Харпӑр шухӑш
Кӳршӗре
Чӗмпӗр облаҫӗ. Майна районӗ. Чӳреккел ялӗ. Чӳреккел, вырӑсла Чирикеево, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Майна районӗнчи историлле чӑваш ялӗ. Ӑна Чӑваш республикинчи Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукал ҫыннисем никӗсленӗ. Асӑннӑ Майна районӗнче чӑвашсем ушкӑнланса пурнакан ялсем татах та пур. Анчах та вӗсем е чылай каярах никӗсленнӗ е унчченхи "таса" вырӑс е "таса" ирҫе ялӗсем демографи енчен улшӑннӑран сасартӑк чӑвашланнӑ темелле. Ҫапла вара Чӳреккел ку районта ҫапах та хӑйӗн чӑн чӑвашлӑхӗпе уйрӑлса тӑратех. Паллах, паянхи куна вӑл та вырӑсланса кайман пулсан. Пӗлместӗп, тен, камӑн та пулсан мӗнле те пулин сӑлтава пула кунта ҫитсе килме те тивӗ. Енчен те чӑнах та ун пек май килсе тухсан, унашкаллисем валли ку тӑрӑхра пӗр тӗлӗнттермӗш пур. Вӑл ҫак Чӳреккелтен пӗр пилӗк ҫухрӑмра уй варринче ларакан пӗччен чиркӳ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Михаил Ефремов актер Мускаври «Современник» театр актерӗ Михаил Ефремов Самарти гастрольте куракансене кӳрентернине пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Кун пирки федераци МИХӗсене паян ирпе театрӑн ертӳҫи Игорь Попов пӗлтернӗ. Театр Гарольд Пинтерӑн «Не становись чужим» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльпе гастрольте пулнӑ. Спектакль хыҫҫӑн куракансенчен пӗри халӑх тетелӗнче Михаил Ефремова хурласа ҫырнӑ. Актер сцена ҫине ҫур сехет кая юлса тухнӑ, вӑл ӳсӗр пулнӑ, текста пӑтраштарнӑ, сӑмахсене манса кайнӑ иккен. Хытӑрах калама ыйтсан куракансене усал сӑмахпа хуравланӑ имӗш. Билетсем 4 пинтен пуҫласа 7 пин тенкӗ таран тӑнӑ. РБК пӑтӑрмах пирки ӑнлантарма ыйтсан: «Самарӑри кураканшӑн ку вӑл кӑткӑс пьеса. Урӑх нимӗн те каламӑп», — тенӗ иккен Михаил Ефремов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче Хабаровск хулинче самбо енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Спортӑн ҫак енӗпе хӑйсен вӑйне кӑтартма унта мӗнпур регионтан пин ытла спортсмен пухӑннӑ. Чӑваш Енӗн самбисчӗсем те ӑмӑртӑва ӑнӑҫлӑ хутшӑннӑ. 68 килограмм виҫеллисен хушшинче Александр Бондарев бронза медале тивӗҫнӗ, 52 килограмлӑ хӗрарӑмсен хушшинче кӗрешнӗ Вера Лоткова та чӑннипех палӑрнӑ: вӑл та бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи маттурсем пӗлтӗр те ӑнӑҫлӑ кӗрешнӗ. Раҫҫейӗн кубокӗнче Александр Бондарев 68 килограмлӑ виҫере ҫӗнтернӗ. Вера Лоткова ун чухне 48 килограмлӑ виҫере кӗрешнӗ, ентешӗмӗр юниорсен тӗнче ӑмӑртӑвӗнче тата Европа кубокӗнче мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Экспертсем Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен ӗҫӗ-хӗлне хакласа танлаштарӑм йӗркеленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ темиҫе йӗрке аяларах аннӑ. Нарӑс уйӑхӗнче Михаил Игнатьев танлаштарӑмра 45-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Темиҫе йӗрке аяларах аннӑ пулсан та вӑл «Вӑйлӑ витӗмлисен» ушкӑнӗнчен тухман. Кӑрлач уйӑхӗнче Михаил Васильевич танлаштарӑмра 39-мӗш пулнӑ. Атӑлҫи федераци округӗнче вара вӑл 11-мӗш вырӑн йышӑнать. Танлаштарӑмра малти йӗркесене Собянин, Кадыров, Тӗменри Якушев йышӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнче вара Тутарстан ертӳҫи пуринчен те маларах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарта пурӑнакан Анна Павлова 1918 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫак кунсенче вӑл 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Анна Павловна пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче кун ҫути курнӑ. Вӑл ҫемьере ҫиччӗмӗш ача пулнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем тӑххӑрӑн ӳснӗ. Анна Павловна шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан та шкултах вӑй хунӑ. 1945 ҫулта вӑл вӑрҫӑран таврӑннӑ Яков Алексеева качча тухнӑ та Ҫӗрпӳ хулине пурӑнма куҫнӑ. Унта та вӗренӳ тытӑмӗнчех тӑрӑшнӑ. Вӗсем пӗрле 58 ҫул пурӑннӑ, тӑватӑ ача ӳстернӗ. Халӗ Анна Павловна Шупашкарта ачисемпе пурӑнать. Унӑн ултӑ мӑнук, мӑнукӗсен хӑйсен тӑватӑ ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Шупашкарти лавккасенчен пӗринче пӗр хӗрарӑм шӑккалат канихвет туяннӑ. Упаковкӑри пылак ҫимӗҫе юратса ҫиес вырӑнне йӗрӗнмелле пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Чие ҫырлиллӗ шӑккалата хӗрарӑм нарӑсӑн 20-мӗшӗнче илнӗ иккен. Унпа вӑл ачасене ҫуралнӑ кунта сӑйлама ӗмӗтленнӗ. «Хапрӑкра ӗҫлекенсем перчетке мӗншӗн тӑхӑнмаҫҫӗ?» — кӑмӑлсӑрланать тавар туяннӑ Екатерина ятлӑ хӗрарӑм. Пӑтӑрмах пирки вӑл «Про Город» портала систернӗ. Унтисем хапрӑкпа ҫыхӑннӑ. Ӗҫлекенсемпе хапрӑкра тепӗр хутчен инструктаж ирттерме шантарнӑ. Тӗпчесе пӗлме ятарласа комисси йӗркеленӗ. Пӑтӑрмах хапрӑкри пӗр-пӗр ӗҫчен гигиенӑна пӑхӑнманнипе сиксе тухма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Пылак ҫимӗҫ кӑларакан предприятин тӗп директорӗ Елена Макеева ӗҫре ҫирӗпрех йӗрке тума шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Tiangong-1 космос станцийӗ Пуш уйӑхӗн 29-мӗшпе акан 9-мӗшӗ хушшинче Ҫӗр ҫине Китай патшалӑхӗ вӗҫтерсе янӑ космос станцийӗ персе анмалла. Тӗнче уҫлӑхне китайсем ӑна 2011 ҫулта кӑна хӑпартнӑ-ха. Ытла ҫӳле вӗҫтерсе яманран унпа вӗсем икӗ ҫул ҫеҫ усӑ курма пултарнӑ. Ҫапла май 2013 ҫулта Tiangong-1 (кит. 天宫一号, чӑв. Тӳпе керменӗ) космос станципе усӑ курма пӑрахнӑ. 2016 ҫулта вара пач ҫыхӑну ҫухатнӑ — лешӗ хӑй ирӗкӗпе вӗҫме пуҫланӑ. Хӑш вырӑнта персе анасси пирки хальлӗхе ӑсчахсем тӗплӗ калама пултараймаҫҫӗ. Европа космос агентстви вӑл вырӑна ӳкес умӗн талӑк юлсан ҫеҫ калама пултарать. Атмосферӑна ытла чӑнкӑ тайлӑмпа кӗнӗрен ӑсчахсем унӑн пайӗсем ҫунса пӗтеймеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне станци вакланса пӗтни те пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать — унӑн тӗпренчӗкӗсем ӳкме пултаракан лаптӑк ҫапла май самай анлӑ пулӗ. Паян куна палӑртнӑ тӑрӑх станци ванчӑкӗсем ҫурҫӗр анлӑхӗн 43° пуҫласа кӑнтӑр анлӑхӗн 43° таран ӳкме пултараҫҫӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн чи кӑнтӑр чикки ҫурҫӗр анлӑхӗн 54° ҫурҫӗреллерех вырнаҫнӑ, ҫапла май ҫунса пӗтмен тӗпренчӗксем пирӗн республика ҫине ӳкес хӑрушлӑх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Курава уҫнӑ самант. Сар.ru cӑнӗ Чечняра Раҫҫей халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗн Ревель Федоровӑн тата унӑн ывӑлӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Александр Федоровӑн куравӗ ӗҫлет. Хайхи курав пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чечня Республикин парламенчӗн депутачӗсем Владимир Кашлюнов, Аднан Нагаев, Мурат Тагиев, культура министрӗ Хож-Бауди Дааев, Чӑваш Енӗн культура министерствин халӑх канашӗн ертӳҫи Владимир Васильев, пултарулӑх ҫыннисем, студентсемпе шкул ачисем хутшӑннӑ. Хож-Бауди Дааев кунашкал мероприятисем живопиҫ аталанӑвне вышкайсӑр пысӑк тӳпе хывнине палӑрнӑ, курав авторӗсене хисеп хучӗпе чысланӑ. «Ку картинӑсем пире Чӑваш Енпе паллашма май параҫҫӗ», – палӑртнӑ Мурат Тагиев депутат. Ревель Федоров курава уҫнӑ саманта хутшӑнайман. Ун ятӗнчен ывӑлӗ Александр калаҫнӑ, вӑл А.А. Кадыров ячӗллӗ Мухтавӑн астӑвӑм компексӗн фондне ашшӗн пӗр картинине парнеленӗ. Хӑйӗн икӗ ӗҫне вара вӑл ку фонда иртнӗ ҫултах панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сӑнӗ Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗн пуҫарӑвӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш вӑтам шкулта Рубик кубикне пуҫтаракансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Хӑйне евӗрлӗ тупӑшура аслисемпе ачасем ахаль вылякансен тата профессионалсен йышӗнче тӑватӑ дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. Кашни категорирех ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. 2х2х2 мелпе пуҫтаракан профессионалсен йышӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ку ӗҫе 5,17 ҫеккунтра пурнӑҫланӑ. Профессионалсен 3х3х3 категорийӗнче Рибик кубикне 20,3 ҫеккунтра пухнӑ. Кашни номинаци ҫӗнтерӳҫинех асӑнмалӑх паллӑпа тата сертификатпа чысланӑ. Палӑртса хӑвармалла, Рубик кубикне пуҫтаракансен тӗнче чемпионачӗ чи малтан Будапешт хулинче 1982 ҫулта иртнӗ. Ӑмӑртура ун чухне 16 ҫулти студент ҫӗнтернӗ, Рибик кубикне вӑл 23 ҫеккунтра пуҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивалӗ иртӗ. Фестивале 3 тапхӑрпа йӗркелесси паллӑ. Пушӑн 10-31-мӗшӗсенче вырӑнти культура учрежденийӗсенче ирттерӗҫ, акан 1-мӗшӗ—ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче республикӑра пултарулӑх ушкӑнӗсемпе уйрӑм юрлакансене суйласа илӗҫ, авӑн 4-5-мӗшӗсенче вӑл гала-концертпа вӗҫленӗ. Сусӑр ачасемпе ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ номинацире: тӗрлӗ стильпе (академи, халӑх, эстрадӑпа джаз, жест) юрласа, пӗр-пӗр илемлӗ хайлава хитре каласа, тӗрлӗ инструмент каласа, ташласа — кӑтартайӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивальне 2009 ҫулта ҫӗршывӑн тӗп хулинче ирттернӗ. Тепӗр икӗ ҫултан тӗнче шайӗпе йӗркелеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |