Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЧР Арбитраж сучӗ Чӑлхапа трикотаж хапрӑкне панкрут тесе йышӑннӑ. Конкурс производствине 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗччен уҫнӑ. Конкурс управляющийӗ – Вячеслав Самсонов, вӑл уйӑхсерен 30 пин тенкӗ илсе тӑрӗ.
2017 ҫулхи ҫуркунне налук служби Арбитраж судӗнчен хапрӑка панкрут тесе йышӑнмашкӑн ыйтнӑ. Унӑн парӑмӗ 12 миллион та 653 пин тенке ҫитнӗ.
Халӗ Чӑлхапа трикотаж хапракӗнчен темиҫе организаципе ведомство парӑма татма ыйтать. Чи нумаййи «Перекет банкӗ» умӗнче пухӑннӑ: 239 миллион та 652 пин тенкӗ.
Сӑмах май, Чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗ – Владимир Ермолаевӑн.