Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Хырхӗрринче хаваслӑ стартсем иртнӗ

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
galina.belkova 31.10.2016 21:51 | 568 хут пӑхнӑ
Спорт
Хырхӗрри ялӗ картта ҫинче
Хырхӗрри ялӗ картта ҫинче

Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗ ҫак кунсенче тӗрлӗрен пулӑмсемпе пуян пулнӑ. Вӗсен шутне 5-7 классем валли ятарласа ирттернӗ «Хаваслӑ стартсене» кӗртмелле. Кашни класс ултӑ ачаран тӑракан команда хатӗрленӗ: виҫшер арҫын ача тата виҫшер хӗрача. Малтанах хутшӑнакансем хӑйсемпе паллаштарнӑ, ушкӑнсене ятсем панӑ. Ун хыҫҫӑн хӗрӱ тупӑшу пуҫланнӑ.

Еплерех кӑна вӑй виҫмен пулӗ ҫамрӑк спортсменсем: ункӑпа баскетбол ҫӑмхисене маларах кустарса ҫитерессипе те, урасене йӗлтӗр сырса спортзалӑн тепӗр вӗҫне чупса ҫитсе тӗл перессипе те, харӑсах виҫшер пысӑк мечӗк йӑтса чупассипе те, шурӑ хут листине алсемпе тытмасӑр йӑтассипе те — тата ытти нумай хаваслӑ тупӑшусенче. Ҫиччӗмӗшсем, паллах, пӗрремӗш вырӑна алран вӗҫертмен. Вӗсенчен кӑшт ҫеҫ кая юлса улттӑмӗшсем иккӗмӗш, пиллӗкӗмӗшсем – виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Куракансем — шкул ачисемпе вӗрентекенсем — ӑмӑртакансене тупӑшу вӑхӑтӗнче алӑ ҫупса хавхалантарнӑ, вӗҫӗнче ҫӗнтерӱҫӗсене ҫак майпах саламланӑ.

«Хаваслӑ стартсене» «Ҫамрӑксем — сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» акци шучӗпе Алексей Викторович Гаврилов хатӗрленӗ, хӑйех ертсе пынӑ. Вӑл кашни хутшӑнакана сӑмахпа та пулин хавхалантарса пынӑ. Каласа хӑвармалла, вӗренекенсене спортпа туслаштарас тесе нумай вӑй хурать ҫамрӑк вӗрентекен. Шкулта ҫеҫ мар, районти тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсене те хутшӑнаҫҫӗ хырхӗррисем, малти вырӑнсене те пӗрре мар йышӑнӑҫҫӗ.

#ӑмӑртусем, #шкулсем, #Комсомольски районӗ, #Хырхӗрри, #спорт

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org