Республикӑра
![]() Муркаш районӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Лучшее муниципальное образование России в сфере управления общественными финансами» (чӑв. Халӑх укҫи-тенкипе хуҫаланассипе Раҫҫейри чи лайӑх муниципалитет) XI конкурсра виҫҫӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Кӑҫалхи конкурса ҫӗршывӑн 59 регионӗнчен 229 заявка тӑратнӑ. Вӗсенчен 104-шӗ хуласенчен ҫитнӗ, 125-шӗ — районсенчен. Конкурса хутшӑнакансене 69 енпе хакланӑ тесе пӗлтереҫҫӗ Муркаш район администрацийӗн пресс-службинче. Ҫав шутра — хысна тупӑшӗпе, тӑкакӗсемпе тата муниципалитет харпӑрлӑхӗпе епле усӑ курнине те, кадрсене кура та. Пӗлтӗр те муркашсем укҫа-тенкӗпе хуҫаланма пӗлни тӑрӑх республикӑра чи лайӑх ушкӑна кӗнӗ – район ҫав енӗпе лайӑх ӗҫлесе пынине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |