Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Хырхӗррине хӑнана кӳршӗ районтисем килнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 01.12.2016 10:59 | 1866 хут пӑхнӑ
Культура
Йӗпреҫри ветерансен хорӗ Хырхӗрри культура ҫуртӗнче
Йӗпреҫри ветерансен хорӗ Хырхӗрри культура ҫуртӗнче

Ытларикун каҫхине, чӳкӗн 29-мӗшӗнче, Хырхӗрри культура ҫуртне халӑх лӑк тулли пуҫтарӑнчӗ тесен те йӑнаш пулмасть. Сӑлтавӗ — кӳршӗллӗ Йӗпреҫ районӗнчи Геннадий Степанов ячӗпе хисепленекен ветерансен хорӗ ҫак яла концерт лартма килнинче. Хор тӗрлӗ халӑх юрри-кӗввине шӑрантарчӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче ытларах вырӑс халӑх юррисем пулчӗҫ, иккӗмӗшӗнче — чӑваш халӑх тата чӑваш профессионаллӑ композиторӗсен юррисем. Хӑнасем хорпа ҫеҫ мар, уйрӑмшарӑн та, дуэтпа та, ушкӑнпа та тухрӗҫ сцена ҫине: кӗвӗ хыҫҫӑн кӗвӗ, юрӑ хыҫҫӑн юрӑ янраса ҫеҫ тӑчӗҫ залра. «Русские берёзы», «Я – деревня, я – село», «Хорошенький, молоденький», «Мой муженька работешенька» юрӑсене вырӑсла, «Пур тӑвансем пухӑнсан», «Ытарми анне», «Пӗрле ӱснӗ тантӑшсем», «Ан кулян», «Ах, аттеҫӗм, аттеҫӗм», «Куккук» юрӑсене чӑвашла чуна тивмелле янраттарчӗҫ вӗсем. Уйрӑмах Валерий Антонов тата Валентинапа Ананий Макаров солистсене ӑшшӑн йышӑнчӗҫ хырхӗррисем.

Каласа хӑвармалла: хорӑн илемлӗхпе пултарулӑх ертӱҫи Йӗпреҫ районӗнчи Тӑманлӑ Выҫли ял ҫынни Михаил Владимирович Бархонов. Ҫакӑн пек пархатарлӑ ӗҫре вӑл пилӗк ҫул вӑй хурать. Артистсем республикӑри тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса хисеп хучӗсене, унран та паха чыслӑ ята тивӗҫнӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ хальхинче те халӑх кашни номере пит ҫинчи йӑл кулӑпа, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗ. Хӑш та пӗр юрра куракансем ыйтнипе тепӗр хут та юрлама тиврӗ йӗпреҫсен. Куншӑн вӗсем пӗртте кӳренмерӗҫ, хӗпӗртерӗҫ ҫеҫ.

Ҫакӑн пек пысӑк уяв туса панишӗн хӑнасене Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Николаевич Воробьев ял-йыш ячӗпе тав сӑмахӗ тухса каларӗ. Валентина Владимировна Горбунова та чӗререн тав туса малашне те сывлӑх та ӑнӑҫу сунчӗ йӗпреҫсене.

#культура, #пултарулӑх, #концертсем, #Комсомольски районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Хырхӗрри, #Тӑманлӑ Выҫли

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем