Хӗсмет
![]() Чӑваш Енрен Президент полкне кӑҫал Чӑваш Енри чи лайӑх 10 призывник каяссине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Президент полкне каякансем Мускаври Кремле сыхлӗҫ, патшалӑх шайӗнче ирттерекен мероприятисене хутшӑнӗҫ, Сӳнмен ҫулӑм патӗнче хисеплӗ караула тӑрӗҫ. Ӗнер Канашри пуху пунктӗнче Мускаври Кремлӗн комендатуринче лекекенсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Сбор пунктӗнчи «Раҫҫее сыхлама шаннӑ!» мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администраци ертӳҫи Юрий Васильев, федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров, Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов, Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин, Канаш хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов, Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов хутшӑннӑ. Юрий Васильев Мускаври хӗсметрен таврӑннӑ 15 каччӑна республика символикиллӗ алла ҫыхмалли сехет парнеленӗ. Сӑнсем (19) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта клинкер брусчатки тата клинкер кирпӗч туса кӑларма пултаракан предприяти хута кайнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин, экономика министрӗ Владимир Аврелькин, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков, «Ҫар-промышленноҫ банкӗ» директорсен канашӗн ертӳҫи Юрий Колток хутшӑннӑ. «Экоклинкер» предприяти пуҫлӑхӗ Александр Краснов производствӑна кӗске вӑхӑт хушшинче хута яма май килнине асӑннӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртме пысӑк пулӑшу кӳнӗшӗн республика Правительствине тав тунӑ. Клинкер брусчатки тата пиччӗн клинкер кирпӗч туса кӑларакан предприятире пурӗ 125 ҫын ӗҫлет. Проекта пӗлтӗрхи нарӑсра пуҫланӑ. Объекта пӗтӗмпе 800 млн тенкӗ инвестици хывнӑ. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк хуламӑр 55 ҫул тултарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар 1960 ҫулта хими комбинатне хута янипе пуҫланса кайнӑ. Хула аталанса та сарӑлса пынӑ май ҫывӑхри ялсем пӗтнӗ: Тӗкӗрҫ, Анаткас, Чиканкасси, Иваново, Чумкасси. Ҫӗнӗ Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне чӳкӗн 18-мӗшӗ тесе йышӑннӑ. Кӑҫал вӑл юбилейне паллӑ тӑвать. Сӑмах май. Хула кунне унта малашне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлама тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Мария Соловьева тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи 2-мӗш ҫуртри ҫынсем тӑваттӑмӗш эрне газсӑр пурӑнаҫҫӗ. Апат та ӑшӑтаймаҫҫӗ вӗсем, чей те вӗретеймеҫҫӗ. Газ ҫукки пӗтерет вӗсене. Ҫуртра пӑрӑхсене улӑштарнӑ-мӗн. Анчах газа халь те яман. Пӑрӑха юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех улӑштарнӑ. Урамра пӗр пайне пачах сыпӑнтарман-мӗн. Управляющи компанийӗ шантарса ҫеҫ пурӑнать. Ҫынсен вара мӗн тӑвас? Ирӗксӗрех электричествӑпа ӗҫлекен плита илме тивет. Ҫуртра ачаллисем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха. Акӑ Наталья виҫӗ ача ҫитӗнтерет. Газ ҫукран вӗсене вӑл кӑритура та кӑлармасть — сивӗ унта. Газ плитисене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ-мӗн: вӗсем юрӑхсӑр, ӗҫлеттерме юрамасть. Ҫапла ӑнлантарать управляющи компанийӗ. Плитасене улӑштарма укҫа кирлӗ. Анчах ҫук. Ҫуртра кварплата тӳлеменнисем те нумай-мӗн. Компани хальлӗхе плитасене мӗн укҫипе туянмаллине пӗлмест. Компани каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫынсемпе пуху ирттересшӗн. Анчах лешсем пӗр чӗлхе тупма ҫунмаҫҫӗ. Ара, хӑшӗ-пӗри коммуналлӑ тӑкакшӑн килекен квитанцисене шута илмест, укҫа тӳлемест-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре виҫӗ ҫын метил спирчӗпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса ӑна тӗпчеҫҫӗ. Метил спирчӗ ҫав ҫынсем ӗҫнӗ алкогольре пулнӑ-мӗн. Следстви версийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 20 ҫулти хӗр тата унӑн 22-ри савни тара илсе пурӑннӑ хваттерӗнче ром ӗҫнӗ. Тепӗр кунхине иккӗшне те япӑх пулса кайнӑ, вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ. Анчах тухтӑрсем ҫӑлайман вӗсене. Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейре пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм та тусӗн ҫуралнӑ кунӗнче ҫав алкоголех ӗҫнӗ. Тепӗр кунхине ӑна та пульницӑна ӑсатнӑ. Анчах темиҫе кунран вилнӗ вӑл. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, виҫҫӗшӗ те метил спирчӗпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ унпа наркӑмӑшланнӑ тепӗр ҫын та пур. Вӑл, 36-рискер, пульницӑра выртать. Ку ӗҫре Шупашкарти пӗр коммерци директорӗ, унӑн амӑшӗпе еркӗнӗ тата пӗлӗшӗ, вилнӗ 30 ҫулти хӗрарӑмӑн упӑшки, айӑплӑ тесе шутлаҫҫӗ. Шыравра 900 ешчӗк суррогатлӑ алкоголь туртса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тутарстанра чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра мала тухнӑ. Пӗрремӗш вырӑнах мар пулин те виҫҫӗмӗш йышӑнни те — пысӑк ҫитӗнӳ. «Нумай енлӗ Раҫҫей» пӗтӗм Раҫҫейри конкурса 35 регион 750 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем, Хусанти телерадиокомпани пӗлтернӗ евӗр, Раҫҫей пекех тӗрлӗ енлӗ пулнӑ. Ҫак кунсенче Пӗтӗм ҫӗршыври ҫав конкурс ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ шутне Тутарстанра чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат та кӗрейнӗ. Сӑмах май каласан, пӗрремӗш парнене «Пирӗн кил — Тутарстан» журнал тивӗҫнӗ. Федераци конкурсӗн Гран-прийӗ Курска ӑсаннӑ. Унӑн хуҫи — унти «Раҫҫей туризмӗ» информаци порталӗ. Чӑвашла хаҫат та сумлӑ конкурсра палӑрнипе пичет кӑларӑмне вулакансем те, ӑна кун ҫути кӑтартакансем те хӑпартланма тивӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта урам шӑлакансем тупӑшӗҫ. Ку шухӑша республикӑн тӗп хулинче эрнесерен ирттерекен планеркӑра Алексей Ладыков сити-менеджер палӑртнӑ. Планеркӑра тӗп хулана хӗлле юртан вӑхӑтра тасатса тӑрасси пирки самай калаҫнӑ. Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн шучӗпе хальхи вӑхӑтра коммуналлӑ тытӑмсем унчченхи технологисемпе ӗҫлеҫҫӗ. Юр тем чухлӗ ҫусан та ӑна тасатса ӗлкӗрмелле. Ҫапах та ҫӗнӗ йышши технологисене пурнӑҫа кӗртесси пирки те шухӑшламалла. Сити-менеджер коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен хӑйӗн ҫумне Герман Александрова ҫак енӗпе шухӑшласа пӑхма сӗннӗ. Ытти хулара, сӑмахран, пӑра ирӗлтерекен хытӑ реагентпа усӑ кураҫҫӗ-мӗн. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Шупашкарӑн кашни районӗнче юр ирӗлтерекен стационарлӑ пунктсем кирли пирки каланӑ. Юра тасатассине илсен, социаллӑ объектсенче ирхи ҫиччӗ валли тирпейлесе ӗлкӗрмелле. Уйрӑм ҫынсем пурӑнакан сектор пирки те манмалла мар. Урам шӑлакансене хавхалантарас тесе конкурс ирттерсен аван. Конкурса управляющи компанисем валли те йӗркелемелле. Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Наиля Зинетуллинӑпа Алла Самойлова министр Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулнӑ Наиля Зинетуллина чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен ведомствӑри ҫемҫе пуканпа сывпуллашни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, тивӗҫлӗ хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Хӗрӗхе кӑна ҫывхаракан медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Наиля Зинетуллина пирки ун чухнех Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне тӗп тухтӑра куҫать тесе калаҫрӗҫ. Халӗ ку сӑмах тӳрре килни палӑрчӗ. Ӗнер ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ клиника пульницине тӗп тухтӑрпа паллаштарнӑ. Ҫак должноҫе маларах асӑннӑ Наиля Зинетуллинӑна шанса панӑ. Наиля Хайрлисламовна хӑйне ҫӗнӗ вырӑна шаннӑшӑн министра тав тунӑ. Сӑнсем (3) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Сентти» III конкурса хутшӑннисем Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ача-пӑча юррисен республикӑри конкурсӗ иртет. «Сентти» ят панӑскере кӑҫалхипе улттӑмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Ӑна йӗркелекенӗсем — республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи. Конкурса пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче, хушма пӗлӳ паракан шкулсенче ӑс пухакансем е тата клубсене ҫӳресе юрӑ ӑсталӑхне утптакан 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Солистсен 2 тӗрлӗ хайлавран тӑракан программа кӑтартмалла. Вӗсенчен пӗрне кӗвӗ-ҫемӗсӗр юрлама тивӗ, теприне — музыка инструменчӗпе каланӑ май. Фонограммӑпа усӑ курма юрамасть. Юрӑ жанрӗ кирек епли те пулайрать: сӑпка юрри, хӑна юрри, лармана пухӑнсан шӑрантараканни, салтак юрри, тӑлӑх юрри... Такмак каласан та юрать. Конкурса хутшӑнакансен ҫипуҫӗ этнографи сӑнарне ҫывӑх пулнине те хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Сергей Утриван Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫурални, ҫав ятпа республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 6-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне хастарсем чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ. Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхӗнче, анаш районӗнчи Ҫеҫпӗлте тата вӑл районти Шӑхасанта та (пулас поэт унта вӗреннӗ) уяв мероприятийӗсем иртнӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Сергей Утриван блогер, историк, халӗ Украинӑра пурӑнакан чӑваш, Чернигов облаҫӗнчи Остер хулине ҫитсе паллӑ чӑваш сӑвӑҫипе ҫыхӑннӑ асӑну вырӑнӗсенче — ун вилтӑпри ҫинчи обелиск, шкул ҫумӗнчи палӑк, поэт вилнӗ вырӑнта лартнӑ мемориал патне Чӑваш поэзийӗн классикне асӑнса чечек хунӑ. Кунсӑр пуҫне Сергей Утриван Ҫеҫпӗл Мишшин «Чӑваш ачине» сӑвва хӑй вуласа видео ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |