Самолетпа ҫул ҫӳреме юратакансем валли ырӑ хыпар пӗлтерер. Шупашкартан Питӗр хулине авиарейссен шучӗ ҫывӑх вӑхӑтра хушӑнмалла. Савӑнӑҫлӑ хыпара А.Г. Николаев ячӗллӗ Шупашкарти аэропортра пӗлтереҫҫӗ.
Ҫурҫӗр енчи ҫав хулана хальхи вӑхӑтра самолетсем эрнере икӗ хутчен хутлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ навигаци тапхӑрӗ пуҫлансан (вӑл юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен тытӑнӗ) самолетсем эрнере виҫӗ хут вӗҫӗҫ.
Шупашкарпа Питӗр хулине «Победа» авиакомпани ҫыхантарать. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче самолетсем ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен вӗҫӗҫ.
Шупашкартан самолет 15 сехет те 35 минутра хускалӗ, Питӗрти Пулково аэропортран Чӑваш Ен тӗп хулине — 12 сехет те 55 минутра. Авиапассажирсене «B-738» самолет турттарать. Шупашкартан Питӗр хулине вӑл 2 сехет те 10 минут вӗҫет.