗ, ав, ӑна кура тата икӗ хуҫалӑх хутшӑннӑ. «НДН Агрора» сакӑр комбайн вырать. Паянхи куна илсен 270 гектар ҫинчен 403 тонна хӗвелҫаврӑнӑш пуҫтарса кӗртнӗ.
Улатӑр районӗнчи хуҫалӑхсем пахчаҫимӗҫ пуҫтарса кӗртессипе те малалла ӗҫлеҫҫӗ.