Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле юр хӑвӑрт ирӗлнӗрен Патӑрьел районӗнчи темиҫе яла шыв илни пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Туҫа тата Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗсенче ку хӑрушлӑха 50 ытла ҫурт лекнӗ. Акан 11-мӗшӗнче унта инкеклӗ лару-тӑру режимне палӑртнӑ. Патӑрьел, Аслӑ Арапуҫ, Туҫа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ ейӳ сарӑлма пултарасси пирки пӗлтернӗ. Анчах ертӳҫӗсем халӑха кун пирки хыпарлама васкаман. Ҫуртсене шыв кӗме пуҫласан ҫеҫ ҫынсене эвакуацилеме тытӑннӑ. Халӑх ейӳ сарӑлма пултарасси пирки пӗлтерменрен пачах хатӗрленмен. Тӳре-шаран халӑха вӑхӑтра пӗлтермелле, ейӳ чухне мӗн тумаллине ӑнлантармалла пулнӑ. Ҫавӑнпа пуҫлӑхсене пӗҫерккӗ лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ хальхи йышши пилӗк троллейбус туянасшӑн. Кун пирки ӗнер, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ирттернӗ пресс-конференцире тӗп хула администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Андрей Васильев каланӑ. «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хула хыснинче Шупашкарти троллейбус управленийӗ валли ҫӗнӗ троллейбуссем туянма укҫа пӑхса хӑварнӑ. Шӑпах ҫавӑнпа тӳре-шара мӑйракасӑрах ҫӳрекен пилӗк транспорт туянма палӑртнӑ. Аса илтерни вырӑнлӑ пулмалла, пӗлтӗр Хула кунӗ умӗн кун йышши троллейбуса Шупашкара тӗрӗслеме тесе илсе килнӗччӗ, ун чухне мӑйракасӑр троллейбус Шупашкар урамӗсемпе ҫаврӑнса Ҫӗнӗ хулана, унтан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре регионсен хушшинчи «Ветеран валли — ҫыру» пултарулӑх конкурсӗн республика шайӗнчи тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Кун пирки Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ хыпарлать. Конкурса ача ҫурчӗсенче пурӑнакансем, интернат шкулсенче тата ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. 30 ача ярса пана сочиненисенчен, эссесемпе открыткӑсенчен тӳресем чи лайӑх виҫӗ ӗҫе суйласа илнӗ. Шупашкарти тӑлӑх ачасен центрӗн вӗренекенӗн А. Кабартовӑн ветеран патне ҫырнӑ ҫырӑвӗ чи ӑнӑҫли пулнӑ, иккӗмӗш вырӑнта — Ҫӗнӗ Шупашкарти социаллӑ реабилитаци центрӗн вӗренекенӗсем С. Ахмедовӑпа В. Николаева. Виҫҫӗмӗшне вара Шупашкарти сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавак ачасен 2-мӗш шкулӗнче вӗренекен М. Антонова йышӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла, пултарулӑх конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене дипломпа чысланӑ, парне панӑ. Ятран ҫырнӑ ҫырусем вара ҫитес вӑхӑтрах ветерансем патне ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Роспотребнадзор Етӗрне районӗнчи шыва тӗрӗсленӗ. Ейӳ сарӑлнӑран унти ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ чакнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл гигиена нормативӗсемпе килӗшсе тӑмасть. Етӗрнере юханшывӑн сулахай енче пурӑнакансем Полянки ялӗнче вырнаҫнӑ ҫӑлтан шыв ӑсаҫҫӗ. Ҫак кунсенче унта ейӳ вӑйлӑ сарӑлнӑран шыв пахалӑхӗ чакнӑ. Халӗ «Полянки» водозаборта шыва дезинфекцилеҫҫӗ. ЧР строительство министрӗн ҫумӗ Максим Иванов каланӑ тӑрӑх, тӑватӑ резервуартан иккӗшӗнче дизинфекци пырать, ир енне вӗсене таса шыв тултармалла. Кун хыҫҫӑн Роспотребнадзор анализсем илӗ. Унтан тепӗр икӗ резервуара тасатӗҫ. Шыв тасамарланнине пула хулари ача сачӗсемпе пульницӑсене кӗленчери шывпа тивӗҫтернӗ, шкулта уроксемпе тӑхтавсен вӑхӑтне чакарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн пӗчӗк залӗнче Елена Рябцеван «Юман» фильмне кӑтартрӗҫ. Шупашкарта иртекен пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗ тӑрӑх пӗлекен ҫак авторӑн черетлӗ ӗҫӗпе паллашма СССР халӑх артистки Вера Кузьмина таранах пуҫтарӑннӑ. Чӑваш тӗнчин ытти паллӑ ҫыннисем те, тӑван халӑхӑмӑрӑн киноӳнерне хаклакан куракан та йышлӑччӗ. «Ҫамрӑксен ҫӗнӗлле шухӑшлавӗпе паллашма тесех килтӗм», — терӗ ҫак йӗркесен авторне, сӑмахран, Надежда Осипова журналист. Фильмра чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗсем тата Мускаври артистсем ӳкерӗннине эпир малтан пӗлтернӗччӗ-ха. Ӗнер вӗсенчен хӑшӗсемпе: Иосиф Дмитриев-Трерпа, Нина Яковлевӑпа, Вероника Айхипе — тӗл пулма май килчӗ. Тепрехинче «Юмана» Мускавра кӑтартӗҫ. |
Культура
![]() «Мӑнтарӑн пирӗн вырӑнти культура министрӗ! Балет фестивальне уҫнӑ чух синкерлӗ саламланӑран ун ҫумне яланлӑхах «ПетИпа» ят вырнаҫать пулӗ», — тесе ҫырнӑ «Советская Чувашия» хаҫатӑн культура темине ҫутатакан журналисчӗ Маргарита Красотина Фейсбукра. Аса илтерер, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкрати оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланчӗ, вӑл «Петипа-гала» концертпа уҫӑлчӗ. Хрнатсуссен балетмейстерӗн Мариус Петипан хушаматӗнче ударени юлашки сыпӑк ҫине ӳкет. Форумсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Константин Яковлев министр балет фестивалӗ вырӑнне опера фестивалӗ тенӗ имӗш. <iframe src="https://www.facebook.com/plugins/post.php?href=https%3A%2F%2Fwww.facebook.com%2Fritakrasotina%2Fposts%2F1496593517133030&width=500" width="500" height="193" style="border:none;overflow:hidden" scrolling="no" frameborder="0" allowTransparency="true" allow="encrypted-media"></iframe> Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре шыв шайӗ чакма пуҫланӑ. Эппин, ейӳ пӗтет кӗҫех. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ЧР инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров пӗлтернӗ. Халӗ Ҫавалти шыв шайӗ 387 сантиметр. Ку иртнӗ кунринчен 73 сантиметр пӗчӗкрех. Улатӑрта Сӑрти шыв шайӗ те анать, кунсерен 2-3 сантиметр чакать. Етӗрне тӗлӗнче Сӑр талӑкне 45 сантиметр анать. Унта пӑр пӗтнӗпе пӗрех. Чӑваш Енӗн кӳршӗ регионӗсенче вара ейӳпе йывӑртарах-ха. Аса илтерер: иртнӗ эрнере ейӳ Чӑваш Енри 11 районта вӑйлӑ сарӑлнӑ. Уйрӑмах Патӑрьелпе Комсомольски районӗнче йывӑр лару-тӑру пулнӑ. Унта тӳре-шара талӑкӗпех ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре, ют ҫӗрышвсенче Telegram мессенджер чӑхӑмлама пуҫлани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Халӗ Шупашкарти хӑш-пӗр провайдер мессенджер ӗҫне чарма пуҫланӑ. «Чебнет», «Мегафон» тата МТС провайдерсем telegram.org тата t.me сайтсене хупланӑ. «Билайнран» ку сайтсем уҫӑлаҫҫӗ-ха. Telegram хальлӗхе штатлӑ режимра ӗҫлет. Сӑмах май, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Мускаври суд мессенджера Раҫҫейре ӗҫлеме чарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Николай Маловпа мӑшӑрӗ Хальхи вӑхӑтра иртнӗ ҫулхи тупӑшсене кӑтартмалли вӑхӑт, РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсем те декларацисем хатӗрленӗ. Чӑваш Енӗн РФ Патшалӑх Канашӗнчи «халӑх тарҫисенчен» Николай Малов ыттисенчен сахалтарах ӗҫлесе илнӗ: унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ — 3,5 миллион тенкӗ. Мӗншӗн ӑна ыттисенчен катӑкрах тӳленӗ тесе пӑшӑрханма кирлӗ мар — депутат тивӗҫне вӑл ыттисенчен каярах кӳлӗннӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах Николай Малов хӑйӗн мӑшӑрӗпе чӑннипех мухтанма пултарать. Вӑл иртнӗ ҫул 17,6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. 2016 ҫулхи деклараципе танлаштарсан Маловӑн арӑмӗн харпӑрлӑхӗнче техобслуживани станцийӗ те, ҫул хӗрринчи сервиспа тивӗҫтерекен машинӑсен чарӑнӑвӗ те, магазинлӑ кафе тата унччен пулнӑ тепӗр кафе те юлман. Малтан шыв алтмалли икӗ скважина пулнӑ, халӗ вӗсем те, хуралҫӑ ҫурчӗ те ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Автозаправка проездӗнче вырнаҫнӑ ҫуртсен комплексне Пӗтӗм Раҫҫейри « Раҫҫейри Хӗрлӗ Хӗрес» общество организацине 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӳлевсӗрех усӑ курма панӑ. Унта ҫынсене пулӑшакан «Ыркӑмӑллӑх ҫурчӗ» центр пулӗ. Ку хушӑва паян ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Унччен ҫав ҫуртра ШӖМӗн вӗренӳ центрӗ пулнӑ, каярахпа Текстильмашпа юнашар вырнаҫнӑскер ведомствӑна кирлӗ мар пулса тухнӑ. Ҫурт комплексне республика харпӑрлӑхне панӑ. Пӗр вӑхӑт унта ИТ-технопарк вырнаҫтарма хӑтланнӑ. Тинех ҫурт комплексӗ хуҫаллӑ пулӗ. Пурлӑх комплексӗ йышне администраци корпусӗ, клуб, склад, пӗр хутлӑ кирпӗч ҫурт, проходной, коммуникаци тытӑмӗсем, 29 пин тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |