Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Людмила Соломонова кӗҫех икӗ ачипе, вӗсенчен пӗри — сусӑр, урамра тӑрса юлма пултарать. Хӗрарӑм виҫҫӗмӗш ачине кӗтет.
Людмилӑна хӑй вӑхӑтӗнче хула администрацийӗ хваттер уйӑрса панӑ. Анчах кӗҫех Шупашкарти 3997-мӗш ҫар чаҫӗ кун пирки суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл вӗсен имӗш.
Суд пулнӑ ӗнтӗ. Приговорпа килӗшӳллӗн, ҫемьен хваттертен тухса кайма тивет. Хула администрацийӗ сусӑр ачана ҫитӗнтерекен хӗрарӑма япӑх лару-тӑрури хваттер уйӑрса панӑ. Хӗрарӑм унта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.
Суд администрацие ҫемьене урӑх хваттере куҫарма ыйтнӑ. Анчах Соломонова ахаль тухса каясшӑн мар. Ара, вӑл унта юсав ирттерсе мӗн чухлӗ укҫа тӑкакланӑ-ҫке-ха.
Людмила, ҫитменнине, тепӗр уйӑхра ача ҫуратӗ. Администраци ЧР Аслӑ судне тавӑҫ тӑратма шантарнӑ. Анчах Людмила ӗҫ-пуҫ ун майлӑ вӗҫленессе ӗненмест.