Республикӑра
![]() Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнче пурӑнакан пенсионер «Вилекенсене ҫӑлнишӗн» медале тивӗҫнӗ. Указа РФ Президенчӗ ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Инкек 2015 ҫулхи ҫулла пулнӑ. Ялти пӗр хӗрарӑм пӗве хӗрне килти кӑвакалсене хӑвалама кайнӑ. Асӑрханмасӑр вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пӑтӑрмаха Елизавета Сергеева чӳречерен асӑрханӑ. Хӗрарӑм часрах вырӑна чупса ҫитнӗ. Пӗр шухӑшласа тӑмасӑр шыва чӑмнӑ, кӑвакал хуҫине ҫӳҫрен ярса илнӗ те ҫыран хӗрне туртса кӑларнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма унтан вӑл чӗркуҫҫи ҫине хырӑмпа хунӑ та ҫурӑмӗнчен аллипе пусса реанимацилеме тытӑннӑ. Елизавета Сергеева хӑй вӑхӑтӗнче ҫыхӑну техникумӗнче вӗреннӗ. Телеграф тата хулапа хула хушшинчи ҫыхӑну енӗпе электромеханик пулса тӑрӑшнӑ. Ҫыхӑну ӗҫченӗсен кунне халалланӑ ӑмӑртусенче пӑшалтан тӗл лектерессипе тата шашкӑпа малти вырӑнсене тӑтӑшах йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Энциклопедия Шемуршинского района» (чӑв. Шӑмӑршӑ районӗн энциклопедийӗ) пичетленнӗ. Кӑларӑма районӑн 80 ҫулхи юбилейӗ тӗлне Герман Ларшников, Петр Фомин, Владимир Андронов хатӗрленӗ. Дмитрий Литаврин художник илемлетнӗ. Кӗнекене 1500 тиражпа кӑларнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, район аталанӑвне хӑйсен тӳпине хывнисене халалланӑ пай энциклопединче пысӑк вырӑн йышӑнать. Шӑмӑршӑ районӗн тулашӗнче ҫуралса муниципалитетшӑн тӑрӑшнисене те шута илнӗ. Районӑн Астӑвӑм кӗнекине лекмен Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем те энциклопединче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ. Ҫурҫӗр Кавказри, Вӑтам Азири тата ытти хӗрӳ вырӑнти хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннисене те манса кайман. Районӑн энциклопедине маларах елчӗксем, етӗрнесем, муркашсем, шупашкар районӗсем тата ытти хӑш-пӗри кӑларнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти почтамт экс-пуҫлӑхӗ судра явап тытнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Шупашкарти почтамтӑн экс-пуҫлӑхӗ почта ҫыхӑнӑвӗн федераци управленине 260 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗччен хайхискер фирмӑна, вӑл унта учредительсенчен пӗри пулнӑ, хулари электричество сечӗ патне Ҫӗнӗ Шупашкарти почта ҫыхӑнӑвӗн щичӗ урлӑ ҫыхӑнтарнӑ. Экс-пуҫлӑх хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен кӳнӗ тӑкака, 75 пин тенке, йӑлтах саплаштарма шанатарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗче ӗнер ейӳ кӗпере татса кайнӑ. Кӗпер ялӑн екӗ енне ҫыхӑнтарнӑ. Ку ӗнер 14 сехетре пулнӑ. Халӗ пӗр ялти ҫынсем пӗр-пӗринпе хутшӑнаймаҫҫӗ. Шкул ачисем пӗлӳ ҫуртне каяймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта ҫитме тепӗр ҫул ҫук. Шаккӑл ялӗнче кунашкалли тӑтӑшах пулать-мӗн. Палӑртмалла: ӗнер республикӑра ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑ, юр нумай ирӗлнӗ. Чылай тӑрӑхра шыв-шур хӑпарнӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче паян пӗлтернӗ. ЧР инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыври шыв Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи хӑш-пӗр ялта, Ҫӗмӗрле хулинче хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Красноармейскинче республика шайӗнче иртекен «Чӑваш Енӗн ҫулталӑк воспитателӗ», «Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Чӑваш Енӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ», «Ҫулталӑкри чи лайӑх психолог педагог» тата «Ҫулталӑкри чи ӑста социаллӑ педагог» конкурссен районти тапхӑрӗсене пӗтӗмлетнӗ. Район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Трак тӑрӑхӗнче «Ҫулталӑкри чи ӑста социаллӑ педагог» ята Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Арина Михайлова тивӗҫнӗ, «Ҫулталӑкри чи лайӑх психолог педагог» ята ҫак шкултах ӗҫлекен Елена Константинова ҫӗнсе илнӗ. Класс ертӳҫисен йышӗнче Трак вӑтам шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенне Валентина Лукинана ҫитекен пулман. «Пӗчӗк ҫӑлтӑр» ача пахчин воспитателӗ Галина Николаева «Ҫулталӑкри чи лайӑх воспитатель» пулса тӑнӑ. «Чӑваш Енӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» ята ҫӗнсе илессишӗн вара Трак вӑтам шкулӗн физкультура учителӗ Валерий Чаховский тупӑшӗ — район шайӗнчи конкурсра вӑл чи маттурри пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 21 сехет те 45 минутра Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче юханшывра 10 ҫулти хӗрачан виллине тупнӑ. Ача путнӑ вырӑнта шыв тарӑн та мар. «Ахӑртнех, хӗрача аттине ҫума тӑнӑ. Халӗ инкек мӗнле пулнине тӗпчеҫҫӗ», - тенӗ ЧР инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ. Кӑҫал кунашкал инкек унччен те пулнӑ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче 3 ҫулти ача тарӑнах мар юханшыва кӗрсе ӳксе шӑнса вилнӗ. Вӗсем унта пиччӗшӗпе ҫунашкапа ярӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен хӑш-пӗр маршрута хупма сӗнет. Вӗсен йышне 101Э, 156, 220, 234, 262, 263, 270, 331, 332, 334 тата 337-мӗш маршрутсем кӗнӗ. Юлнӑ пилӗк маршрут валли хулара икӗ чарӑну ҫеҫ хӑварасшӑн: «Хула ҫум» тата «Ҫӗнӗ сала» автостанцисем. «Шупашкарта 490 маршрутка ҫӳрет, Ҫӗнӗ Шупашкартан тепӗр 337. Вӗсем хулари маршруткӑсен ҫулӗсемпе ҫӳреҫҫӗ, Шупашкарти пассажирсене лартса пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла чупаҫҫӗ. Йӑлтах унчченхи пекех юлсан мӗнле реформа пирки пырать сӑмах: ӑмӑртакан маршруткӑсен караванӗ, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсем, «Чӑвашавтотранс» пек панкрута тухма пултаракан троллейбус управленийӗ», - тенӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ. Анчах транспорт министрӗ Владимир Иванов ку шухӑшпа килӗшмест. Маршруткӑсене чакарни тата ҫынсене автостанцисене ҫеҫ илсе ҫитерни халӑха килӗшмӗ – ҫапла палӑртнӑ министр. Кунсӑр пуҫне пассажирсен икӗ хут нумайрах тӳлеме тивӗ. Алексей Ладыков ҫавах маршруткӑсене чакарасшӑн. Тӳре-шара ку ыйтӑва татса парайман. Ӑна вӗсем тепӗр икӗ эрнерен ҫӗклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Баварири Develey Senf & Feinkost GmbH компани пирӗн республикӑра сарӑ пӑрӑҫ ҫитӗнтересшӗн. Вӗсем ку ӳсен-тӑранпа анлӑ усӑ кураҫҫӗ: соуссем, техӗмлӗхсем хатӗрлеҫҫӗ. Халӗ Чӑваш Енре сарепт сарӑ пӑрӑҫӗ (сарептская горчица) ӳстереҫҫӗ. Унӑн вӑрринчен апата ямалли сарӑ пӑрӑҫ, чӗлхене чӗпӗтекенскере, хатӗрлеҫҫӗ. Европӑра вара урӑх сортпа анлӑ усӑ кураҫҫӗ, вӑл «Дижонская» ятлӑ. Ҫак сорт ҫемҫе тутӑллӑ. Develey Senf & Feinkost GmbH компани 2010 ҫулта Канашра хӑйӗн производствине уҫнӑ, унта соуссем кӑлараҫҫӗ. Компани директорӗ Михаэль Дурах Чӑваш Енре ӳстернӗ сарӑ пӑрӑҫпа кунта кӑна усӑ курасшӑн мар. Вӑл ӑна Европӑна та ӑсатма сӗнет. Ҫавӑнпа компани кунта вӑрӑ центрӗ тума хатӗр. Вӗсене ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫитӗнтерӗҫ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ку шухӑша ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ресторанти туя кайса персе аннӑ хӗрарӑма апатлану предприятийӗн ҫур миллиона яхӑн тенкӗ тӳлемеллине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ ЧР Аслӑ сучӗн экс-судйипе ҫыхӑннӑччӗ. Юлташӗсен мӑнукӗн туйне кайнӑскер ресторан картлашки ҫинче ӳксе пуҫ мимине чӗтретнӗ, аллине хуҫнӑ. Шупашкарти Мускав район сучӗ хӗрарӑм ыйтнине тивӗҫтерсе кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ресторантан 300 пин, тӑкака кӑмӑлпа саплаштарман тесе 150 пин тенкӗ штраф шыраса илмелле тунӑччӗ. Сарӑмсӑр пӗр-пӗр сӑлтава пула ҫывӑх ҫыннисене ҫухатакансене те ун чухлӗ укҫа шыраса паманран укҫа сумми ҫак ӗҫпе паллашнисене хытах тӗлӗнтернӗ. Пӗрремӗш инстанцири йышӑнупа килӗшмесӗр ресторан ЧР Аслӑ судне ҫитнӗ. Паян лару иртнӗ. Анчах унти тӳресем ӗҫе пӑхса тухма килӗшмен. Ҫапла ку ӗҫе РФ Аслӑ сучӗ тишкерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫанталӑк тӑрук ӑшӑтнине пула ӗнер, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри 11 районпа хулара пурӑнмалли ҫуртсемпе хуҫалӑхсем шыва кайнӑ. Республикӑн ГКЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи хӑш-пӗр ялта, Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакансене пырса тивнӗ. Ейӳ сарӑлнипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру Патӑрьелпе Комсомольски тӑрӑхӗсенче уйрӑмах ҫивӗч. Кунта район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн юханшывсенче шыв шайӗ хӑпарнӑран район ертӳҫисене, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене талӑкӗпех ӗҫлемелли йӗрке ҫине куҫарнӑ. Патӑрьел районӗнче Пӑла ҫырантан тухса кайнӑ, ҫавна май Патӑрьел, Анат Туҫа, Тӑрӑн, Кӗҫӗн Арапуҫ, Чӑваш Тимешӗ тата Вӑтаел ялӗсем шыва каяс хӑрушлӑх тухса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |