Ыран, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче (вӑл Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 15-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) Ҫынсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйпа Надежда Прокопьевӑпа республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ҫынсене йышӑнӗҫ.
Халӑха тӗрлӗ шайри тӳре-шарапа пӗрле йышӑнасси, уполномоченнӑйӑн аппаратӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, йӑлана кӗрсе пырать. Ҫынсен ыйтӑвӗсене нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн прокуратурин тата РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле хуравланӑ.
Ыранхи йышӑну вӑхӑчӗ 15 сехетре пуҫланса 17 сехетчен пырӗ. Унта лекес тесен 8 (8352) 62-33-80 телефонпа шӑнкӑравласа маларах ҫырӑнма сӗнеҫҫӗ. Уполномоченнӑйпа министр сывлӑх сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатӗҫ.