Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Валерий Туркай пултарулӑх каҫне чӗнет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.05.2016 05:55 | 2574 хут пӑхнӑ
Персона Валерий Туркай поэт
Валерий Туркай поэт

Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗн Валерий Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртмелле. Кун пирки республикӑн Культура министерстви хыпарлать. Наци вулавӑшӗнчи пултарулӑх каҫне поэтӑн 55 ҫулхи юбилейне халалланӑ.

Культура министерстви Валерий Туркай ятне республика тулашӗнче те пӗлнине каланӑ май ӑна Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Мари Элте, Мӑкшӑ Республикинче тата ытти регионта кӑна мар, ҫӗршыв тулашӗнче те юратнине тата сума сунине пӗлтерет.

Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш сӑввисене вӑл унти район хаҫатӗнче кун ҫути кӑтартнӑ. Унӑн сӑвӑ пуххисен хушшинче — «Ҫӑлкуҫ ҫути», «Шурӑ фарфӑр чашӑкӗ», «Турӑ питӗнчи куҫҫуль», «Пурӑнатпӑр-ха!» тата ыттисем. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче унӑн пьеси тӑрӑх «Телейпе юнашар», Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Каҫар мана», «Ӑҫта эс, ҫӑлӑнӑҫ?» спектакльсем лартнӑ.

#Хырай Ӗнел, #пултарулӑх каҫӗсем, #театрсем, #академи драма театрӗ, #Ҫамрӑксен театрӗ, #Наци вулавӑшӗ, #Комсомольски районӗ, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем