Чӑвашлӑх
![]() Иртнӗ эрнере Пушкӑртстанри Пелепей район администрацийӗнче чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен VII «Силпи асамачӗ» фестиваль-конкурс ирттерессипе ӗҫлӗ канашлӑва пуҫтарӑннӑ. Администрацин социаллӑ аталану управленийӗн ертӳҫи Олег Данилин уява йӗркелес енӗпе ятарлӑ йышӑну тунине, унӑн программипе ӗҫ планӗ хатӗррине пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенчи мероприяти РФ Президенчӗн фончӗ пулӑшнипе иртӗ. Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Яковлев тата хулари «Урал-Батыр» наци культурисен центрӗн директорӗ Людмила Джима та сӑмах каланӑ. Хӑнасем хамӑр республикӑри районсемпе хуласемсӗр пуҫне Тутарстанпа Чӑваш Республикисенчен, Ӗрӗнпурпа Самар облаҫӗсенчен ҫитмелле. Фестиваль-конкурсӑн суйлав турӗ «Урал-Батыр» наци культурисен центрӗнче иртет пулсан гала-концерта хулари Тӗп культура керменӗнче йӗркелӗҫ. Вӑл 16:00 сехетре пуҫланӗ тесе «Урал сасси» хаҫатӑн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Idel.Реалии» сайтра чӑваш наци юхӑмӗн 90-мӗш ҫулсенчи хастарӗпе Виктор Егоровпа интервью пичетленнӗ. 1989 ҫулта ҫак ҫын Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществине йӗркеленӗ, ӑна хӑех темиҫе ҫул ертсе пынӑ. Виктор Аванмарта халӗ художник тата скульптор евӗр пӗлеҫҫӗ. Хушма ятӑн пӗлтерӗшне тавҫӑрма йывӑр мар: аван + мар + арт (ӳнер). Виктор Ааванмарт чӑваш наци уявӗсене епле ирттернине те каласа кӑтартнӑ. Пӗлтӗр вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ялавӑрта Акатуйра пулнӑ иккен. Уявра казаксен хорӗ, районти культура ҫуртӗнчи тата вырӑнти артистсем юрланӑ. Ларекра тавар сутакансем чӑвашла юрланисӗр пуҫне сцена ҫинче пӗр чӑваш юррине те илтмен Виктор Аванмарт. Шкулсенче чӑваш чӗлхине хальхи пек пӗчӗк шайра вӗрентни наци туртӑмӗнчен пистерекен прививкӑпа тан тесе шухӑшлать вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Чӑваш Енре ҫара юрӑхлисен шучӗ ӳссе пырать. Ҫакна паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтернӗ. 2017 ҫулта каччӑсеен 75,8 процентне ҫӗршыва хӳтӗлеме юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. 2016 ҫулхи призыв кампанийӗнче тӗрӗсленисенчен 74,6 проценчӗ салтака кайма тивӗҫҫине палӑртнӑ. Хӗсмете юрӑхлисен хисепӗ малашне тата ӳссе пымалла. Пирӗн ҫӗршыври ҫамрӑксене ҫара хатӗрлессин концепцийӗпе килӗшӳллӗн 2020 ҫул тӗлне ун пеккисен йышӗ 79 процентпа танлашмалла. Салтака каяссинчен тарса ҫӳрекенсен йышӗ те ҫулсерен чакса пырать иккен. Пуҫиле майпа явап тыттарнисен шайӗ те ҫавна май сахалланать. Чӑваш Енӗн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин хӗсмете ямалли плана 100 проценчӗпех тултарасси пирки иккӗленмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗн сучӗ Муркаш ял тӑрӑхӗн депутатне айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл 18 ҫул тултарман ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, депутата юсанмалли ӗҫе 6 уйӑхлӑха янӑ. 37 ҫулти арҫын пӗлтӗр ывӑлне алимент тӳлеменшӗн административлӑ явап тыттарнӑ. Анчах депутата ку та тӳрӗ ҫул ҫине тӑма хистемен: пӗрех ывӑлӗшӗн унчченхи арӑмне укҫа паман. Унтанпа вӑл 3400 тенкӗ ҫеҫ алимент тӳленӗ. Унӑн вара уйӑхсерен 8 пин тенке яхӑн памалла. Арҫыннӑн парӑмӗ 80 пин тенкӗрен иртнӗ. Депутат судра хӑйӗн айӑпне тунман. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков Федерацин вӑрман хуҫалӑхӗн агентствине Тӑвай районӗнчи вӑрман хуҫи камне пӗлес тесе ыйтса ҫырнӑ. «Халӑх тарҫи» ҫак участок вӑрман фончӗн шутланнипе шутланманнине тӗпчет иккен. Ҫыру авторӗ ҫав лаптӑк е, тен, ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ мар-ши е тата пӗр-пӗр урӑх категорие кӗмест-ши тесе пуҫ ватнӑ. 10 гектар йышӑнакан лаптӑкра Тӑвай районӗнче ҫуралнӑ, Мускавра сумлӑ вырӑн йышӑнакан пӗр ҫын хуҫаланать иккен. Унта вӑл ял туризмне аталантарать-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче Федерацин вӑрман хуҫалӑхӗн агентстви Мускавра тӗпленнӗ чӑваш усламҫи ҫӗре хӑй тӗллӗн ярса илнӗ тесе судлашма хӑтланса пӑхнӑ. Анчах ун чух тавӑҫҫӑ пӗрремӗш инстанцири судра та, Чӑваш Енӗн Аслӑ судӗнче те выляса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мари Элта Шупашкар ҫамрӑкне шыраҫҫӗ. Вӑл юханшыв хӗрне похода кайнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Александр Пименов пӗр талӑк ҫыхӑнӑва тухмасть. Александр похода кайма юратать. Вӑл темиҫе кун унта ҫуран ҫӳрет. Хӗлле те похода кайма юратать. Мӑнкун умӗн вӑл амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ та кирлӗ ҫӗре, Иван Беляк ятлӑ ял ҫывӑхне, ҫитнине пӗлтернӗ. Александр Пименов ҫухалнӑ ҫӗрте ӑна ҫӑлавҫӑсем шыраҫҫӗ. Юханшыв пӑрӗ ҫинче ура йӗррисем пур. Тусӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл шыв ӑсма кайнӑ та пӑр айне ӳкнӗ. Ҫӑлавҫӑсем пӑра катаҫҫӗ, анчах хальлӗхе нимӗнле хыпар та ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «ДоступнаяМедицина.рф» (чӑв. Меллӗ медицина.рф) Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑмӑн ҫӑхавне пичетленӗ. Унта вӑл унӑн ашшӗ ӗҫлемен моргра икӗ кун выртнине пӗлтернӗ. Вилнӗ ҫыннӑн хӗрӗ портала пӗлтернӗ тӑрӑх, полицейскисем унӑн ашшӗн виллине кастарма тесе Йӗпреҫ районӗнчи пульница ҫумӗнчи морга ӑсатнӑ. Вилнин тӑванӗсем пакунлисем хушнине ӑша хывса ӑна хӑйсемех ҫитернӗ, вырӑна ҫитсен йышӑну уйрӑмӗнчен ҫара уҫҫи ыйтса илнӗ, морга кӗртсе хунӑ, кайран уҫҫа каялла парса хӑварнӑ. Район пульницинчи морг ӗҫлеменнине патологоанатом вилнин тӑванӗсене тепӗр икӗ талӑкран ҫеҫ пӗлтернӗ иккен. Ҫакна илтсен вилнин тӑванӗсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннине Йӗпреҫ районӗнчи пульница ҫумӗнчи моргран урӑх ҫӗре илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Мӑнкун ыркӑмӑллӑх марафонӗ иртет. Вӑл «Пулӑшма вӑхӑт» ыркӑмӑллӑх фондне пулӑшать. Марафон иртнӗ вӑхӑтра Юрия Славянская тата артистсен ҫемйи Антонпа Виктория Макарскисем чӗрӗ сасӑпа юрласа концерт лартӗҫ. Ҫавӑн пекех сусӑр ачасем, ваттисем патне кайма палӑртнӑ. Мари тата Чӑваш республикисенчи православи ҫамрӑкӗсемпе, нимеҫӗсемпе тӗл пулӗҫ. Юлия Славянская Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Етӗрне хулисенче пулӗ. Антонпа Виктория Макарскисем Шупашкара ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн Кӑмаша ялӗнчи сысна комплексӗнче пушар алхаснӑ. Шел те, пушарта выльӑх нумай вилнӗ. Ҫулӑмра 131 сысна ами, 1993 ҫура ҫунса вилнӗ. Ку пӑтӑрмах пирки паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ планеркӑра та калаҫнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пушар мӗнрен тухма пултарнине пӗлтернӗ: электропралук чӑхӑмланӑ. «Пушарта сысна нумай вилнӗ: 131 сысна ами тата 1993 ҫура», - тенӗ министр планеркӑра. Вӑл аш-какай комбиначӗн пурлӑх комплексне, выльӑха пӗтӗмпех страхламаннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Иван Архипов. Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Енӗн культура национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумне Иван Архипова ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин йышӑну кӑларнӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, Иван Архипов министр ҫумӗнче 2014 ҫултанпа ӗҫленӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра регионти туризм тытӑмне пӑхса-сӑнаса тӑрассине Культура министерствине панӑ. Ҫакна кура Иван Петрович республикӑра туризма аталантарас енӗпе вӑй хунӑ. Каласа хӑвармалла, «Правда ПФО» журналисчӗ тӳре пуканне пушатнӑ Иван Архиповпа телефонпа ҫыхӑннӑ, лешӗ ӑна хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен кайни ҫинчен каланӑ. Малашне вӑл ӑҫта тӑрӑшӗ? Хальлӗхе ку паллӑ мар, хӑй шарламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |