Раҫҫейре
![]() Анатолий Аксаков Инстаграма лартнӑ сӑн ӳкерчӗк. Мӑнкун валли Иерусалимри Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнчен сӑваплӑ ҫулӑма пирӗн республикӑна илсе килнине Чӑаш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Унта кӑҫал та, пӗлтӗрхиллех, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин ертӳҫи Анатолий Аксаков кайма пултарассине хыпарланӑччӗ. Чӑаш халӑх сайчӗ йӑнӑшман иккен. Паян ирпе Анатолий Аксаков Инстаграмра сӑн ӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. «Внуково» аэропотра, Израиле вӗҫсе каяс умӗн. Семёнов Сергей Палыч Сӑваплӑ ҫулӑм патне пуҫласа каять», — ҫырса хунӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ. Аса илтерер, Анатолий Аксаков — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин ертӳҫи. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов та асӑннӑ партире тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Сар.ru сӑнӗ Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хулинчи управленине паянтан ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырӗ. Ку пукана Владимир Хориков полковник йышӑннӑ. Раҫҫей ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари йӗрке хуралҫисене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Александр Смирнов паллаштарнӑ. Ҫак должноҫа йышӑниччен 50 ҫулти Владимир Хориков Коми Республикин йӗрке хуралӗнче ҫулталӑк вӑй хунӑ, ҫынна хирӗҫле тунӑ преступленисене уҫса паракан уйрӑм пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Унччен малтан вара тӑван тӑрӑхӗнче — Мари Республикинче — тимленӗ. 1991 ҫулта Йошкар-Олари шалти ӗҫсен управленийӗн уголовлӑ шырав уйрӑмӗн оперуполномоченнӑйне вырнаҫнӑ та Мари Эл йӗрке хуралӗнче иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗччен тӗрлӗ должноҫра тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Суд йышӑнӑвне пурнӑҫлакан приставсем Вӑрмар районӗнчи арҫынран сунарҫӑ пӑшалне туртса илнӗ. Хайхискер банк умӗнче пысӑк парӑма кӗнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарлать. Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суд приставӗсем патне банк умӗнче 180 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ ҫитнӗ. Ҫавна пурнӑҫласа приставсем ухтару тунӑ, кивҫенрен тухайман арҫыннӑн килӗнче пулнӑ пӑшала туртса илнӗ. Пакунлисем ӑна вырӑнти полици уйрӑмне управа панӑ. Палӑртса хӑвармалла, халӗ специалистсем пӑшал хакне палӑртаҫҫӗ. Енчен те парӑмҫӑ банка укҫа хывмасан хайхи пӑшала аукцион ирттерсе сутӗҫ, укҫине вара банка куҫарса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сергей Беккерӑн Фейсбукри сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ хулинче стена йӑтӑнса аннӑ. Пурӑнмалли ҫуртӑн мар-ха. Котельнӑйӑн. Хулари котельнӑйӗн ишӗлнӗ стенаи пирки Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн дппутачӗ Сергей Беккер Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ. «Ҫӗрпӳри чи пысӑк микрорайона тивӗҫтерекен котельнӑй стени йӑтӑнса аннӑ. Хулари пӗлтӗрхи ҫулла юсанӑ ҫулсем вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи евӗр. Ҫакӑн сӑлтавӗ — хулана тата района ӑнӑҫсӑр ертсе пынинчӗ», — тесе шухӑшлать Сергей Беккер. Унтан депутат кадр политикишӗн пӑшӑрханнине систерсе республика ертӳҫисем тата мӗн пулса иртессе кӗтеҫҫӗ-ши тесе пуҫ ватать. «Районсемпе ял тӑрӑхӗсене халӑхпа суйлас йӑлана вӑраха хӑвармасӑр тавӑрмалла!!!» — предложение Сергей Беккер виҫӗ кӑшкӑру паллипех вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекен икӗ кулинара ҫӗршыври Кулинарсен наци ассоциацийӗ хӑйӗн чи пысӑк наградипе — «Знак достоинства» (чӑв. Пархатар палли) кавалер ятпа — чысланӑ. Халӑх апатланӑвӗнче ӗҫлекенсене хавхалантарма йышӑннӑ наградӑна «Кулинар» тулли мар яваплӑ обществӑн ертӳҫи Лилия Бенда тата «Алексгруп» тулли мар яваплӑ обществӑн «Депо» столовӑйӗн ертӳҫи Надежда Яковлева тивӗҫнӗ. Вӗсене Мускавра иртнӗ «Chef a la Russe» кулинари чемпионатне уҫас умӗн чысланӑ. Сӑмах май, Раҫҫей шайӗнче чемпионата кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ. Чӑваш Енри кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫине Николай Уездноя Кулинарсен наци ассоциацийӗ Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Кун пирки ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Анатолий Аксаков тата Олег Николаев Турра ӗненекенсем ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мӑнкун уявне палӑртӗҫ. Ун пек пысӑк уявра ҫӗршыв тата республика ертӳҫисем чиркӗве ҫул тытаҫҫӗ, Турра кӗл тӑваҫҫӗ. Хӑйсем кӑна мар, мӑшӑрӗсене, ачи-пӑчине ертсе каяҫҫӗ. Иерусалимри Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнчен сӑваплӑ ҫулӑма пирӗн республикӑна та илсе килеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин ертӳҫи Анатолий Аксаков тата РФ Патшалӑх Думине асӑннӑ партирен суйланнӑ Олег Николаев (сӑн ӳкерчӗкре) кайнӑччӗ. Эпир илтнӗ тӑрӑх, Анатолий Аксаков кӑҫал та ҫав ҫулӑм патне кайӗ. Шупашкарти Татиана чиркӗвӗнчи Мӑнкун кӗллине Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Трансляци 23 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 17 сехетре Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче республикӑри кинематографистсем Палестинӑн Раҫҫейри посольствин пӗрремӗш ҫыруҫипе Абедалла Иесапа тӗл пулӗҫ. Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, курнӑҫӑва Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Абедалла Иеса — Палестина поэчӗ, журналисчӗ, политолог, кинопродюсер, тӗрлӗ литература наградисен лауреачӗ. Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Палестина хӑни Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗпе — экономика аталанӑвӗн министрӗпе Владимир Аврелькинпа тӗл пулнӑ. Унта пирӗн регионпа Палестина ҫӗршывӗ килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал ҫулла Шупашкарта транспорт шутне чакарасшӑн. Ку ыйту пирки Шупашкар хула администрацийӗнче ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ ҫавра сӗтелте калаҫнӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӗп хулара 532 транспорт таран чакарӗҫ. Вӗсен йышӗнче 128-шӗ – маршрутка. Вӗсем вырӑнне вӑтам тата пысӑк класлӑ автобуссем ҫынсене илсе ҫӳреме тытӑнӗҫ. Маршрутсен схемине, номерӗсене те улӑштарӗҫ. Пӗр ҫулпа ҫӳрекен маршрутсене те пӗтерӗҫ. Палӑртмалла: хулара кунсерен 756 транспорт ҫӳрет. Куллен ҫӳрекен 488 маршрутка «пик» сехетсенче лӑк туллиех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Михаил Марискин Улатӑр районӗн судӗнче асӑннӑ хула администрацине ертсе пынӑ Михаил Марискин тӗлешпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ ҫаплипех тӑсӑлать. Ҫакна «Коммерсант» хаҫат ӗнер хыпарланӑ. Судра Михаил Марискинсӑр пуҫне унӑн экс-ҫумӗн Олег Добрынкинӑн тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗн экс-ертӳҫин Елена Басюкӑн тыткаларӑшне тишкереҫҫӗ. Улатӑрти районсем хушшинчи прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫи Александр Емельянов Михаила Марискина РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйипе, тепӗр майлӑ каласан, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнишӗн, 10 эпиоздпа айӑпласа пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние тӑватӑ ҫуллӑха ӑсатма, влаҫ органӗсенче икӗ ҫул ӗҫлеме чарма ыйтнӑ-мӗн. Суда материалсем 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех ҫитнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсакан организацисене Михаил Марискин 2008–2009 ҫулсенче 34,8 млн тенкӗ куҫарса панӑ, лешсем ӗҫне пурнӑҫламан тесе шухӑшлаҫҫӗ. Саккунпа килӗшсе тӑман ытти ӗҫпе те вӑл аппаланнӑ тесшӗн. Михаил Марискин хай айӑпне йышӑнман иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пӗрлехи 103 номерпе килекен шӑнкӑравсем валли call-центр ӗҫлеме пуҫланӑ. Малашне Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗ Чӑваш Енре пурӑнакан мӗнпур халӑха пулӑшу парӗ. Халӗ 103 номерпе шӑнкӑравласан пурте пӗрлехи call-центра лекеҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн унта ӗҫлекенсем пациент пурӑнакан вырӑна ҫывӑх вырнаҫнӑ васкавлӑ медпулӑшу бригадине ярӗҫ. Ҫавӑн пекех программӑпа техника пулӑшнипе Чӑваш Енре пурӑнакансен 95 проценчӗ 30 ҫеккунт хушшинче пӗрлехи call-центра шӑнкӑравласа ҫитме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |