Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Пӗрремӗш ҫавра. Г.Н. Волков: «Яковлев ӳстерсе янӑ ҫын вӑл… Эп айӑплӑ халӑх умӗнче… Эп фальсификатор пултӑм…»
Чӑваш наци юхӑмӗ хухса та хухса пыни куҫкӗрет/куҫа кӗрет, куҫа тӑрӑнать… Раҫҫейри вырӑс мар чӗлхесене факультативлӑ вӗрентме пуҫласан чӑваш чӗлхин шӑпи паллӑ – типсе ларасси… Ик ҫул каялла ачана, Айтара, пӗрремӗш класа ӑсатрӑмӑр. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ пуху хавхалантармарӗ. Халӑх кӑмӑлне пӗлес тесе, ачана амӑшӗпе хӑварса, пӗрремӗш хута, расписани-пӗлтерӳсем патне антӑм. Кунта чӑнах та шавлӑ хӗвӗшӳ. Сӑнаса итлеме пуҫларӑм. Пӗрле пуҫтарӑннӑ тӑватӑ чӑваш майри (ҫапла калап эп ытла капӑр тумланнӑ инкесем пирки) расписани умӗнче хыттӑнах хӑйсен кӑмӑлне палӑртаҫҫӗ: «Хӑҫан пӗтереҫҫӗ-ши ӗнтӗ чӑваш чӗлхи урокӗсене?!.» Хулари чӑваша чӑваш чӗлхи тарӑхтарать. Чӑваш пулса ҫуралнӑшӑн вара вӑл хӑй ӑшӗнче ҫут тӗнчене ылханасла тарӑхмаллипех тарӑхать. «Тутар тутара тӗл пулать – савӑнать, пушкӑрт пушкӑрта тӗл пулать те – савӑнать, чӑваш чӑваша тӗл пулать те – тутине тӑсать». |
Вӗренӳ
![]() Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ачасене хумхантарнине тавҫӑрма йывӑр мар. Ӑна мӗнле тытнинчен кайран ӑҫта вӗренме кӗресси, пурнӑҫ ҫулӗ те унран килет тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Ҫитменнине тата вӗрентекенсем те ачасене: «Шкулта тӑрӑшмасан экзамен тытаймастӑр», — йышши ӳпкевпе аптӑратнине илтме тивет. Паян Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи ППЭне халалланӑ пӗрлӗхре https://vk.com/ege 16 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен психолог сӗнӳ-канаш парассине пӗлтерет. Онлайн-консультацие психологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Мускаври патшалӑх психологипе педагогика университечӗн профессорӗ, психологипе 15 ытла кӗнеке кӑларнӑ Ольга Хухлаева ирттерӗ. Шкул пӗтерекенсене вӑл хӑйсене лӑпкӑ тытас, хумханас мар тесен мӗн тумаллине вӗрентӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Алексей Леонтьев Ку премие Италири окситан халӑхӗн (пурӗ вӗсем Пьемонт регионӗнче 200 пин ҫынна яхӑн) чи сумлӑ организацийӗ сахал йышлӑ тӗп нацисен чӗлхисене упраса хӑварас ӗҫри пултаруллӑ та сумлӑ деятельсене параҫҫӗ. Иртнӗ 10 ҫул хушшинче мӗн пур континетри 30 чӗлхе (этнос) ҫыннисене ҫак енсемпе хавхалантарнӑ: куҫару, музыка, кино, ҫамрӑксем, окситан чӗлхи, Италири сахал йышлӑ тӗп чӗлхе, «халӑхсен хушшинчи преми», ҫавӑн пекех черетсӗр премисем. Алексей Леонтьевсӑр пуҫне, кӑҫалхи лауреатсем Мексикӑран (масатекс чӗлхи), Косовӑран (албан), Ирландирен (ирланд), Францирен (окситан), Испанирен (каталан тата баск), Италирен (словен). Тӗнчери чӗлхесене популяризациленӗшӗн Боб Хольмена (АПШ) черетсӗр премипе хавхалантарнӑ. Алексей Леонтьев, «Хыпар» Издательство ҫуртне 23 ҫул ытла ертсе пынӑскер, «КИЛ» литература альманахӗн издателӗ тата тӗп редакторӗ, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн историйӗпе унӑн никӗслевҫин Николай Никольский профессорӑн биографине тӗпчесе ҫырнӑ монографисен авторӗ, Раҫҫей Писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ, — асӑннӑ премие (куҫару пултарулӑхӗшӗн) Раҫҫейре тивӗҫнӗ пӗрремӗш ҫыравҫӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 15 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Гордеевсен юбилейӗсене халалланӑ курав уҫӑлӗ. «Кашни йӗрке – тӑван ҫӗр халалӗ» ят парӗҫ ӑна. Курава чӑваш халӑх писателӗ Денис Гордеев ҫуралнӑранпа 80 ҫул, Светлана Гордеева поэт тата художник ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалланӑ. Денис Гордеев – ҫыравҫӑ, журналист, куҫаруҫӑ. Куҫма Турхан премийӗн лауреачӗ. 1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Чулхулара Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Район хаҫачӗсенче, ун чухнехи «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫатра, «Тӑван Атӑл» журналта тата ытти ҫӗрте ӗҫленӗ. Иринӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче вӑл чи паллӑ прозаиксен шутне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӗнче тетелӗнче Шупашкарти тӳре-шара тата депутатсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Наташа Королевӑпа юрланӑ кадр сарӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Тӗнче тетелне лекнӗ видеокадрта Раҫҫей эстрадин ҫӑлтӑрӗ Наташа Королева тата пуҫлӑхсем депутатсем «Жёлтые-е тюльпа-а-а-ны, вестники разлуки…» тесе ӗнӗрлетчӗҫ. Тулли сӗтел йӗри-тавра тӑрса тухнисене пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ «Сильный президент — сильная Россия» (чӑв. Вӑйлӑ президент — вӑйлӑ Раҫҫей) уяв концерчӗ хыҫҫӑнхи корпоративра ӳкерсе илнӗ тесе хыпарларӗҫ. Концерт иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ Шупашкарти тӳре-шара ҫавӑн валли конкурс ирттерессине пӗлтернӗ сӑмах та тухрӗ кайран. Ӗнер Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарти «Творческий город» (чӑв. Пултарулӑх хули) автономи учрежденийӗн ӗҫченне административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Шупашкарти икӗ пульницӑна пӗрлештерме шухӑшлаҫҫӗ. Хальхинче иккӗшӗ те — республика шайӗнчи сиплев учрежденийӗсем. Реорганизаци текен сӑмах вӑрҫӑ ветеранӗсен госпитальне тата Республикӑри эндокринологи диспансерне пырса тивӗ». Ҫак хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Республикӑра ҫапла йышӑннӑ пулсан та диспансерти тухтӑрсем капла утӑма ырламаҫҫӗ иккен. Аптӑранипе вӗсем Раҫҫейӗн Федераци Канашӗн вице-спикерӗ Николай Федоров патне ҫыру ҫырнӑ. «Чӑваш Енре халӑха эндокринологи пулӑшӑвӗ кӳрессине лайӑх йӗркеленӗччӗ. Малашне ҫавна пӑрахӑҫлаттарасшӑн», – ӑнлантарнӑ эндокринологсем ҫырура. Унтан цифрӑсем илсе кӑтартнӑ. Юлашки пилӗк ҫулта эндокин тытӑмӗн чирӗсемпе аптӑрасси Чӑваш Енре 33,1% ӳснӗ, сахӑр диабечӗпе — 8,7%, чир-чӗр аталанасси – 7,1%. Ҫавна май эндокринологсем медицинӑн ҫак тытӑмне уйрӑммӑн ӗҫлеттермелле тесе шухӑшлаҫҫӗ. Николай Федоров Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева эндокринологсем ыйтнине ӑша хывма чӗнсе ҫыру ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Садовӑй» микрорайона вӗри шыв панӑ. Малтан унти 30 ытла нумай хваттерлӗ ҫурт тата унти пӗр ача пахчи вӗри шывсӑр нушаланнӑ. Халӑх шар курнин сӑлтавӗ «СУОР» тулли мар яваплӑ общество халӑхран пухнӑ газ укҫипе «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприятипе вӑхӑтра татӑлманни тесе ӑнлантараҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне парӑм 49 миллион тенке яхӑн пухӑнса кайнӑ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче газовиксем газпа тивӗҫтерессине сахаллатса лартнӑ, ҫынсем вӗри шывсӑр юлнӑ. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш прокуратури парӑмлӑ «СУОР» предприяти тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Газпром межрегионгаз Чебоксары» «Садовӑй» микрорайона газ пама пуҫланӑ. Халӗ хваттерсемпе ача пахчинче тинех вӗри шыв пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Севастопольте хулана фашистсенчен хӳтӗленӗ чухне пуҫ хунӑ чӑвашсене халалланӑ палӑк лартӗҫ. Ку ыйтӑва ЧР Патшалӑх Канашӗнче сӳтсе явнӑ. Вӑрҫӑра, 1941-1944 ҫулсенче, Севастополь хулине хӳтӗленӗ тата ирӗке кӑларнӑ чухне ҫухатнӑ ывӑлӗсемшӗн кулянакан амӑшне сӑнланӑ скульптура авторӗ – Владимир Нагорнов. Монументӑн аялти пайӗнче пуҫ хунӑ ҫынсен ячӗсене ҫырӗҫ. Палӑк 3,5 метр ҫӳллӗш пулӗ, ӑна Балаклава районӗнче вырнаҫтарӗҫ. Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов кунашкал палӑк пӗрремӗш хут пулассине палӑртнӑ, дупутатсене укҫа-тенке нимелле пухнӑ ҫӗре хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Хальлӗхе 1 миллион тенкӗ пухнӑ, тепӗр 3 миллион тенкӗ кирлӗ. Укҫа ытларах хывакансен йышӗнче - Валерий Филимонов тата Николай Угаслов. Вадим Николаев сенатор та вӗсенчен юласшӑн мар. Палӑка Акатуйра уҫасшӑн. Севастопольти уява Чӑваш Енрен делегаци кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ кӑна – Чӑваш Енре ҫӗлен сӑхнӑ 6 тӗслӗхе шута илнӗ ӗнтӗ. Телее, ҫын вилнӗ тӗслӗх ҫук. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ акӑ мӗн ҫырнӑ: «Халӗ ҫанталӑк ҫӗленсене ӗрчемешкӗн лайӑх. Вӗсене вӑрмансенче, пӗве, юханшыв хӗрринче кӑна мар, хулара та, тӗслӗхрен, Шупашкарти кӳлмекре, тӗл пулма май пур. Пирӗн тӑрӑхра наркӑмӑшлӑ ҫӗленӗн пӗр тӗсӗ ҫеҫ пур, вӑл – хура ҫӗлен. Унӑн наркӑмӑшӗ питех вӑйлӑ мар, анчах ӑна пула вӑйлӑ аллерги пуҫланас хӑрушлӑх пур». Ҫӗлен сӑхсан мӗн тумалла? Часрах пульницӑна илсе ҫитермелле е васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле. Шар курнӑ ҫынна питӗ хӑвӑрт пулӑшмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Федор Конеюхов И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен икӗ студент Крымҫурмаутравне тӗпчеме кайнӑ. Вӗсем унта пӗр эрне пулӗҫ. Студентсем унта пӗччен кайман, вӗсемпе пӗрле вырӑссен паллӑ ҫулҫӳревҫи Федор Конюхов пулӗ. Крым ҫурмаутравне тӗпчемешкӗн лекме ҫӑмӑл мар, конкурс витӗр тухмалла. ЧПУ студенчӗсем Сергей Алексеевпа Виктор Краснов ҫак йывӑрлӑхсене парӑнтарма пултарнӑ. Палӑртмалла: отрядра Раҫҫейри ытти хулара пурӑнакан студентсем те пулӗҫ. Вӗсем пурте Крым историне тӗпчӗҫ. Экспедици Экси-Кремен крепоҫ районӗнче вӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн студентсем Крым историйӗпе географийӗн ӑслӑлӑх тӗпчевне ҫырӗҫ. Ӑна виҫӗ чӗлхепе – вырӑсла, акӑлчанла тата грекла – кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.