Чӑваш Енри предприятисенче сусӑрсем валли ӗҫ вырӑнӗсене пӑхса хӑвармаллах. Ун пек йышӑнӑва республика шайӗнче ытти ҫул та тӑваканччӗ, кӑҫал та ҫапла йышӑннӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республика Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин 86-мӗш номерлӗ йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Унта сӑмах сусӑрсем валли предприяти-организацире квота пӑхса хӑварасси пирки пырать.
101 ҫынтан пуҫласа 500 ҫын таран тӑрӑшаканнисен сусӑрсем валли ятарлӑ пӗр ӗҫ вырӑнӗ пӑхса хӑвармаллах. Енчен те предприяти-организацире 501 ҫынтан пуҫласа ытларах йыш тӑрӑшсан икӗ вырӑн пулмалла.
Чӑваш Ен Правительстви пӗлтӗр йышӑннӑ хут кӑҫал хӑйӗн вӑйне ҫухатассине каланӑ. Йышӑну ӑна официаллӑ майпа пичетленӗ хыҫҫӑн вунӑ кунтан саккунлӑ вӑя кӗрӗ.