Ӗнер Шупашкар районӗнчи нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртра пушар тухнӑ. Унта пӗр арҫын шар курнӑ: пулӑшу ыйтса кӑшкӑраканскере ҫынсем илтнӗ. Инкеке лекнӗскере васкавлӑ пулӑшу машинипе илсе кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем арҫынна маска тӑхӑнтартса илсе аннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, рабочисенчен пӗри пирус туртнӑ, ҫавӑн чухне ҫулӑм алхасма тытӑннӑ.
Кӳкеҫре юлашки ҫулсенче нумай хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑпарса ларчӗҫ. Кӳкеҫӗн хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫав лапамра маларах уйрӑм ҫынсем валли кӑна ҫӗр уйӑрнӑччӗ. Ҫакна районшӑн яваплисем асӑннӑ тӑрӑхра ҫӗр ишӗлсе пынипе сӑлтавлатчӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрте эрозие хирӗҫ ятарлӑ мероприятисем те ирттернӗччӗ. Вӑхӑт иртсен Кӳкеҫӗн хӗвеланӑҫ районӗнче тӑхӑр хутлӑ панель тата кирпӗч ҫуртсем хӑпартма тытӑнчӗҫ.