Шупашкар хулин экс-пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе тепӗр икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Аса илтерер: унччен ун тӗлӗшпе ултӑ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшне – должноҫпа ылашши усӑ курнӑшӑн, тепӗр виҫҫӗшне – укҫа-тенке тӑкакланӑшӑн. Ирина Клементьева халӗ килти арестра ларать. Ку срока ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен тӑснӑ.
Хальхинче мӗншӗн пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ-ха? Следстви версийӗ тӑрӑх, 2012-2016 ҫулсенче Клементьева «Чӑваш Ен – Мед» страхлав компнийӗн сӗтел-пуканне, ытти хатӗр-хӗтӗре упӑшки ертсе пыракан фирмӑна тӳлевсӗр панӑ. Документра вара ку тӑкаксене страхлав команийӗ ҫине ҫыртарнӑ. Ҫапла майпа тӑкак 870 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ.
2012 ҫулхи раштавра вӑл ҫав фирмӑпах килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, страхлав компанийӗ медицина хатӗр-хӗтӗрне каярахпа туянма май туса парса йӳнӗпе тара панӑ. Тӑкак 1,3 ытла миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Ирина Клементьева, унан упашка та - Канаш районенче сурална сынсем. Айапла так, явап пулать. Анчах весем ытла шапанасем мар. Хамаръялсем. Шупашкарти администрацийенче, хальхи мэр та - хамаръялсем мар сав.