Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шупашкарта вулавӑшсен форумӗ иртет

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 24.09.2019 18:29 | 490 хут пӑхнӑ
Культура

Паян Шупашкарта Раҫсейри вулавӑшсен ХVIII форумӗ уҫӑлнӑ. «Библиокараван–2019» мероприятие Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Раҫҫейри вулавӑшсен тытӑмӗ, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ йӗркеленӗ.

Форум теми — «Библиотека как центр культурного многообразия: перспективы развития в региональном пространстве» (чӑв. Вулавӑш — культура нумай енлӗхӗн центрӗ: регион хутлӑхӗнчи аталану малашлӑхӗ). Асӑннӑ тема, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ытти вулавӑшсене шӑпах кӑсӑклантарнӑ та. Ҫавна май форума ҫӗршывӑн 48 регионӗнчи 400 ытла профессионал килме кӑмӑл тунӑ. Ҫав йышра — Калининградран пуҫласа Сахалин тӑрӑхӗнчи культура сферинче тӑрӑшакансем. Патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем те пур.

Мероприяти паян 10 сехетре Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче уҫӑлнӑ.

#аслӑ шкулсем, #Шупашкар, #Сахалин, #Калининград, #вулавӑшсем, #форумсем, #культура, #Культура министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкара IT-специалистсем пухӑнӗҫ
2019, 04, 05
Федераци шучӗпе тӗслӗхлӗ пулӗҫ
2019, 08, 29
Детектив авторӗпе тӗл пулӗҫ
2019, 09, 19
Филармоние Чечняри фирма юсӗ
2019, 09, 22
Наци культурисен фестивалӗ иртӗ
2019, 09, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org