Вӗренӳ
![]() Шупашкарта чи лайӑх класс суйланӑ. Хула шайӗнчи иртнӗ конкурса ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, финала 8 класс тухнӑ: вӗсем 10, 20, 24, 40, 43, 48, 56 тата 59-мӗш шкулсенчен. Вӗсем видеохӑтлав тата «Классный и компания» ятлӑ визит карточки хатӗрленӗ. 48-мӗш шкулти 4-мӗш «в» класс ачисем чи маттуррисем пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна 24-мӗш шкулти 2-мӗш «б» калсс, 56-мӗш шкулти 4-мӗш «и» класс класс тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна 20-мӗш шкулти 3-мӗш «в» класс, 43-мӗш шкулти 4-мӗш «е» класс, 40-мӗш шкулти 4-мӗш «к» класс йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 23 сехет те 53 минутра Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑм икӗ ҫурта тӗп тунӑ, вӗсенчен кӗл купи ҫеҫ юлнӑ. Икӗ ҫемье, Лубашкинсемпе Березкинсем, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Анна Березкина ялти шкулта ачасене биологипе хими предмечӗсене вӗрентет, Валентина Лубашкина – кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ. Пушар тухнӑ чухне Березкинсем ҫывӑрнӑ. Чи малтан хунямӑшӗ вӑраннӑ, ҫулӑм пиче патне пынӑран вӗри туйнӑ. Пӳртре 6 ҫын ҫывӑрнӑ. Вӗсем документсене тата ноутбука илме ҫеҫ ӗлкӗрнӗ. Березкинсем Лубашкинсем патне шакканӑ. Лешсем йӑлара уса курмалли хӑш-пӗр техникӑна тата документсене ҫеҫ илнӗ, часрах ҫунакан пӳртрен чупса тухнӑ. Икӗ кил хуҫалӑхӗнче те выльӑх-чӗрлӗх ҫунса вилнӗ. Ҫемьесен халӗ нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа вӗсене япаласем кирлӗ: арҫынпа хӗрарӑм тумӗсем, эмелсем, ҫӑвӑнмалли хатӗрсем, апат-ҫимӗҫ. Укҫан пулӑшсан та лайӑх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш Енри ҫынсем тӗнче тетелӗпе усӑ курма пӗлеҫҫӗ-и? Росстат халӑх информаци технологийӗсемпе тата информаципе телекоммуникаци сечӗсемпе мӗнле усӑ курнине тишкернӗ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта Чӑваш Енре пурӑнакансен 66,8 проценчӗ тӗнче тетелне кӗнӗ. Анчах ҫынсем ку енӗпе ытлах палӑрсса каймаҫҫӗ – Чӑваш Ен танлаштарӑмра 85 регион хушшинче 83-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ямал-Ненецк автономи округӗнче, Ханты-Манси автономи округӗнче пурӑнакансем те тӗнче тетелӗпе туслах мар. Раҫҫйери ҫынсен 56 проценчӗ тӗнче тетелне смартфон урлӑ кӗрет. Ыттисем – компьютертан е ноутбукран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимеш ялне шыв илнӗ. Ҫак хыпара паян РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ. Лару-тӑрӑва яваплисем сӑнасах тӑнине ӗнентереҫҫӗ. Ял ҫыннисене пулӑшма 71 ҫын хатӗр тӑрать иккен тата 22 единица техника. Ӗнерхи кун тӗлне Патӑрьел районӗнчи 4 яла шыв илнӗ. Республикӑра инкеклӗ лару-тӑрура пулӑшма специалистсемпе техника кӑна мар, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем те, аэромобильлӗ ушкӑн та хатӗр тӑрать. Паян тата Пӗчӗк тата Мӑн Ҫавал юханшывӗсем Ҫӗрпӳ патӗнче ҫырантан тухса кайнӑ. «Звездный» ача-пӑча уйлӑхне хӑш-пӗр вырӑнта шыв илнӗ. Ӗнер Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗче ейӳ кӗпере татса кайнӑччӗ, ҫавна пула ачасем шкула каяйманнине хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() HeadHunter компани аналитикӗсем Раҫҫейре чи нумай укҫа ӗҫлесе илекен професси ҫыннисене палӑртнӑ. Хӑш специалистем нумайрах ӗҫлесе илнине пӗлес килет-и? Кӑҫалхи пӗрремӗш квартала пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, программистсен шалӑвӗ чи пысӑкки пулнӑ. Ҫавӑн пекех услама аталантаракан менеджерсем, система администраторӗсем, шалти аудиторсем сахал мар укҫа илеҫҫӗ. Мускаври программистсем уйӑхсерен 100-100 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ, регионсенче вара – 60-70 пин тенке яхӑн. Услама аталантаракан менеджерсен шалӑвӗ 70-80 пин тенкӗпе танлашать. Регионта вара – 60-70 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "На связи" прхивӗнчи сӑн Ҫавалта, Ҫӗрпӳ районӗнче, арҫын путса вилнӗ. Ку паян, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пулнӑ. 43 ҫулти арҫын кӑнтӑрла хӑйӗн резина киммипе Ҫавал тӑрӑх ишсе кайнӑ. Куракансем каланӑ тӑрӑх (вӗсем ҫыран хӗрринче эрех ӗҫсе ларнӑ), вӑл кимӗ хӗррине ларнӑ та тухса ӳкнӗ. Арҫын шывран тухма хӑтланнӑ, анчах пултарайман. Ҫынсем ун патне тепӗр кимӗпе ишсе пынӑ, ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Анчах ӑна ҫӑлма май килмен – вӑл сывлама пӑрахнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ку ӗҫе тишкерет, судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗрне ертсе пынӑ хӗрарӑм айӑплине суд ҫирӗплетнӗ. Ӑна должноҫ тивӗҫӗсенчен иртнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса саккуна пӑснӑшӑн айӑпланӑ. Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи хӗрарӑм хӑйӗн упӑшкине авариллӗ тесе йышӑннӑ, сӳтсе пӑрахма палӑртнӑ нумай хутлӑ ҫуртра пропискӑна тӑратнӑ. Ҫавна май арҫын авариллӗ ҫуртсенчен республика программипе килӗшӳллӗн куҫакансен йышне лекнӗ. Пуҫлӑх пуканне йышӑнаканскер саккуна пӑсса социаллӑ найм килӗшӗвӗ хатӗрленӗ те хӑйӗн мӑшӑрне ҫӗнӗ ҫуртра хваттер уйӑрса панӑ, республика тата район хыснисенчен 1 миллион та 340 пин тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ҫак сӑлтавсене шута илсе суд тӳре пулнӑ хӗрарӑма 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Александра Прокопьева «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2018» акцин сӑн-сӑпачӗ пулма И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенткине Александра Прокопьевӑна суйланӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтне диктанта хатӗрлекен йышӑну комиссийӗн пайташӗсем пӗлтерчӗҫ. Александра Прокопьева асӑннӑ университетӑн чӑваш тата вырӑс филологи факультечӗн 5-мӗш курс студентки. Вӑл Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Гороскоппа — йӗкӗреш. Александра ячӗ пирӗн сайтра та пӗрре тухнӑччӗ — виҫӗмҫул вӑл чӑваш чӗлхине тӗпчесе «ЮНЭКО» форумра ҫӗнтернӗччӗ. Ҫавӑн пекех асӑнса хӑварас пулать: Тӑрмӑш хӗрӗ 2017 ҫулта Шупашкарта иртнӗ «Аслӑ Атӑл ҫамрӑклӑхӗ» конференци-фестивальте те палӑрнӑ. Пӗлтӗр ку тивӗҫе пурнӑҫлама наци радиовӗн дикторне Мария Самделовӑна суйланӑччӗ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() «Тусӑмсем, сире валли кӑштах пуҫа ватмалли тӗслӗх... Ҫак кунсенче мӗн пур чӑваш тӗнчи чӑваш чӗлхи уявне паллӑ тума хатӗрленет... Вӑт ҫапла хисеплетпӗр эпир тӑван чӗлхене!!!», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Альбина Юрату сӑвӑҫ. Хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетме вӑл йыхрав хутне вырнаҫтарнӑ. Сӑмахӗ унта илемлӗ вулакансен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсем хушшинчи конкурсӗ пирки пырать. Ӑна Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ ирттерет иккен. Альбина Юрату йыхраври йӑнӑшсене ручкӑпа чӗрмеленӗ те сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӗмен облаҫӗнчи Тобольск хулинче «Золотые купола» (чӑв. Ылтӑн куполсем) пӗтӗм тӗнчери фестиваль иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тата Беларуҫпа Казахстанри 33 хуларан 1,5 пине яхӑн ҫын пуҫтарӑннӑ. Ямал-Ненецк тӑрӑхӗнчи чӑваш юррин «Хавас» ансамблӗ «Халӑх вокалӗ. Ансамбль» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Маларах ҫак ушкӑн Тӗменти пӗтӗм тӗнчери фестиваль-конкурсра Гран-прие тивӗҫнӗччӗ. Аса илтерер, пултарулӑх ушкӑнне Пушкӑртстанри Ҫтерлӗри филармонире ӗҫленӗ Лира Губарева ертсе пырать. Ансамбле 2009 ҫулта йӗркеленӗ. Пӗчӗккисем валли «Шевле» ушкӑн та пуҫарнӑ вӑл. Чӑваш наци культурине аталантарнӑшӑн Лира Губаревӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Тав хучӗпе тата Хисеп хучӗпе наградӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |