Политика
![]() Шурашкар хулин экс-мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарни пирки сайтра нумай хутчен хыпарланӑччӗ. Халӗ ӗҫсем суда ҫитнӗ, пӗрремӗш суд ларӑвне те ирттерме палӑртнӑ. Анчах вӑл иртеймен-ха. Ирина Клементьева чирлет-мӗн. Халӗ ӗҫ тӗлӗшпе производствӑна чарса лартнӑ. Айӑпланакан суда хутшӑнаймасть, хӑй ӑҫта пулни паллӑ – ҫапла ҫырнӑ Ленин районӗн сучӗн сайтӗнче. Аса илтерер: Ирина Клементьевӑна 11 эпизодпа айӑпласшӑн. Вӑл кӳнӗ тӑкак 22,9 миллион тенкӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе вӑл килти арестра ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |