Ҫул-йӗр
«Кӗпер хӑҫан тарӑхтарма пӑрахӗ?» — ҫак ятпа чӑваш халӑх сайчӗ утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче хыпар вырнаҫтарнӑччӗ. Унта сӑмах Мӑн Ҫавал урлӑ Ҫӗрпӳ хӗррипе каҫакан кӗпер пирки сӑмах пынӑччӗ. Кӗпер туса пӗтерме нумаях та юлман теҫҫӗ унта пулса курнисем. Кӗпере пӗлтӗрех туса пӗтермелле пулнине пӑхмасӑрах ку ӗҫ ҫаплипех тӑсӑлать. Утӑ уйӑхӗнче кӗпер ыйтӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та пӗр канашлура хускатнӑ. Яваплисене вӑл авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫе вӗҫлеме хушнӑ. Анчах пӑх та кур: ӗҫ ҫаплипех вӗҫленмен. Ҫӗрпӳ кӗперӗн ыйтӑвне черетлӗ хут республикӑри тӳре-шара ӗнерхи канашлура хускатнӑ. Ҫул-йӗр федераци агентствин «Чулхула–Ӗпхӳ» автоҫулӑн управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Дмитрий Филиппов кӗпере тӑвакан «Башкиравтодор» общество 63 ҫынна тата 33 ятарлӑ техника ӗҫлеттернине пӗлтернӗ. Ҫакна Д. Филиппов кирлӗ материалпа тивӗҫтерессипе йывӑрлӑх сиксе тухнипе сӑлтавланӑ. Михаил Игнатьев вара ҫынсене сӑлтавӗ кӑсӑклантарманнине, вӗсене кӗпер кирлине пӗлтернӗ. Ӗҫе вӑл авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енре шкул ачисене суйлав умӗнхи агитацие хутшӑнтарнӑ. Куншӑн вара, саккуна пӑснӑшӑн, явап тыттараҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн штраф тӳлеттереҫҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ведомство акӑ мӗн хыпарлать: 38 ҫулти ҫын хӑйӗн ҫуртӗнче пурӑнакан шкул ачисене вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Ачасен депутат пулма тӑратнӑ кандидата ырлакан листовкӑсене ҫыпӑҫтармалла пулнӑ. Халӗ ҫав арҫын тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырнӑ. Пресс-служба материалсене суда ярса пани пирки пӗлтерет. Палӑртса хӑварар: ачасене ытларах чухне йывӑр мар ӗҫе илӗртеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, агитаци материалӗсене салаттараҫҫӗ, алӑ пуснисене пухтараҫҫӗ, ыйтӑмсем ирттерме хушаҫҫӗ, плакатсем ҫыпӑҫтарттараҫҫӗ… Анчах йӗрке пур. Суйлав кунӗччен 18 ҫул тултарман ачасене суйлав умӗнхи агитацие хутшӑнтарнӑшӑн административлӑ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Ҫынсен 1–1,5 пин тенкӗ тӳлемелле, должноҫри ҫынсен — 2–3 пин тенкӗ. Юридици сӑпачӗсен вара 20-30 пин тенкӗ таранах кӑларса хумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗ «Лукойл» компани ирттерекен социаллӑ тата культура программисен конкурсне хутшӑнса ҫӗнтернине маларах пӗлтернӗччӗ. Театр социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проекта унччен те пурнӑҫланине палӑртмалла. Аса илтерер, ӑна пурнӑҫа кӗртме сцена ӑстисем Раҫҫейӗн Культура министерстви йӗркеленӗ «Театр+Халӑх» проекта хутшӑннӑ. Проект сусӑр ачасене, тӑлӑхсене, ашшӗ-амӑшӗсӗр хӳттисӗр юлнисене, сусӑр ҫынсене, ватӑсене сцена ӳнерӗ урлӑ пулӑшас тӗллевлӗ. «Театрин» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫурлан 25-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Чӑваш Енӗн Ачасемпе ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрӗнче пулнӑ, 29-мӗшӗнче — Шупашкарти ача ҫуртӗнче. Унти пӗр арҫын ачана театр ӗҫченӗсем Ачасен театр студине ҫӳреме йыхравланӑ. Ара, вӑл сцена ҫинче пулма питӗ юратать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫурлан 27-мӗшӗнче Тутарстанри Ешӗлвар (Зеленодольск) хулинче спорт гимнастики енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ. Унта Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗн Анастасия Колесниковӑн парнисемшӗн тупӑшнӑ. Ӑмӑртӑва ачасемпе ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркипе кӑсӑклантарас тӗллевпе те ирттернӗ. Турнира Раҫҫейри регионсенчи 100 ытла гимнаст хутшӑннӑ. Спортсменсем медальсен 24 комплекчӗшӗн вӑй виҫнӗ. Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн пресс-релизӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кӳршӗ республикӑра иртнӗ турнира Шупашкарти Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 6-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Лилия Спиридонова та хутшӑннӑ. Вӑл унтан виҫҫӗмӗш вырӑнпа таврӑннӑ. Палӑртма хӑвармалла: Лилия Ирина Александрова тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Саккун — саккунах. Ӑна пӑхӑнмасан явапа тытмалла. Урӑх ҫӗршывран Раҫҫее килекенсен те йӗркене пӑхӑнмалла. Анчах миграци сакунне пӑсакансем, шел те, тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ. Халӗ те, ав, Чӑваш Республикинче пӗр автобуса чарнӑ. Миграци службин Чӑваш Енри управленийӗн порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ют ҫӗршывран килнӗ 6 ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсен, Раҫҫее килнӗскерсен, кирлӗ документсем пулман. Тытса чарна автобус Бишкекран Мускава ҫула тухнӑ. Ӑна Чӑваш Енре ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чарнӑ. Унта ют ҫӗршыври 19 ҫын пулнӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсенчен улттӑшӗн документсем пулманни ҫиеле тухнӑ. Халӗ йӗркене пӑсакансен кашнин 2 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Вӗсене Раҫҫейрен кӑларса ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Нумаях пулмасть Тутарстанри Ҫӗпрел районӗ 85 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Юлашки ҫулсенче район Тутарстан танлаштарӑмӗнче кайра пулнӑ. Халӗ вара вӑл рейтингра ҫӳлелле ҫӗкленнӗ. Район центрӗ самаях улшӑннӑ. Социаллӑ объектсен йышӗ ӳссех пырать. Унта ача пахчисем, культура учрежденийӗсем, суту-илӳ центрӗсем, ытти объектсем уҫӑлаҫҫӗ. Унччен шурлӑхлӑ вырӑн пулнӑ ҫӗрте парксем ешереҫҫӗ. Унта ҫамрӑксем пӗрлешнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Тутарсемпе чӑвашсем ҫемье ҫавӑрсан унта уҫӑлма пыраҫҫӗ. Уява паллӑ тума районтан тухнӑ ҫынсем чылаййӑн пухӑннӑ. Хӑнасем валли ятарласа экскурсисем йӗркеленӗ. Вӗсем паттӑрсен палӑкӗ умне чечек хунӑ хыҫҫӑн районпа паллашнӑ. Районта нефть те, ҫутҫанталӑк газӗ те кӑлармаҫҫӗ. Вӑл ял хуҫалӑх тытӑмӗпе аталанма тӑрӑшать. Инвесторсене илӗртме тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Вӗсем валли меллӗ условисем туса панӑ ӗнтӗ. Ҫапла, районта ҫынсене пурӑнмалли условисем пур. Ҫавӑнпа халӑх уявра тулли кӑмӑлпа савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа шкул ачисене ҫӗнӗлӗхсем кӗтеҫҫӗ. РФ Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов каланӑ тӑрӑх, малашне 5-мӗш класра иккӗмӗш ют чӗлхе вӗрентме пуҫлӗҫ. «Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пиллӗкмӗш классем ҫӗнӗ стандартпа вӗренме тытӑнӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн иккӗмӗш ют чӗлхене пурин те вӗренме тивӗ», — ҫапла каланӑ Дмитрий Ливанов министр «Раҫҫей хаҫӑтӗнчи» интервьюра. Палӑртар: унччен аслӑ классенче пӗр ют чӗлхе ҫеҫ вӗреннӗ. Министр ют чӗлхесем хутшӑнмалли мел ҫеҫ маррине палӑртнӑ. Унӑн шухӑшӗпе ку ӑс-тӑна аталанма пулӑшать. Унӑн сӑмахне ӗненес-тӗк ҫак предмет шкул программинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ. Халӗ пур шкул та ҫӗнӗлӗх валли укҫа-тенкӗ тупма хатӗр. Ливанов палӑртнӑ тӑрӑх, регионсен мӗнле те пулин укҫа перекетлес туртӑм пур. Ҫӗнӗ стандарта пурнӑҫа кӗртме шкулсенче куҫӑм тапхӑрне йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Кам калатӑр вӑл 55-ре тесе? Сцена ҫинче — Валентина Ситова Паян Чӑваш Республикин халӑх артистки, Раҫҫейӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫӳрекенсем чӑннипех кӑмӑллакан артистка Валентина Ситова 55 ҫул тултарать. Сӑнӗ-кӗлеткипе тепӗр хӗртен чипер, пултарулӑхӗпе куракана тыткӑнлакан артистка Патӑрьел районӗнчи Йӑлӑм Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1983 ҫулта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине илнӗ. Артистсемпе паллаштарнӑ чух вӗсем вылянӑ рольсене асӑнма кӑмӑллаҫҫӗ. Юратнӑ театр сценине виҫӗ теҫетке ҫул ытла панӑ ҫыннӑн сӑнарӗсене асӑнса пӗтерейӗ-и вара?! Валентина Ситована куракан пек хакласа калас тӑк вӑл камитри роле калӑплать-и е драмӑллине-и — пурне те ӗнентермелле вылянине палӑртмалла. Мӗнех, театрта ҫӗнӗ сезон уҫӑлсан Валентина Ситовӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртессе чунтанах кӗтетпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Лидия Филиппова сӑвӑҫ, журналист, публицист, республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗ «Чун таппи» кӗнеке хӑтлавне ирттерет. Лидия Ивановнӑн ӗҫ вырӑнне юриех кайран асӑнтӑм. Ытти ҫӗрте еплине пӗлместӗп те, анчах ӗҫтешӗсем умӗнче хӑй пуҫлӑх иккенне палӑртас йӑла ҫук унӑн. Лидия Филиппова, ман шутпа, чи малтанах, — сӑвӑҫ. Чунӗ ҫемҫе пулин те ҫирӗп вӑл, кӑмӑлӗ хуҫӑлсан та шӑмарса ҫӳремест, кӳрентерсен те ҫилле вӑрах тытмасть, такӑнмалли пулсан та пуҫне усмасть. Мана вӑл хӑш чухне мифологинчи Феникс кайӑкӑнах туйӑнать: хӑйне хӑй ҫунтарать те кайран кӑмрӑкран чӗрӗлсе тӑрать. «Чун таппи» кӗнекене алла илсен ҫакӑнта эп калани чӑн пулнине вулакан хӑех ӑнланса илӗ. Унта — чун хӳхлевӗ. Унта — чун ыратӑвӗ. Унта — чун кӗрешӗвӗ. Унта — чун талпӑнӑвӗ. Унта — чун хӑвачӗ. Унта — чун таппи. Кӗнеке хӑтлавӗ республикӑн Наци вулавӑшӗнче иртӗ. Хӑтлава Лидия Филиппова пултарулӑх анинчи чӗрӗк ӗмӗре халалласшӑн. Поэзи уявне ирттерме хастар хутшӑнакана автор «Чун таппине» парнелеме шантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Илемлӗ Аня Ыран — Пӗлӳ кунӗ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине палӑртакан уява ачасемпе ашшӗ амӑшӗ кашни шкула пухӑнӗ. «ВКонтакте» халӑх тетелӗнчи «Красота чувашская» ушкӑн уява наци тумӗсемпе тухнӑ ачасен сӑнӳкерчӗкӗсене пухса кӑтартасшӑн. Енчен те сирӗн унашкал сӑн тупӑнать пулсан эсир ӑна ҫак ушкӑна ярса пама пултартӑр. Ушкӑн хуҫи палӑртнӑ тӑрӑх ыран ҫумӑрсӑр ҫанталӑк пулни лайӑх сӑнсем тума пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |