Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ялтӑна вӗҫсе кайнӑ. Вӑл унта Пӗтӗм тӗнчери IV канашлӑва хутшӑнать. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче Ялтӑра Пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗ иртет. Чӑваш Енри делегацие Михаил Игнатьев ертсе пырать. Крым Республикин Правительствин пайташӗсемпе 2018-2020 ҫулсенче ЧР Министрсен Кабинечӗпе Крым Республикин Министрсен канашӗ хушшинче суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлешӗвӗ ваттисем хушшинче компьютер пӗлӗвне сарассипе малалла ӗҫлет. Компьютера епле пӗлнине пахалас тата унӑн вӑрттӑнлӑхне ӑша хывма хавхалантарас тӗллевпе ҫулсеренех чемпионат ирттерет. Пӗтӗм Раҫҫейри чемпионат кӑҫал Пятигорска пухӑнӗҫ. Ӑмӑрту виҫӗ тапхӑрпа пулӗ. Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Атӑлҫи патшалӑх техника университечӗн Сӗнтӗрвӑрринчи филиалӗнче чемпионатӑн районти тапхӑрӗ иртнӗ. Пенсионерсем РФ Пенси фончӗн порталӗнче, Яндекс шырав тытӑмӗнче, Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн патшалӑхӑн информаци тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Чемпионатра Любовь Тюрикова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Елена Ястребова — 2-мӗш, Ольга Савинова, Татьяна Исаева — 3-мӗш. Ака уйӑхн 27-мӗшӗнче район ушкӑнӗ республикӑри конкурсра тупӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей МЧСӗ суту-илӳ центрӗсенче тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн малтанлӑха пӗтӗмлетӳ тунӑ. Шел те, Чӑваш Енри ҫакнашкал центрсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗх нумай тупса палӑртнӑ. Ҫавна май пирӗн регион ку енӗпе япӑххисен йышне лекнӗ. РФ МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суту-илӳ центрӗсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем Пушкӑртстанра, Удмурт, Чӑваш республикисенче, Краснодар крайӗнче, Брянск, Владимир, Калуга, Кострома, Мурманск облаҫӗсенче, Ханты-Манси автономи округӗнче нумай пулнӑ. Пӗтӗмпе пирӗн ҫӗршывра 40 суту-илӳ центрӗн ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ. Аса илтерер: Кемӗрти пушар хыҫҫӑн МЧС тата прокуратура 10 пин ытла суту-илӳ центрне тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен ҫурринче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене пӑхӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви тискер чӗрчунсене шутланӑ. Кун пирки ведомство сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Юлашки ҫулсемпе танлаштарсан, Чӑваш Енри вӑрмансенче хӑш-пӗр тискер чӗрчун сахалланнӑ. Специалистсем тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ тунӑ. Пирӗн регионта 1386 пӑши, 479 хир сысни, 692 хир качаки, 20 кашкӑр, 4586 пакша, 2270 тилӗ, 1034 сӑсар, 3769 шурӑ мулкач, 1974 хир куянӗ, 5 ҫӳлевӗҫ, 43 юс пурӑнать. Хир сыснисен йышӗ 364 пуҫ чакнӑ, малтан шурӑ куянсен хисепӗ 277 пуҫ нумайрах пулнӑ. Кӑҫал, ытти ҫулсемпе танлаштарсан, 11 ҫӳлевӗҫ сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинчи халӑх театрӗ район тӑрӑх гастрольсемпе ҫӳрет. Константин Ярухин режиссер ертсе пыракан «Сипет» ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Матикассинчи культура ҫуртӗнче пулнӑ. Унта вӗсем Алексей Горбачев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Василиса кин кӗртет» камитпе кайнӑ. Спектакльте 13 ҫын вылять. Вӗсем — тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенсем: культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем те, тухтӑрсем те, ял хуҫалӑхӗнче тимлекенсем те, тивӗҫлӗ канурисем те. Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Сипет» халӑх театрӗн йышӗ хушӑннӑ. Ял ҫыннисем профессиллӗ мар артистсене кӑмӑлтан йышӑннӑ. Тӑвӑллӑн алӑ ҫупса вӗсем хавхалантарнӑ, пултарулӑхра малашне те ырӑ суннине, ыттисене те курма сӗнессине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара тата каялла общество транспорчӗпе каймашкӑн билет хаклӑрах пулӗ. Маршрутка ҫинче хака 1 тенкӗ ӳстересшӗн, ҫапла майпа вӑл 26 тенкӗпе танлашӗ. ЕТКпа тӳлесен – 25 тенкӗ. Автобус ҫинче вара хак 22 тенкӗ пулӗ, ЕТКпа – 21 тенкӗ. Проезднойсен хакӗ те кӑштах ӳсӗ. Юлашки хутчен ку тарифсене 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче хӑпартнӑ. Хаксене кӑҫал ӳстерӗҫ. Анчах хальлӗхе ку хӑҫан пуласси паллӑ мар. Аса илтерер: ЧР Транспорт министерстви тата мэри Ҫӗнӗ Шупашкар маршруткисен шӑпине татса парасшӑн. Шупашкар хула администрацийӗ 5 автобус маршрутне хӑварма сӗнет. Транспорт министерствине вара ку шухӑш килӗшмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑваш бройлерӗ» предприятире халӗ 79 ҫын ӗҫлет, вӗсенчен 22-шӗ – декрет отпускӗнче. Чылайӑшӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнчен ӗҫ укҫи илеймен. Предприяти 214 ӗҫчен умӗнче, ҫав шутра ӗҫрен кӑларса янисем те пур, 5 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хапрӑк ӗҫченӗсем забастовка тӑвасси пирки пӗлтернӗ, тепӗр кунхине забастовкӑна тухнӑ. Ӑна пӗтерес тесе хуралҫӑсем 53 ӗҫчене ӗҫе кӗртмен, предприятирен какай тултарнӑ машинӑна кӑларман. Вырӑна полици чӗннӗ. Хапрӑкра кам ӗҫленӗ – пурин умӗнче те тенӗ пекех парӑм кӗнӗ. Унччен ӑна Вадим Николаев ертсе пынӑ (халӗ вӑл Чӑваш Ен сенаторӗ). Ун хыҫҫӑн хапрӑк Курскри усламҫӑ Александр Четвериков аллине куҫнӑ. «Чӑваш бройлерӗн» акцийӗсен 51 проценчӗ – «Красная поляна плюс» АУОн (вӑл Курск облаҫӗнче вырнаҫнӑ), 49 проценчӗ – ЧР Юстици министерствин. Ведомство хӑйӗн акцине сутма тӑратнӑ, анчах ӑна никам та туянасшӑн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Пӑтӑрмахсем
Кемерово хулинче пулса иртнӗ трагедии хыҫҫӑн чылай та вӑхӑт иртмерӗ пулин те, каллех массӑлла информаци хыпарӗсенче унта та кунта пушарсем пулса тухни пирки пӗлтереҫҫӗ. Тӗрӗслевсем пур ҫӗрте те нарушенисем палӑртаҫҫӗ. Мӗншӗн тетӗр-и?Кунта пӗртте тӗлӗнмелли ҫук, манӑн шухӑшпа. Темӗнле ӑслӑ пулма та кирлӗ мар, ҫакӑ пулӑмсен чӑн сӑлтавне уҫма: кашни тӗрӗслев вали ятарлӑ комисси хатӗрлеҫҫӗ, укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑ укҫа ӑҫта каять? Паллӑ ӗнтӗ кӗсъесене. Кемеровори суту-илӳ цетрне илер тӗслӗхрен: унта вырнаҫтарнӑ йышши вылямалли конструкцисем тата вунӑ хулара, хӑшӗнче сӳтнӗ тӗслӗхсем пур? Пулмаҫҫӗ те, вӗсем патӗнче пушар пулман вӗт. Мӗншӗн-ха вӗсен пӑшӑрханмалла ҫукшӑнах. Мӗншӗн ют патшалӑхри автоконцернсем енчен те пӗр-икӗ машинӑра пӗрпекле неисправность пулсан, пур выпуска та кутӑн пухаҫҫӗ? Вӗсемшӗн компании ячӗ тупӑшран хаклӑрах. Пирӗн тӑван патшалӑхра вара вӑрӑ-хурахсене чӑн-чӑн телей: енчен те ӑҫта-тӑр томограф списать турӗҫ-тӗк, пирӗннисем ҫавна ҫӗнӗ тесе илсе те ҫитереҫҫӗ тӑван ҫӗршыва. Укҫана вара ҫӗнӗ томограф чухлех уйӑраҫҫӗ кӗсъесене тултарса. |
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен кунне халалласа уяв ирттернӗ. Ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче йӗркеленӗ. Пухӑннисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Альбина Егорова, Чӑваш Республикин прокурорӗ Василий Пословский, Чӑваш Республикин муниципалитетсен пӗрлешӗвӗн канашӗн правленийӗн ертӳҫи Александр Куликов хутшӑннӑ. Михаил Игыатьев вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисемпе ӗҫченӗсене, депутатсене, республикӑра пурӑнакан мӗнпур пуҫаруллӑ ҫынна пурнӑҫра хастар пулнӑшӑн тата тарӑшуллӑ ӗҫшӗн тав тунӑ. Тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе тата ытти хаклӑ парнепе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Красноармейски районӗн администрацийӗн ертӳҫипе Александр Кузнецовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Кӑҫал Республика кунне муниципалитетра ирттерӗҫ. Район республика ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫавна май Красноармейски районӗн инфратытӑмне аталантарама муниципалитет 10 млн гранта тивӗҫнӗ. «Республика уйӑрнӑ укҫасене тӑкаклассипе мӗнпур конкурссене йӗркелесе ирттернӗ. Бюджет тухӑҫлӑхӗ 1,7 млн танлашрӗ. Вӑл укҫапа тротуарсем сарма, ачасем валли ятарлӑ вырӑнсем хута яма плана кӗртсе хӑварнӑ», – ӑнлантарнӑ Александр Кузнецов. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Александр Кузнецовпа калаҫнӑ май Республика кунне ирттерме районти ӑнӑҫлӑ усламҫӑсене те явӑҫтарма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |