Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкарта общество транспорчӗн паркне ҫӗнетме тытӑнӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗ хыпарлать.

Парка маршрут автобусӗсене вӑтам тата пысӑк модельсемпе улӑштарассишӗн ҫӗнетеҫҫӗ. Хула администрацийӗн ӗҫченӗсем Раҫҫейри пысӑк предприятисен элчисемпе тӗл пулнӑ ӗнтӗ.

2018-2019 ҫулсенче Шупашкарта вӑтам класлӑ 180 яхӑн автобус ҫӳреме пуҫламалла. Транспорт мӗн тӗслӗ пулассине ҫынсем хӑйсем олайн-сасӑлавпа палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ, 4 пин ҫынран ҫурри, шурӑ тӗсшӗн сасӑланӑ. Хӑшӗ-пӗри симӗс, сарӑ тӗссене те суйланӑ.

Сӑмах май, Шупашкарта кунсерен 550 автобус тата 200 яхӑн троллейбус ҫула тухать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50768
 

Республикӑра

Чӑваш Енре шӑрӑх тата типӗ ҫанталӑк тӑнӑ май вӑрмансене кӗме чарнӑ. Ӗнертенпе республикӑра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ.

Ҫавна май ҫынсене вӑрмана кӗме чарнӑ. Кунсӑр пуҫне унта кӑвайт чӗртме, мангалпа усӑ курма, пирус туртма, сӳнмен шӑрпӑк, пирус тӗпӗ ывӑтма, пӑшалтан пеме, пиротехника хатӗрӗсемпе усӑ курма юрамасть. Ҫавӑн пекех вӑрманта бензинпа, краҫҫынпа е ҫунакан ытти шӗвекпе сапнӑ материал хӑварма ирӗк ҫук. Хӗвел хӗртекен вырӑнта, уҫланкӑра, кӗленче таврашӗ хӑварасран та асӑрханмалла.

Ҫак йӗркесене пӑснӑшӑн административлӑ штраф ҫырса параҫҫӗ. Ахаль ҫынсен – 5 пин таран, должноҫри ҫынсен – 40 пин таран, юридици сӑпачӗсен 500 пин тенкӗ таран тӳлеме тивӗ.

 

Республикӑра

ЧР прокуратурин сайтӗнче ача-пӑча уйлӑхӗсене тӗрӗслени пирки пӗлтернӗ. Патӑрьел районӗн прокуратури ачасем кӑнтӑрла канакан уйлӑхсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.

Шкул ҫумӗнчи хӑш-пӗр уйлӑхра санитарипе эпидемиологи йӗркисене, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнман. Апат-ҫимӗҫ блокӗсенче продукцин срокӗ хӑҫан тухнине палӑртман, апатлану рационӗ менюпа килӗшсе тӑман, хатӗр продукцие кирлӗ пек упраман.

Йӗркене пӑснӑшӑн явап тытмаллах. Вӗренӳ учрежденийӗсем тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Шкул ҫумӗнчи уйлӑхсен пуҫлӑхӗсен тӗлӗшпе 6 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50778
 

Республикӑра
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, наукӑра тата искусствӑра ӗҫлекен 15 ҫынна ҫулталӑк хушши уйӑхсерен 3 пин тенкӗпе танлашакан стипенди парасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑ. Тӗпрен илсен, ку стипендие вӗсем пысӑк искусство произведенийӗсем хайланӑшӑн, ӑслӑлӑхпа литература тӗпчевӗсем ҫырнӑшӑн тивӗҫнӗ.

Списокра — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем Татьяна Альпидовская, Татьяна Корнилова, Маргарита Финогентова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Юрий Викторов, Георгий Матвеев, Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн хор артистки Ольга Дикина, тӗп дирижерӗ Юрий Романько, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Александра Зайцева, Николай Сергеев, Чӑваш патшалӑх симфони капеллин артисчӗ Николай Смирнов, Ҫамрӑксен театрӗн артистки Полина Чамжаева, Пукане театрӗн артистки Юлия Мельник, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗсем Любовь Любовцева, Елена Минеева тата Алексей Терентьев.

 

Сумлӑ сӑмах Культура

Чӑваш Республикинчи Ҫӗнӗ Шупашкарти художествӑллӑ музейӗнче ҫак кунсенче Чӑваш художниксен пӗрлӗхӗн членӗ Виктор Артемьевӑн юбилейлӑ выставка уҫӑлнӑ.

Артемьев 1958-мӗш ҫулхи ҫӗртме (июнь) уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ТАССР Аксу районӗнчи Фёдоровский посёлокӗнче ҫуралнӑ. ТАССР Лениногорск хулари педучилищин художествӑллӑ уйрӑмне пӗтернӗ. Ҫар хыҫҫӑн Мускаври искусствӑсен университетне пӗтернӗ.

Чӑваш Республикин Ҫӗнӗ Шупашкар хулине пурӑнма куҫнӑ. ГЭСстрой предприятийӗнче, ЧПО «Химпромӑн» ОРС, Троллейбус управленийӗнче художник-оформитель пулса ӗҫленӗ. Халь шкулта учитель пулса ӗҫлет.

Пушӑ вӑхӑтра, паллах, художник этюдсене, картинӑсене ӳкерет. Уҫӑ вырӑнта пленэрӗнче тӑван ялта, Чӑваш Енче, хулара та, пейзажсене, ытларахӑш хитре ҫутҫанталӑк пейзажсене калӑплать. 2016-мӗш ҫулта ЧР халӑх художникпа Шупашкарта пурӑнакан Николай Енилинпа (вӑл ТР Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнчен) пӗрле Самар облаҫӗн Атӑлӑн сылтӑм енчи Шигон районӗнчи чӑваш ялсенче те пленэрӗнче ӗҫлерӗҫ.

Артемьев Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑна мар Шупашкарти выставкисенче те хастар хутшӑнать.

Малалла...

 

Республикӑра

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 21 сехет те 18 минутра «112» пульт ҫине шӑнкарав килнӗ: арҫын вӑрманта ҫухалса кайни, унтан тухмашкӑн ҫул тупайманни пирки пӗлтернӗ.

Ҫак арҫын кунти мар иккен, ӗҫлеме килнӗскер. Ҫӑлавҫӑсем вӑл ҫухалнӑ вырӑна, Атӑл леш енчи Ҫурҫӗр поселокне, ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем ҫухалса кайнӑ арҫынпа телефон урлӑ ҫыхӑну тытнӑ.

Арҫын хӑй темӗнле юханшыв патӗнче пулнине, темӗнле сукмак ҫине тухнине пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем ӑна хунарсемпе, сасӑ кӑларакан хатӗрсемпе виҫӗ сехет шыранӑ. Арҫын хӑй ӑҫтине кӑтартмашкӑн кӑвайт чӗртнӗ.

Арҫынна поселокран 15 ҫухрӑм аякра тупнӑ. Ӑна вӑрмантан кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50741
 

Вӗренӳ

Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче вӗрентекенсене ӗҫ укҫи тӳлемелли проекта пӑхса тухнӑ. Ҫамрӑк педагогсене пулӑшас тӗллевпе Правительство постановленине улшӑнусем кӗртме палӑртнӑ.

Ларура ҫулталӑк ӗҫленӗ ҫамрӑк вӗрентекенсене, 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫе вырнаҫнисене, пособи парас ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Вӗсене 10 оклад чухлӗ пама йышӑннӑ.

Пособие хӑш уйӑхран памалли пирки тавлашуллӑ самант та сиксе тухнӑ. 2016 ҫулхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче ӗҫе вырнаҫнӑ вӗрентекенсем те пур вӗт. Унашкаллисем республикӑра – 83 ҫын. Ҫавӑнпа, ЧР Вӗренӳ министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен ӗҫе вырнаҫнӑ ҫамрӑк вӗрентекенсене пособи тӳлеме йышӑннӑ.

Палӑртмалла: пӗр хутчен паракан пособи 54 пин те 800 тенкӗрен нумайрах пулмӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50751
 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче 5 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Пӗчӗкскер пахчара чавса тунӑ пӗвере, 1,5 тарӑнӑшскерте, путнӑ.

Ӗнер каҫхине Ҫӗрпӳ районӗнче те инкек пулнӑ. Унта та ача шыв айне кайнӑ. 6 ҫулти арҫын ача Ункӑ юханшывӗнче путса вилнӗ. Икӗ тӗслӗхре те шӑпӑрлансем аслисемсӗр пулнӑ.

Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 3 ача путнӑ. Унччен, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта 8 ҫулти арҫын ача Атӑлта путнӑ. Шӑпӑрлан шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Ҫывӑхра аслисем пулман.

Халӗ ҫӳлерех асаннӑ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ку криминалпа ҫыхӑнманни паллӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енре аслатиллӗ ҫумӑр, пӑр ҫума пултарасси пирки сайтра нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче пӑр пахча ҫимӗҫе, тыр-пула шар кӑтартнӑ.

Елчӗк районӗнче ав тӑкака шутлаҫҫӗ. Уйрӑмах Яманчӳрел ялӗ шар курнӑ. Унта вӑйлӑ ҫумӑр ҫулсене юхтарса кайнӑ, ҫил йывӑҫсене йӑвантарнӑ. Путене ҫӑмарти пысӑкӑш пӑр ҫунӑ. Вӑл пахча ҫимӗҫе кӑна мар, тыр-пулӑн пӗр пайне те сиенлетнӗ.

«Яманчӳрел» агрофирмӑн уйӗсенче 350 гектара яхӑн тухӑҫ пӗтнӗ: пӑрҫа, тырӑ сиенленнӗ. Шел те, вӗсене страхламан пулнӑ.

Пӑр ҫунӑ вырӑнсенче тыр-пул тек ҫитӗнеймӗ. Ӑна сенажа хывасси ҫеҫ юлать. Кун пирки район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Тремасов пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/19752
 

Республикӑра

Утӑ вӑхӑтӗнче арҫын урасӑр тӑрса юлнӑ. Ку инкек Ҫӗмӗрле районӗнчи Янташ ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ.

32 ҫулти арҫын газон ҫулмалли хатӗрпе утӑ ҫулнӑ. Хайхискер 28 ҫулти тусне асӑрхаман-ши – ун ҫине ӑнсӑртран пырса кӗнӗ. Газон ҫулмалли хатӗр шӑпах унӑн урине лекнӗ. Шел те, ҫамрӑк арҫын текех утаймӗ – унӑн икӗ урин 1,3 пайӗ татӑлнӑ.

28 ҫулти арҫын – Шупашкар районӗнчен. Ӑна Ҫӗмӗрле районӗн пульницине реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл унта выртать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50705
 

Страницӑсем: 1 ... 2125, 2126, 2127, 2128, 2129, 2130, 2131, 2132, 2133, 2134, [2135], 2136, 2137, 2138, 2139, 2140, 2141, 2142, 2143, 2144, 2145, ... 3973
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире хӑтлӑх тата стабиллӗх шырама сӗнеҫҫӗ. Кухньӑри сӗтел-пукана ҫӗнетме ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ шкап-купе е гарнитур туянма меллӗ вӑхӑт. Вӗсем сирӗн киле илем кӳрӗҫ кӑна мар, лӑпкӑлӑх та парнелӗҫ.

Авӑн, 01

1919
106
Андреев Филипп Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1935
90
Шапошников Вячеслав Иванович, вырӑс сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
84
Иванов Герольд Константинович, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1967
58
Чӑваш патшалӑх университетне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...