Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Шупашкарта чӗлхе фестивалӗ иртет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.10.2016 08:38 | 1647 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Чӗлхе фестивалӗ черетлӗ хутчен иртет. Шучӗпе 21-мӗш шутланаканскере тӗнче шайӗнче йӗркелеҫҫӗ. «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ҫамрӑксен эсперанто ассоциацийӗ хыпарланинче фестивальте азербайджан, араб, акӑлчан, исланд, итальян, каталан, китай, хинди, швед тата ытти нумай-нумай чӗлхепе паллашма май килессине пӗлтернӗ, ҫав шутра чӑваш чӗлхи те пур паллах.

Фестивале хӑй вӑхӑтӗнче Америка эсперантисчӗ Дэннис Киф пуҫарнӑ. Францири Лура юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Тур хулинче иртнӗ фестиваль пирки «Контакто» пӗтӗм тӗнчери эсперанто-журнал пӗлтернӗ. 1995 ҫулта ун пеккине Раҫҫейре пуҫласа йӗркеленӗ. Тепӗр ҫулхине шупашкарсем те ирттернӗ.

Тӗрлӗ халӑх чӗлхипе паллаштарас, унпа кӑсӑклантарас, упраса пулӑшас тӗллевлӗ мероприяти кӑҫал та кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Фестиваль ЧППУ тӗп корпусӗнче иртӗ.

#чӗлхе фестивалӗсем, #фестивальсем, #чӑваш чӗлхи, #ҫамрӑксем, #ЧППУ, #культура, #эсперанто, #Франци, #Тур

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем