Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑксем шӑл юсасшӑн. Тата вӗем темиҫе ҫул каяллахиллех экономист, юрист пулма ӗмӗтленеҫҫӗ. Кунта сӑмах пирӗн республикӑри аслӑ шкулсене вӗренме кӗрес ӗмӗтлисем пирки пырать.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри аслӑ шкулсемпе техникум-колледжсенче абитуриентсенчен заявлени йышӑнасси малалла пырать. Аса илтерер, Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче кӑҫал бюджет вырӑнӗсен шутне палӑрмаллах ӳстернӗ. Кунсӑр пуҫне тӗллевлӗ вӗренме йышӑнакан вырӑнсем те пӗлтӗрхинчен нумай.

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви абитуриентсем стоматологи, сиплев ӗҫӗ, экономика, менеджмент, юриспруденци, патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ, педагогика вӗрентӗвӗ (икӗ профильпе) специальноҫсене алла илес кӑмӑллӑраххи сисӗнет.

 

Политика
Светлана Ананьева
Светлана Ананьева

Паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗн ҫӗнӗ пулӑшуҫине палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки республика ертӳҫи Михаил Игнатьев 293-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ.

Михаил Васильевича малашне Светлана Ананьева пулӑшса пырӗ. Ҫак хӗрарӑм унччен республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Светлана Ананьевӑна ҫав должноҫрен паян хӑтарнӑ. Апла документа Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.

Светлана Ананьева И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 1995 ҫулта вӗренсе тухнӑ, унта вӑл «Теоретика экономисчӗ» специальноҫа алла илнӗ. Ӗҫ биографине вӑл 1995 ҫулта Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин Медицина статистикин республика бюровӗнчи экономистран пуҫланӑ. 2014 ҫулта асӑннӑ министерствӑра ӗҫлеме тытӑннӑ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри аслӑ шкулсем, техникумсемпе колледжсемпе абитуриентсенчен заявленисене малалла йышӑнаҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра — 14 аслӑ шкул. Вӗсенче кӑҫал хысна шучӗпе вӗренмелли вырӑнсене аванах ӳстернӗ: 2018 ҫулта бюджет вырӑнӗсен шучӗ 3475-пе танлашать. Патшалӑх шучӗпе вӗренме кӗме пӗлтӗр 2081 ҫын ҫеҫ пултарнӑ. Хысна шучӗпе вӗренес текен пӗр вырӑна 4,6 ҫынтан заявлени ҫитнӗ.

Конкурс хӑш аслӑ шкулта еплине те тишкерме кӑсӑклӑ. Мускаври политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗнче пӗр хысвна вырӑнне 5,9 ҫын тивет, И.Я Яковлев ячӗллӗ ЧППУра — 5,7 ҫын, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра — 4,7 ҫын, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине — 3,5 ҫын.

 

Политика

Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен черетлӗ мар сессийӗ иртнӗ. Унта «халӑх тарҫисем» пенси реформине сӳтсе явнӑ.

Тӳрех палӑртмалла: депутатсенчен чылайӑшӗн пенси ӳсӗмне ӳстерессине хирӗҫ мар. «Халӑх тарҫисем» ку ыйтӑва 1 сехет ҫурӑ хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Юлашкинчен 33 депутат реформӑшӑн сасӑланӑ, 5-шӗ хирӗҫ пулнӑ. Тепӗр иккӗшӗ сасӑлама тӑхтанӑ.

ЛДПР депутачӗсем ҫӗнӗ реформӑна хирӗҫ сасӑланӑ. КПРФ элчисем вара пенси ӳсӗмӗ тӗлӗшпе Пӗтӗм Раҫҫейри референдум ирттерме сӗннӗ.

Аса илтерер: 2028 ҫулччен арҫынсен пенси ӳсӗмне 65 ҫула ҫитересшӗн, хӗрарӑмсем вара 2034 ҫул тӗлне 63-ре тивӗҫлӗ канӑва тухӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51202
 

Хулара

Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче водолазсем Атӑл тӗпӗнчен раритетлӑ якорь туртса кӑларнӑ. Вӗсем «Георгий Седов» путнӑ теплоходӑн якорьне алӑпа шыраса тупнӑ, мӗншӗн тесен йӑлтах лачака ӑшӗнче пулнӑ.

Ӑна Комсомольски районне палӑк евӗр лартма парӗҫ. Якоре 80 ҫул каялла туса кӑларнӑ, ҫавӑнпа ӑна халӗ ҫӗнетеҫҫӗ. Палӑка Каҫал тӑрӑхӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнчи шкулпа ҫумӑн лартӗҫ. Василий Разумов вице-адмирал ҫав тӑрӑхран пулнӑ.

Сӑмах май, теплохода 1933 ҫулта туса кӑларнӑ, 2001 ҫалта вӑл шыв айне кайнӑ. Водолаз унӑн сӑнчӑрне ҫур сехет каснӑ, унтан ӑна ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51181
 

Спорт

Чӑваш Енри спорт шкулӗнче вӗренекен Мария Кузнецова тӗнче шайӗнчи «Испани гран-прийӗ» турнирта ҫӗнтернӗ. Ӑмӑрту Мадрид хулинче утӑ уйӑхӗн 13-16-мӗшӗсенче иртнӗ.

Тӗнчери тӗрлӗ кӗтесрен килнӗ спортсменсем спорт кӗрешӗвӗн виҫӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ: грек-рим кӗрешӗвӗ, ирӗклӗ кӗрешӳ тата хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ.

Пирӗн Мария Кузнецова 65 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ Мария финалта Чехири спортменкӑпа кӗрешнӗ. Вӑл ӑна ҫӗнтерсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51181
 

Ял хуҫалӑхӗ

ЧР Элтеперӗ ирттернӗ планеркӑра ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑри тепӗр икӗ районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнине пӗлтернӗ.

Хӗрлӗ Чутай тата Йӗпреҫ районӗсенчи хуҫалӑхсенче те чӑхсем вилнӗ тӗслӗхсем пулнӑ. «Ҫынсемпе чир зонинчен чӑхсене кӑларасси пирки калаҫаҫҫӗ. Халӑх ӑнланать», - тенӗ министр.

Халӗ инфекци ӑҫтан килнине тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вирус Чулхула тата Ростов облаҫӗсенчен кайӑк-кӗшӗк какайӗпе пӗрле килнӗ. Унтан кӳрсе килнӗ аш-какая пирӗн республикӑра йӳнӗпе сутнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51187
 

Политика

Сӗнтӗрвӑрри хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл администраци ӗҫӗ-хӗлӗ пирки информаципе тивӗҫлипе усӑ курма май туса паман.

Хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче почта адресӗ, электронлӑ почта, телефон номерӗсем пулман. Ҫавӑн пекех унта муниципалитетӑн нормативлӑ акчӗсене, вӗсен проекчӗсене вырнаҫтарман. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫӗ пирки те сведенисем пулман.

Сӗнтӗрвӑрри хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе постановлени ҫырнӑ. Ӑна миравай судьяна пӑхса тухма ярса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51195
 

Ял хуҫалӑхӗ

Кииайри пуянсем Чӑваш Енри Пӑрачкав районӗнче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вӗсем ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗпе — ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа тӗлпулнӑ.

«Сычуань-Чувашия агропромышленная торговая компания» (чӑв. Сычуань-Чӑваш Ен агрропромышленность компанийӗ) тулли мар яваплӑ общество (ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче йӗркеленӗ) пайташӗсем министра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем мӑйракаллӑ шултра выльӑха сӗтлӗх тата аш-какайлӑх ӗрчетесшӗн.

Кииайри усламҫӑсем Сиява тата Кудеиха ял тӑрӑхӗсенче 5 пине яхӑн гектара сухаласа акасшӑн. Халӗ вӗсем ҫӗре арендӑна илессипе ӗҫлеҫҫӗ, йӗркелӳ тапхӑрӗнче сиксе ытти ыйтӑва татса парассипе ҫине тӑраҫҫӗ.

 

Культура

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫине ҫак эрнере, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫӗнӗ спектакль тухӗ. Куракансем хальхинче «Анисса» ӗҫе хаклайӗҫ. Пьеса авторӗ — Александр Кӑлкан.

Спектакле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева лартнӑ. Композиторӗ – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ — Лолита Чекушкина. Художник-постановщикӗ тата костюмсен художникӗ — Светлана Зверева. Ташшисене Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Александрова лартнӑ.

19-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнче чӑваш ялӗнче пулса иртекен пӑтӑрмахлӑ та трагедилле ӗҫсене паянхи куракан епле йышӑннине ҫӗнӗ ӗҫпе паллашнӑ хыҫҫӑн татса калӑпӑр.

 

Страницӑсем: 1 ... 2096, 2097, 2098, 2099, 2100, 2101, 2102, 2103, 2104, 2105, [2106], 2107, 2108, 2109, 2110, 2111, 2112, 2113, 2114, 2115, 2116, ... 3957
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.