Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
Раҫҫейри халӑхсен поэзи антологийӗ
Раҫҫейри халӑхсен поэзи антологийӗ

Чӑваш Енри паллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина Пӗтӗм Раҫҫейри литература фестивалӗнчен кӗмӗл медальпе таврӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче вӑл каллех — ҫӗршывӑн тӗп хулинче. Унта Марина Карягина Раҫҫейри халӑхсен поэзи антологийӗн хӑтлавне хутшӑнать.

Антологие Раҫҫейри кашни халӑхран пилӗк поэт сӑввисене кӗртнӗ. Чӑвашсенчен Геннадий Айхи, Николай Исмуков, Петӗр Яккусен, Любовь Мартьянова, Марина Карягина лекнӗ. Маринӑна кӑларӑма хатӗрлекенсем автор экземплярне маларахах парнеленӗ.

«Ман алӑра - вулакан патне ҫитсе те ӗлкӗреймен Поэзи антологийӗ. Кунта тата пирӗн Геннадий Айхи, Петӗр Яккусен, Николай Исмуков, Любовь Мартьянова поэтсен сӑввисем пур. Пӗрререн ытла илеймерӗм: йывӑр», — ҫырнӑ вӑл «Фейсбукра» темиҫе кун каялла.

Нумай чӗлхеллӗ антологине 229 авторӑн 57 наци чӗлхипе ҫырнӑ ӗҫӗсене тата вӗсене вырӑсла куҫарнисене кӗртнӗ.

 

Спорт

Кӑҫалхипе 7-мӗш хут ирттерекен пӗтӗм тӗнчери «Пурҫӑн ҫул» старт иличчен пӗр уйӑх ытларах юлать. Аса илтерер, Вӑл утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Мускав – Астана (Казахстан) – Сиань (Китай) маршрутпа иртмелле.

Спортсменсен Раҫҫей, Казахстан тата Китай территорийӗсемпе иртсе 9,5 пин ытла ҫухрӑма ҫӗнмелле.

Машинӑсем Шупашкара Етӗрне районӗ енчен килӗҫ. Пысӑ хӑвӑртлӑхлӑ автомобильсем чылай хула витӗр тухса утӑ уйӑхӗн 11-14-мӗшӗсенче Казахстанра тупӑшӗҫ. Унтан Тянь-Шань ту хырҫисем урлӑ каҫса Китая пырса кӗрӗҫ. Караванӑн чи кӑсӑклӑ саманчӗ Гоби пуш хирӗнче пулӗ. Ӑмӑрту утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Китай императорӗсен 13-мӗш династийӗн тӗп хулинче вӗҫленӗ.

Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш Ен пӗтӗм тӗнчери раллине хатӗрленсе республикӑн Правительствин ҫуртӗнче канашлу ирттерине пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/rallipe-kileneper
 

Статистика

Чӑваш Ен инвестици енчен илӗртӳллӗ регион шутланать. Ҫакна паян Питӗрте иртекен пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче пӗлтернӗ. Инвестици енчен илӗртӳллисен наци танлаштарӑмӗнче пирӗн республика унчченхи ҫул улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ пулсан, халӗ вӑл — иккӗмӗш. Стратегилле пуҫарусем енӗпе ӗҫлекен агентствӑн тӗп директорӗ Светлана Чупшева Чӑваш Ен ку танлаштарӑмра мӗнпур кӑтартупа лайӑх енпе палӑрнине асӑнса хӑварнӑ.

Ҫӗршыври 85 регион хушшинче пирӗн тӑрӑх 2-мӗш вырӑн йышӑннинче усламҫӑсене пусахламанни те пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртаҫҫӗ. Ку шухӑша Сколково шкулӗн президенчӗ Андрей Шаронов пӗлтернӗ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев усламҫӑсене питех те хакланине тата вӗсене аталанма май туса панине асӑнса хӑварнӑ.

 

Хулара

Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ ята илессишӗн сакӑр ҫын тупӑшӗҫ, ҫав шутра — Праски Виттипе Анатолий Кипеч те. Ҫак хисеплӗ ята кама памаллине Шупашкар хула администрацийӗ сасӑлав ирттерсе палӑртма шут тытнӑ. Кашни ҫын хутшӑнма пултарать, ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра малта Праски Витти пыратчӗ.

Кандидатсем хушшинче:

* Мая Костина, тава тивӗҫлӗ СССР спорт мастерӗ, пенсионерка;

* Иван Долгушин, Чӑваш Енӗн тата тивӗҫлӗ промышленноҫ ӗҫченӗ;

* Анатолий Кипеч, халӑх ҫыравҫи;

* Лидия Христодулова, «Темлый дом» (чӑв. «Ӑшӑ ҫурт») тӑлӑхсене ӳстерекенсен клубӑн пайташӗ;

* Галина Петрова, Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ;

* Праски Витти, паллӑ чӑваш ӳнерҫи;

* Иван Мосунов, Ваттисен канашӗн пайташӗ, нумай ҫул депутат пулнӑскер;

* Юрий Коваленко, «Дорекс» управление йӗркеленӗскер.

Сасӑлав икӗ эрне пырӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Тутарстанра ҫавраҫил пулни пирки ӗнер пӗлтертӗмӗр. Вӑл Чӑваш Ене килмест тесе хыпарланӑччӗ. Анчах вӑйлӑ ҫил Ҫӗрпӳ районӗнче те пулнӑ.

Вӑйлӑ ҫил районӑн пӗр пайне пырса тивнӗ. Унта йывӑҫсем тӳнсе кайнӑ. Хӑш-пӗр ҫуртӑн тӑррисене сиенлетнӗ, парниксене илсе ывӑтнӑ. Аслати те кӗмсӗртетнӗ. Подстанцие аҫа ҫапнӑ. Халӗ коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем таврана тирпейлеҫҫӗ.

Синоптиксем халех ӑшӑ ҫанталӑка кӗтмелле маррине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче ҫил хушӑран 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ҫитес 5 кунра республикӑра ҫил лапланмӗ, ҫумӑр ҫукалӗ, ҫанталӑк сивӗрех тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42095
 

Чӑваш чӗлхи
Тӑван чӗлхене Хӗрлӗ Чутая ҫитерасси пирки калаҫу вӑхӑтӗнче
Тӑван чӗлхене Хӗрлӗ Чутая ҫитерасси пирки калаҫу вӑхӑтӗнче

Ытларикун, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров Наци телерадиокомпанийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Беловпа тӗл пулнӑ, наци радиовӗн хумӗсене района ҫитересси пирки сӑмах хускатнӑ. Калаҫӑва ҫавӑн пекех наци телерадиокомпанийӗн техника ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен директор ҫумӗ Николай Хлебников, Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн культура, туризм тата архив ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Александр Самсонов хутшӑннӑ. Александр Башкиров районта пурӑнакансем — вӗтӗр-шакӑрсенчен пуҫласа ваттисем таранах — тӑван чӗлхеллӗ радиошӑн тунсӑхласа ҫитнӗ. Шел те, республика хӗрринче вырнаҫнӑ района унӑн хумӗсем ҫитмеҫҫӗ.

Наци радиовне район территорийӗнче савӑнӑҫлӑ уяв туса ҫӗртмен 15-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Ҫакна йӗркелеме районти клубсен тӗп системи ятарлӑ лицензи илнӗ. Хӗрлӗ Чутайран вӗсен 50 ҫухрӑм инҫӗше хумсем яма май пулӗ. Малашне ҫапла май Хӗрлӗ Чутайсем наци радиовне 106,7 FM хум ҫинче итлеме пултарӗҫ.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкар хулинче ҫӗнӗ ҫулсем тума палӑртаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хула администрацийӗнче пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр тытӑмӗсен проектлас умӗнхи ӗҫӗсене хатӗрлеҫҫӗ.

Тума палӑртнӑ ҫулсенчен хӑшӗ-пӗрин проекчӗсем хатӗр, теприсем тӗлӗшпе аукцион йӗркелеме пуҫланӑ.

Хулара тӗпрен ҫак вырӑнсене ҫӗнетме тата тума палӑртнӑ:

Электроаппараткинчен бульварне тӑватӑ йӗрлӗ тӑвасси;

Иван Яковлев проспектне тӗпрен ҫӗнетесси (Канаш ҫулӗнчен пуҫласа 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспекчӗпе хӗресленекен ҫавра таран; проектне хатӗрлеме ҫывӑх вӑхӑтра конкурс пуҫарӗҫ);

Соляново тӑкӑрлӑкри ҫула ҫӗнетесси (проект хатӗрлеме пуҫлӗҫ);

30-мӗш автоҫула оперӑпа балет театрӗ таран туса ҫитересси (проект ӗҫне хатӗрлеме пуҫлӗҫ);

Карл Маркс урамӗпе Ярославль урамне ҫыхӑнтарас ӗҫ (проект ӗҫӗ вӗҫленнӗ, ҫула ҫывӑх вӑхӑтра тума пуҫлӗҫ);

Станциҫум урамӗнчи ҫула ҫӗнетесси (База тӑкӑрлӑкӗнчен пуҫласа Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗ таран; проект ӗҫне пуҫлаҫҫӗ);

○ виҫҫӗмӗш транспорт унки валли техникӑпа экономика тӗлӗшӗнчен сӑлтавласа хутсем хатӗрлеме пуҫлаҫҫӗ.

 

Тӗн

Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь поселокӗнче те чиркӳ пулӗ. Ӑна хӑпартма тытӑннӑ ӗнтӗ.

Чиркӗвӗн пулас вырӑнне ятарлӑ чул хунӑ ӗнтӗ. Храм Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗ ячӗпе хисепленӗ. Владимир протоиерей кӗлӗ вуланӑ хыҫҫӑн чула капсула ӑшне хунӑ, унтан ӑна пулас храман алтарь стенине вырнаҫтарнӑ.

Ҫавӑн пекех пулас храм вырӑнне хӗрес вырнаҫтарнӑ. Чиркӗве кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗччен туса пӗтерме йышӑннӑ. Мӗншӗн тесен шӑп ҫак кун Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗн уявне паллӑ тӑватпӑр.

 

Сумлӑ сӑмах Ял пурнӑҫӗ

Хамӑр пурӑнакан ҫурта, урама, тӑван яла тасалӑхра, тирпейлӗхре тытмалла. Анчах хӑшӗ-пӗрин пирки «эгоист» теес килет. Унашкал ҫынсемшӗн пӳрте, картише тасалӑхра тытни те ҫителӗклӗ. Урамра, ҫывӑхри ҫырма-ҫатрара ӑпӑр-тапӑр йӑваланнине куҫ курмасть унӑн.

Тепӗр тесен, ҫавнашкал ҫынсемех варалаҫҫӗ пулӗ-ха. Нумаях пулмасть Сӗнтӗрварри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче пулса курма тӳр килчӗ. Питӗ илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ ял. Сӑртлӑ вырӑн чӑннипех те куҫа илӗртет. Малтанах ялти урамсем тирпейлӗ пулнинчен, пӗр ҫӳп-ҫап та йӑваланманнинчен тӗлӗнтӗмӗр. «Питӗ таса, тирпейлесех тӑраҫҫӗ пулмалла», - шухӑшларӑмӑр эпир. Анчах кайсан-кайсан тарӑн ҫырма куҫ тӗлне пулчӗ. Унта вара ҫӳп-ҫап – купипех! Ав ӑҫта килсе тӑкаҫҫӗ ӑпӑр-тапӑра. Вырӑнти депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫав «свалка» кӑҫал ӳссе ларнӑ. Пӗлтӗр те ҫавнашкал ӳкерчӗк пулнӑ-ха, анчах ҫӳп-ҫапа пушарнӑй машини чӗнсе илсех ҫунтарнӑ. Кӑҫал каллех ҫав купа ӳссе ларнӑ. Чи тӗлӗнмелли – ялти ҫынсенчен нихӑшӗ те унта ҫӳп-ҫап килсе пӑрахнине йышӑнмасть. Пӗлӗтрен тӑкӑнать-шим вара? Ялти тарӑн ҫырмана кам ӑпар-тапӑр килсе петӗр ӗнтӗ?

Малалла...

 

Сывлӑх

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ертсе пынӑ Алла Самойлова халӗ «Чувашиякурорт» санаторин тӗп тухтӑрӗ-директорӗ. Ку учреждение пылчӑкпа сипленмелли пульница тата хӑна ҫурчӗ кӗреҫҫӗ.

Унчен ӑна Николай Ванеркин ертсе пынӑ. Вӑл ку должноҫе 2013 ҫулхи карлач уйӑхӗнчен ертсе пынӑ. Халӗ вӑл Самойловӑн ҫумӗ пулса тӑнӑ. Унччен Николай Ванеркин Муркашри чӑх-чӗп хапрӑкне 12 ҫул ертсе пынӑ.

Аса илтерер: кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Алла Самойловӑна отставкӑна янӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2103, 2104, 2105, 2106, 2107, 2108, 2109, 2110, 2111, 2112, [2113], 2114, 2115, 2116, 2117, 2118, 2119, 2120, 2121, 2122, 2123, ... 3626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...