Экономика
![]() Канаш хулине социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗлӗшӗнчен аталантармалли ятарлӑ территорисен шутне кӗртнӗ. Ку йышӑнӑва Раҫҫей шайӗнче кӑларнӑ. Ӑна РФ правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев паян, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Чӑваш Енри монохуласенчен (ун пеккисем республикӑра пиллӗк) пӗртен-пӗр Канаш ҫеҫ ҫав списока лекнӗ. Канаша ятарлӑ статус пани инвестици проекчӗсене аталантарма пулӑшмалла. Унта вырнаҫаканн производствӑсене налук-хырҫӑ тӳлессипе ҫӑмӑллӑх кӳрӗҫ. Канашра тулӑ тӗплӗн тирпейлекен, чукун тата хурҫӑ шӑратакан, тумтир ҫӗлекен производствӑсем, бетон, гипс тата цемент производствисем йӗркелеме, машиностроенипе ҫыхӑннӑ производствӑна аталантарма ӗмӗтленеҫҫӗ. Ятарлӑ статуса 10 ҫуллӑха параҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра унти предприятисен тупӑш налукне малтанхи пилӗк ҫулта 20 процентран 5 процент таран чакарса парӗҫ, кайранхи тепӗр 5 ҫуллӑха — 10 процент. Хальхи вӑхӑтра Канаш хулин экономика тӑнӑҫлӑхӗ вырӑнти «Промтрактор-Вакун» предприятирен, автоагрегат савутӗнчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сар.ru сӑнӗ Питӗр хулинче пуш уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче «Витреоретиналлӑ патологири сиплевӗн паянхи меслечӗсем» ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑри куҫ тухтӑрӗсем те хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтерӗшлӗ ҫак мероприятире Республикӑн офтальмологи пульницин тӗп тухтӑрӗ Дмитрий Арсютов, уйрӑмсен ертӳҫисем Татьяна Николаевӑпа Александр Васильев пулнӑ. Чӑваш Енӗн тӗп офтальмологӗ Дмитрий Арсютов конференцие пухӑннисене икӗ докладпа паллаштарнӑ, унсӑр пуҫне Шупашкарти офтальмологи пульницинче ҫеҫ усӑ куракан ӗҫ меслечӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Палӑртса хӑвармалла, конференци вӑхӑтӗнче паллӑ тухтӑрсем лекцисем вуланӑ, хальхи оборудованипе ӗҫ хатӗрӗсен куравӗ ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм ҫӗршыври «Чаплӑ интернет» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта Шупашкарти 17-мӗш вӑтам шкулӑн информатика вӗрентекенӗ Игорь Чернов лауреат ятне тивӗҫнӗ. Чӑваш Енӗн информполитика министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, шкулпа ҫыхӑннӑ проектсен конкурсне хальхинче вӗренӳ тытӑмӗнчи интернет-технологисене халалланӑ. Вӗрентекенсемпе шкул ачисем конкурса хӑйсем ӑсталанӑ сайтсене, сайт пайӗсене, халӑх тетелӗнчи пӗрлешӳсемпе ушкӑнсене, компьютерпа кӗсье телефонӗ валли шухӑшласа кӑларнӑ сарӑмсене, ӑс-тӑна аталантаракан вӑйӑсене ярса панӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пурӗ 180 проект ҫитнӗ. Конкурса пӗтӗмлетнӗ май тӑватӑ ҫӗнтерӳҫе тата ҫичӗ лауреата палӑртнӑ. Шупашкарти вӗрентекен Игорь Чернов 9-мӗш класс ачисене информатика экзаменне тӗплӗ хатӗрленме май паракан сарӑмпа палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Агитаци тапхӑрӗнчи йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем вунӑ регионта уйрӑмах йышлӑ. Кун пирки паян Элла Памфилова пӗлтернӗ. Тӗп суйлав комиссине ҫакӑ йӑлӑхтарса ҫитернӗ, ҫавна май вӑл ҫирӗп йышӑнусем тума шутлать. Шалӑп ҫыракансене уйрӑмах вырӑнти тӳре-шара хӑйӗн влаҫӗпе ытлашши усӑ курни кӑмӑла кайман. Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссине пурӗ 5,5 пин заявленипе ыйтса ҫырни ҫитнӗ, тӳре-шара хӑйӗн влаҫӗпе йӗркерен тухса усӑ курнипе ҫыхӑннисем — 471. Элла Памфилова асӑннӑ вунӑ регион хушшинче Чӑваш Ен те пур. Ҫавӑн пек ку тӗлӗшпе Мускав облаҫӗ, Питӗр хули, Ставрополь енӗ, Ленинград, Ростов, Челепи, Кемӗр облаҫӗсем, Мӑкшӑ тата Мари Эл республикисем «палӑрнӑ». Пирӗн республикӑна виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑрать. Йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсем пирки каланӑ май Элла Памфилова ҫапах та Кемӗр тата Ленинград облаҫӗсене кӑна уйрӑммӑн асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкара Я. Эшпай ячӗллӗ Мари патшалӑх филармонийӗн артисчӗсем килӗҫ. Ҫав кун Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Ҫурхи юмореска» программӑн премьери иртӗ. Программӑна «Марий кундем» халӑх инструменчӗсен патшалӑх оркестрӗ хутшӑнӗ. Куракансем Раҫҫей тата ют ҫӗршыв классикӗсен хайлавӗсемпе киленӗҫ, фильмсенчи тата мультфильмсенчи кӗвӗсене итлӗҫ. Палӑртмалла: оркестр - Мари Республикинчи чи лайӑх ушкӑнсенчен пӗри. Вӑл тӗнче тата Раҫҫей шайӗнчи конкурссен лауреачӗ, Гран-прие те пӗрре мар ҫӗнсе илнӗ. Концерт 18 сехет ҫурӑра пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Алексей Свеклов. Vk.com сӑнӗ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Питӗр хулинче «Раҫҫей — аталанма май паракан ҫӗршыв» ятпа иртнӗ форумра Шупашкар каччи Алексей Свеклов Раҫҫейӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрне Сергей Лаврова ыйту панӑ. Залра 1500 ытла ҫын пулнӑ. Кун пирки «Про Город» кӑларӑм хыпарлать. Алексей Свеклов студент хайхи сумлӑ министр хӑй пӗлӗвне епле ӳстерсе пынипе тата юлашки вӑхӑтра мӗнле кӗнеке вуланипе кӑсӑкланнӑ. «Сергей Викторович манӑн ыйтӑва виҫӗ минут хушши хуравларӗ. Ӑна итленӗ май питӗ тӗлӗнтӗм — вӑл лӑпкӑн тата тӗплӗн хуравларӗ. Ыйтӑвӑм ӑнсӑртран ҫуралчӗ. Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ, тӗнчипе паллӑ ҫын юлашки вӑхӑтра мӗнпе интересленнине пӗлес килчӗ», — чуна уҫса каласа кӑтартнӑ Алексей Свеклов кӑларӑм корреспондентне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьене тӳре-шара хваттерсӗр тӑратса хӑварасшӑн пулнӑ. Кун пирки ЧР прокуратури хыпарлать. Следовательсем ку ӗҫе тӗпченӗ. Нумай ачаллӑ хӗрарӑм Шупашкарти Мускав район администрацине пурӑнмалли кӗтес кирлӗ тесе ыйту ҫырнӑ. Нумай ачаллӑ амӑшӗн унашкал право пулнӑ. Вӑл кирлӗ документсене йӑлтах илсе пынӑ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑма пурӑнмалли вырӑн илмешкӗн черете тӑратма хирӗҫленӗ. Унӑн Шупашкарта регистраци ҫук тесе ӑнлантарнӑ. Анчах прокуратура ку йышӑнӑва тӗрӗс мар тесе палӑртнӑ. Ку тӗлӗшпе суд та пулнӑ. Суд администрацие нумай ачаллӑ ҫемьене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтермелле тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Георгий Егоров Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне тинех суйлӗҫ. Аса илтерер: унччен ку пукана Георгий Егоров йышӑннӑ. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑ. 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче суд Георгий Егоров айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ, 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Владимир Димитриев пурнӑҫланӑ. Халӗ ку должноҫа ҫын суйламашкӑн конкурс пуҫарнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян депутатсен пӗр ушкӑнӗ РФ Патшалӑх Думине патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗпе ҫыхӑннӑ саккун проектне пӑхса тухма сӗнӗҫ. Ҫак проект пуҫаруҫи – Патшалӑх Думин вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗ Борис Чернышов. «Саккун проекчӗн тӗп шухӑшӗ – ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне йӑлӑхтарнӑ ППЭне пӑрахӑҫласси. Экзамен пӗлӗве тарӑнлатма пулӑшмасть, «дрессировка» ҫеҫ. Унчченхи экзаменсем патне таврӑнма сентӗмӗр», - тенӗ вӑл. ЛДПР депутачӗсен шухӑшӗпе, ку саккун проекчӗ акӑ мӗншӗн кирлӗ: ППЭне хатӗрленнӗ чухне ашшӗ-амӑшӗн ачи валли репетитор тытма тивет, чылайӑшӗн вара кун валли укҫа ҫук. Кунсӑр пуҫне ППЭне пӑрахӑҫлани аслӑ шкулсене вӗренме кӗрекенсен шайне пӗлӗвне кура хаклама, чи маттур абитуриентсен суйласа илме май парӗ. Анчах РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева ППЭне пӑрахӑҫласси планра та ҫуккине темиҫе хутчен те каланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ППЭре тахҫанах ҫырса илме пулмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрарӑм (тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсенчен пӗринче вӑл 47-ре пулнине пӗлтернӗ, анчах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ҫулне ҫырман) диплом укҫалла ҫыртарма хӑтланса «кӗмӗлсӗр» юлнӑ. Тӗпчев ӗҫне ҫырса пулӑшакана студентка тӗнче тетелӗнче шыранӑ. Унта, чӑн та, тем сутса илекен те, тем сӗнекен те пур. Хӗрарӑм куҫ хывнӑ пӗлтерӳ авторӗ хӑйӗн ӗҫне 9 пинпе хакланӑ. Анчах малтан ҫур хакне тӳлемелле. Ҫапларах ыйтнӑ пӗлтерӳ авторӗ. Диплом кирлӗ студентка турткалашса тӑман — укҫана кӑларса хунӑ. Тӗрӗсрех каласан, куҫарса панӑ. Диплом ҫырма хатӗр ҫын ҫавӑн хыҫҫӑн ҫухалнӑ. Улталаннине ӑнланса илнӗ студентка пакунлисем патне пулӑшу ыйтма вӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |