Статистика
![]() Росстат специалисчӗсем Раҫҫейри регионсенче бензин мӗн хак тӑнине тишкернӗ. «Правда ПФО» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре бензин чи хаклисенчен пӗри шутланать. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш Енри заправкӑсенче вӑл 40 тенкӗ те 52 пус тӑнӑ. АИ-92 маркӑллӑ топливӑн пӗр литрӗ вара 37 тенкӗ те 69 пус пулнӑ. АИ-95 – 40,68 тенкӗ, АИ-98 вара 46,68 тенкӗ тӑнӑ. Атӑлҫи федераци округне илес тӗк, ку хаксем чи пысӑккисем. Чи йӳнӗ бензин ӑҫта пулнине пӗлес килет-и? Пушкӑрт Республикинче. Унта пӗр литршӑн 38 тенкӗ те 38 пус тӳлеҫҫӗ. Сӑмах май, ведомство специалисчӗсем Чӑваш Енре пӗр ҫынна апатланмашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлине шутланӑ. Тӳре-шара шутланӑ тӑрӑх, виҫӗ хутчен апатланмашкӑн уйӑхра сахалтан та 3372,45 тенкӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Татьяна Андреева. Сар.ru сӑнӗ Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарта «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2018» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Хула шайӗнчи професси тупӑшӑвӗнче 12-мӗш вӑтам шкулӑн математика учителӗ Татьяна Андреева ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 17 педагог хутшӑннӑ. Конкурсӑн пӗрремӗш кунӗнче хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ хыҫҫӑн финала кӗме 7 вӗрентекен тивӗҫли паллӑ пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри — лауреат, теприсем номинаци ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ. 43-мӗш шкулти пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Елена Воробьева тата 44-мӗш лицейри хими учителӗ Екатерина Александрова лауреат ятне тивӗҫнӗ. Ыттисене номинаци ҫӗнтерӳҫисем пек чысланӑ. Ҫав шутрах — 40-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Александр Степанов та. Вӑл — «Педагог дебючӗ» номинаци ҫӗнтерӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Zdanie.info сӑн ӳкерчӗкӗ Паянтан Шупашкарти мӗнпур пысӑк суту-илӳ тата кану центрӗсене тӗрӗслеме тытӑнӗҫ. Ҫапла тума Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнчи ҫак органсене хушнӑ. Пирӗн республикӑра ку ӗҫе паян пуҫӑннӑ. Тӗплӗ тӗрӗслев ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне вӗҫленмелле. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве прокуратура кӑна мар, пушар хуралӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнӗҫ. Кун пирки, сӑмах май, Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Надзор органӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, хӑрушсӑрлӑх йӗркине епле пӑхӑннине хут ҫине хитре ҫырса хунипе ҫырлахмӗҫ. Специалистсем вырӑна тухса кирлӗ оборудование, алӑксене, пӗлтерӗшлӗ ытти саманта хӑйсен вичкӗн куҫӗпе пӑхса хаклӗҫ. Аса илтерер, Кемӗрти суту-илӳ центрӗнчи пушарта вилнӗ вун-вун ҫынна асӑнса пирӗн ҫӗршывра паян — хурлану кунӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫавна май хура тата шурӑ тӗслине эсир асӑрхарӑр ӗнтӗ, ун пирки ӗнерех систернӗччӗ. |
Культура
![]() Иосиф Дмитриев режиссер. Надежда Андреева сӑн ӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑҫалхипе 19-мӗш ҫул «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртрӗ. Кӑҫалхине Пушкӑртстанри Дина Давлетшина критик та хаклассине эпир пӗлтернӗччӗ. Конкурса, аса илтерер, театрсем хӑйсен чи лайӑх спектаклӗсене тӑратаҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал республикӑри профессиллӗ 6 театр коллективӗ хутшӑннӑ. Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Анчах, эпир илтнӗ тӑрӑх, юрласа та ташласа тӑман, ҫӗнтерӳҫӗсене асӑннипех ҫырлахнӑ. Ҫакӑ театр ӗҫченӗсем те Кемӗрти инкекшӗн хурланнипе ҫыхӑннӑ. «Чи лайӑх музыка» номинацире «Виҫ кӗтеслӗ юрату» спектакльти кӗвӗпе Лолита Чекушкина ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх сценографи» номинацире Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи Валентин Федоров («Чиполлино») палӑрнӑ. «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ» ята Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Анна Кудряшова («Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн») тивӗҫнӗ, «Арҫыннӑн чи лайӑх сӑнарне» — Вырӑс драма театрӗнчи Александр Смышляев («Венецианские близнецы»), «Иккӗмӗш планри ли лайӑх сӑнар» — Геннадий Виноградов (оперӑпа балет театрӗ лартнӑ «Чиполлино»). «Чи лайӑх спектакль (режиссура)» номинацире Ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев («Виҫ кӗтеслӗ юрату») ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта, Олимп вӑййисен чемпионки В. Егорова ячӗллӗ спорт шкулӗн ҫӑмӑл атлетсен манежӗнче хальхи вӑхӑтри пилӗк енлӗ ӑмӑрту енӗпе, «лазер-ран» дисциплинӑпа, пуҫласа тупӑшу иртӗ. Ҫак хыпара ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа Правительство ҫуртӗнче тӗл пулсан чӑваш парламенчӗн депутачӗ, Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗн ертӳҫи, Хальхи вӑхӑтри пилӗк енлӗ кӗрешӗвӗн Чӑваш Енри федерацийӗн президенчӗ Алексей Мурыгин пӗлтернӗ. «Федераци умне эпир икӗ тӗллев лартатпӑр: пилӗк енлӗ ӑмӑртӑва анлӑ сарасси тата профессионал спортсменсене хатӗрлесси», – тенӗ Алексей Мурыгин. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче пилӗк енлӗ тупӑшакансен уйрӑмне уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн прокуратури шалу вӑхӑтра тӳлемен тӗслӗхсемпе пӗлтӗр пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тишкернӗ. Судсем пурӗ 15 ӗҫ пӑхса тухнӑ май ҫынсене 4 миллиона яхӑн тенкӗ тӳлесе татнӑ. Шалупа татӑлма васкаман пуҫлӑхсене Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 145-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама юрать. Пӗлтӗр ун йышши ӗҫсене 15 хутчен пуҫарнине маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ. Айӑплӑ пуҫлӑхсем хӑйсене тӗрлӗрен тытаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри чунтан ӳкӗннине ӗнентерме тытӑннӑ. Пӗрремӗш инстанцири суд ӑна шелленӗ-ши — пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ. Анчах прокуратура тӳрен ҫак йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр апелляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Ҫапла вара пуҫиле ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ айӑплӑ пуҫлӑха судпа явап тыттарса штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР ШӖМ министрӗ Сергей Неяскин Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ сессийӗ иртрӗ. Унта тӗрлӗ саккун проектне пӑхса тухса йышӑннипе пӗрлех республикӑн Шалти ӗҫсен министрӗн - Сергей Неяскинӑн - докладне те итленӗ. Хастартарах та чӗрӗрех депутатсем доклад итленипех ҫырлахман, министра ыйту ҫине ыйту панӑ. Сергей Семенов парламентари, сӑмахран, пакунлисем хушшинче саккуна пӑсакансем пирки сӑмах хускатнӑ. Министр ун пек пӗр ҫынна тытса чарнине пӗлтернӗ. Пакунли вӑйӑ усламне хӳтӗлесе пурӑннӑ иккен. Министр тепӗр наркодилерсем эрнере 100-150 пин тенкӗ услам курнине те пытарман. Вӑл ашшӗ-амӑшне ачисемпе тимлӗрех пулма, наркотик сутакансене ҫирӗп явап тыттарнине аса илтерме чӗнсе каланӑ. Александр Андреев депутат преступление хӳтӗленӗ фактсемпе кӑсӑкланнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫ пуҫарман тӗслӗхсем сахал. Константин Степанов полицин участокри уполномоченнӑйне хурласа калаҫнӑ. Тата вӑл полицин штатра тӑман ӗҫченӗ пулса вырнаҫма депутата суйланассинчен те йывӑртараххине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ арҫын суя дипломпа ҫӳренӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавна май ун тӗлӗшпе Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 327-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав ҫын 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнче хула администрацине муниципалитет служащийӗ пулса вырнаҫнӑ чухне суя диплом илсе пынӑ. Кайран вӑл ҫав хута хула администраицйӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса вырнаҫнӑ чух та усӑ курнӑ имӗш. Дипломра кӑтартнӑ аслӑ вӗренӳ заведенийӗнче хӑй вӗренмен те иккен. Ҫакна Канашри районсем хушшинчи прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Суя дипломлӑ специалиста кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫак пӑтӑрмахлӑ ӗҫе халӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем малалла тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӗлӗнмелле ҫак пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗш каҫхине пулса иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 24 ҫулти ӳсӗр ҫамрӑк шурӑ халатлисене хӑйӗн асламӑшӗ патне чӗнсе илнӗ. Анчах кайран мӗн пайлайман-ши — пулӑшма ҫитнӗ шурӑ халатлисене хваттерти пӳлӗмсенчен пӗринче питӗрсе хунӑ. Каччӑ вӗсене пӗр сехете яхӑн тытса тӑнӑ. Хӑй тепӗр енче кӑшкӑрашнӑ, усал тӑвассипе хӑратнӑ имӗш. Каччӑ туалета кайсан тухтӑрсенчен пӗри алӑка ҫапса ватнӑ та ӗҫтешӗпе иккӗшӗ хваттертен тухса тарнӑ. Ҫамрӑк хӑй тӗрӗс мар хӑтланнине кайран ӑнланнӑ курӑнать, тӗпчевҫӗсем вӑл айӑпа йышӑннине пӗлтереҫҫӗ. Ҫынсене ирӗксӗр хӑварнӑ фактпа пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем ҫуркунне ҫитсен хваттерсенче ытла ӑшӑ пулнишӗн, уншӑн укҫа кӑлӑхах тӳлеме тивнишӗн пӑшӑрханнине илтме тивет. Ӑшӑтмалли хатӗрсем кашни хваттерте чухне ҫын хӑйне кирлӗ пек йӗркелесе тӑраять-ха. Ҫапах та ун пек май ҫуккисен те, пӗрле пухӑнса, хӑйсен ҫуртӗнче ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарма ирӗк пур. Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен 26 проценчӗ ҫав майпа хальлӗхе усӑ курнӑ. Ӑшша йӗркелесе тӑракан хатӗр температурӑна хӑй тӗллӗн майлаштарса пырать. Шупашкар хулин Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарни ӑшӑ тӑкакне 35 процент таран чакарма май парать. Хатӗре вырнаҫтарса тӑкакланнин хӑй хаклӑхӗ ӑшӑтмалли 1-2 тапхӑрта саплашӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |