Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Археологсем халӑха 2016 ҫулта тупнӑ чи кӑсӑк япаласене кӑтартасшӑн

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Аçтахар Плотников 15.03.2017 10:56 | 1654 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх

Ҫитес эрнекун, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологӗсем пресс-конференци ирттерӗҫ. Унта вӗсем 2016 ҫулта мӗн тӗпченине, ӑҫта тата мӗн чавнине каласа парӗҫ. Унсӑр пуҫне кӑҫалхи плансемпе те паллаштарӗҫ. Пресс-конференцине килнисене вӗсем пӗлтӗр шыраса тупнӑ чи кӑсӑк япаласене кӑтартӗҫ. Мероприяти 10 сехетре пуҫланӗ.

Каласа хӑварас пулать, пӗлтӗр чӑваш археологӗсем виҫӗ вырӑна тӗпченӗ. Пӗри — мезеолит вӑхӑтӗнчи Мукшум-XVIII (вӑл Йӑлӑм енче вырнаҫнӑ). Теприсем — Вӑрнар районӗнчи Сентимӗр ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ II-III ӗмӗрсенчи Улӑп тӑпри тата Каҫал тӑрӑхӗнчи Хырхӗрри ҫывӑхӗнчи ял вырӑнӗ (XIV–XV ӗмӗрсем). Архологсем ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле тата Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче авалхи палӑксен вырӑнӗсене шыранӑ. Ку ӗҫ ахаль иртмен, вӗсем I пинҫуллӑхри археологи палӑкӗсене тупса палӑртнӑ.

Археологсен ӗҫӗпе тӗплӗрех пресс-конференцире паллашма пулӗ.

#Вӑрнар районӗ, #ӑслӑлӑх, #археологи, #ЧПГӐИ, #пресс-конференцисем, #Хырхӗрри, #Комсомольски районӗ, #Сентимӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Эрех леш тӗнчене ӑсатать
2016, 02, 21
Хырхӗрринче хаваслӑ стартсем иртнӗ
2016, 10, 31
Хырхӗррине хӑнана кӳршӗ районтисем килнӗ
2016, 12, 01
Ака валли вӑрлӑх хатӗрлеҫҫӗ
2017, 02, 27
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи хресченсен пурнӑҫне кӑтартакан кӗнеке
2017, 03, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org