Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхне Дмитрий Захарова выговор панӑ. Ҫакӑн пирки паян республикӑн тӗп хулинче иртнӗ ирхи планеркӑра паллӑ пулнӑ.
Алексей Ладыков сити-менеджер ертсе пынипе тунтикунсерен иртекен планеркӑра Шупашкарти шкул ачисен пӗрлехи картти пулассине сӳтсе явнӑ. Алексей Ладыковӑн ҫумӗ Алексей Маклыгин ӑна кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫлеттерсе ярассине пӗлтернӗ. Анчах асӑннӑ вӑхӑта ӗлкӗресси пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ иккӗленсе калаҫнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, хула администрацийӗнчи яваплӑ специалистсем техника ыйтӑвӗсене вӑхӑтра татса парайман. Ҫавӑншӑн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхне Дмитрий Захарова выговор панӑ.
Шкул ачин пӗрлехи карттипе транспортра, шкулта апат ҫинишӗн, хушма пӗлӳ илнишӗн татӑлма май килӗ. Ача шкула турникет витӗр кӗрсе тухни те паллӑ пулӗ. Карттӑпа ҫыхӑннӑ мӗнпур информаци ачан ашшӗ-амӑшӗ патне ҫитӗ.