Чӑваш Енри инноваци проекчӗсене Мускавран укҫа тивӗҫӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗ, промышленность тата суту-илӳ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Инновацисене пулӑшакан фонд пирӗн республикӑри тӑватӑ проекта ырланӑ. Конкурса иртнӗ эрнекун, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пӗтӗмлетнӗ.
Инноваци проекчӗсене хӳтӗлес кӑмӑллисен йышӗ ҫӗршывӗпе 970 таран пухӑннӑ, вӗсенчен 96-шне ҫеҫ суйласа илнӗ.
Пирӗн республикӑри тӑватӑ проектран пӗри — электричествӑпа ӗҫлекен пандуссем (2 тӗрли) тата хӑйсем тӗллӗн утайманнисем валли аппарель кӑларасси. Ӑна Антон Михеев ятлӑ ҫын хӳтӗленӗ. Нутриентсемпе пуянлатнӑ автономлӑ апат рационӗ хатӗрлеме Виктор Харнас сӗннӗ. Купӑстана ана ҫинчен тӗрлӗ мелпе пухса илекен комбайна тата унӑн технологине Алексей Алатырев шухӑшласа кӑларнӑ. Тепӗр проект — онкологи чирӗпе аптӑракансене эндоскопи тунӑ чух кирлӗ пулакан тытӑм. Унӑн авторӗ — Руслан Сарбаев.